Поэзипе ÿнер ытамĕнче
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ иртнĕ эрне вĕçĕнче республикăри вун-вун халăх представителĕпе этника ушкăнĕн тăван кĕтесĕ пулса тăчĕ. Шăматкун кунта Чăваш Енри халăхсен Аслă пухăвĕ иртрĕ Тĕплĕнрех — 1-2-мĕш стр.. Ун умĕн, эрнекун, пултарулăх ĕçченĕсене нумай нациллĕ поэзипе ÿнер искусствин фестивалĕ пуçтарчĕ.
Тÿрех калар: кунашкалли юлашки вăхăтра пулманччĕ-ха. Художниксемпе поэтсем пĕр тĕвĕре, çыхăнура — тĕлĕнмелле пулăм! Ÿнерçĕсем — илем хуçисем, чунра ырăлăх, юрату çуратакансем. Вĕсен пейзажĕсем, натюрморчĕсем, портречĕсем чĕрене карт! сиктереççĕ, çĕнĕ туйăм парнелеççĕ, пурнăçа юратма вĕрентеççĕ. Чимĕр-ха, поэтсем пирки те çавнах калама пултаратпăр-çке. Вĕсем те çынна çунатлантараканнисем, ĕмĕт тата шанăç кÿрекеннисем. Сăвăç чĕринчен юратупа е тарăхупа шăранса, пиçсе тухнă кашни йĕрке, сăмах пĕлтерĕшлĕ, вăл çынна çĕклеме те, вĕлерме те пултарать тени тĕрĕсех. Апла, поэзипе ÿнер — чунпа та, юнпа чи çывăх тăвансем. Вĕсем пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ. Ахальтен-и И.Гете çапла çырнă:
Любите живопись, поэты!
Лишь ей, единственной дано
Души изменчивой приметы
Перенести на полотно.
Вольтер вара «живопиç — чĕлхесĕр поэзи, поэзи — калаçакан живопиç» тенĕ. Çакăн çумне урăх нимĕн те хушса калаймăн.
Фестивале ÿнерпе пуянлатаканĕсем çулленех Чăваш Енре иртекен Алексей Кокель ячĕллĕ пленэрта пурнăçланă произведенисем пулчĕç. Малтанхи ĕçсемпе пĕрлех кăçалхисем те вырăн тупнă унта. Вĕсене чун параканĕсем чăваш, вырăс, пушкăрт, тутар, белорус художникĕсем пулнă. Уява хамăрăннисем кăна мар, Ĕпхÿрен ятарласа килнĕ Рамиль Мигранов живописец та пулчĕ. Пленэр пирки аса илнĕ май Рамиль Зарагатович çĕнĕ туссем тупнишĕн савăннине, Кокель тăван кĕтесĕн илемĕпе киленнине, чăваш пикисене ÿкерсе хавхалану илнине палăртрĕ.
Пленэр пĕлтерĕшĕпе тĕллевĕ пирки унăн пуçаруçипе координаторĕ Владимир Васильев, Чăваш Ен ÿнерçисен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ЧР Художниксен союзĕн председателĕ Андрей Анохин каласа кăтартрĕç. СССР халăх артистки Вера Кузьмина Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн «Тилли юррисене» вуланине залра ларакансем шыв сыпнă пек шăп итлерĕç те вĕçĕнче тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ, Чăваш Ен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Максимов «чун инженерĕсен» ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ, çакăн пек тĕлпулусем поэтсемшĕн те, художниксемшĕн те питĕ кирлине, усăллине, тăван çĕр çине Анатолий Митта пек чаплă ÿнерçĕ, Геннадий Айхи, Раиса Сарпи, Марина Карягина пек маттур сăвăçсем килни пысăк телей пулнине палăртрĕ.
Поэтсем те сăмах илчĕç: Чăваш халăх поэчĕсем Юрий Сементер, Порфирий Афанасьев, Валери Туркай, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, тĕрлĕ конкурссен лауреачĕ Раиса Сарпи, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Асамат, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Марина Карягина чунĕсене ирĕке ярса калаçрĕç. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Лидия Филиппова шăрçаланă «Чăваш Ен» сăвви тăван чĕлхепе кăна мар, вырăсла та, украинла та янăрарĕ. Фестивальте çавăн пекех туркменла калаçнине те итлеме тÿр килчĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренекен Лейла Тойлыева тăван çĕрĕ-шывĕ çинчен хайланă сăвва вуларĕ. Уява çавăн пекех Дмитрий Вонави, Елена Светлая, Альбина Юрату сăвăçсем, Фарида, Алексей Шадриков, Залиф Биксалин юрăçсем, ыттисем илем кÿчĕç. Юлашкинчен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ «Чĕрĕ сăмах» спектакль кăтартрĕ.
Надежда СМИРНОВА.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас