Полици пайĕсенче - çĕнĕ пуçлăхсем
РФ Шалти ĕçсен министерствин Етĕрне тата Комсомольски районĕсенчи пайĕсен пуçлăхĕсем улшăннă.
Етĕрнере йĕркелĕх хуралĕн тилхепине Станислав Андреев тытнă. Вăл шалти ĕçсен органĕсенчи службăра 1993 çултанпа, пуçлăх должноçне уйăрса лартиччен ЧР ШĔМĕн коррупци сĕмĕллĕ преступленисемпе кĕрешекен пайĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе ĕçлекен оперуполномоченнăйĕ пулнă.
Муниципалитетсен Комсомольскинчи пĕрлехи пайне Владимир Порфирьев ертсе пырĕ, вăл та маларах опер пулнă - уголовлă шырав управленийĕн районсен пĕрлехи пайĕнче ĕçленĕ. Полицире - 1999 çултанпа, кăçал РФ ШĔМĕн Управлени академине пĕтернĕ.
Çĕнĕ пуçлăхсемпе асăннă пайсен ĕçченĕсене республикăн шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Тимофеев паллаштарнă, яваплă должноçсене килнĕскерсене ĕçре ăнăçу суннă.
Н.КОНОВАЛОВ
Комментари хушас