Питтукасси патĕнчи çÿп-çап вырăнне рекультивациленине хулари пуçлăхсем тĕрĕслесе тăрĕç

31 Çурла, 2017

Республика тĕп хулин Шупашкар районĕнчи Питтукасси ялĕ патĕнчи çÿп-çап вырăнне рекультивацилеме тытăннă. Ĕç-пуçпа паллашма ĕнер унта Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тата ытти тÿре-шара çитсе килнĕ.

Çÿп-çап вырăнне «Автодор» общество рекультивацилеме тытăннă. 2018 çул вĕçлениччен унăн ĕçĕн малтанхи тапхăрне вĕçлемелле. 320 миллион тăракан контракта алă пуснăскер тивĕç çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче тытăннă.

Рекультивацие явăçтарнă техника шутне хула администрацийĕн пуçлăхĕ подрядчика çак эрне вĕçлениччен икĕ хут ÿстерме чĕнсе каланă. Хула администрацийĕ ĕç епле пынине вĕçĕм тĕрĕслесе тăрассине асăрхаттарнă.

Комментари хушас