ПИТ ÇИНЕ — ПĂРÇА
Пăрçа йышшисем питĕ тутлăхлă пулнипе палăрса тăраççĕ. Вĕсенче пирĕн ÿте кирлĕ ÿсен-тăран белокĕ пур.
Йĕркеллĕ ÿт валли. Маскăпа уйрăмах çулталăкăн сивĕ тапхăрĕнче эрнере 1-2 хут усă курмалла. Сивĕ шыва çур стакан пăрçа ярса 4 сехет лартмалла. Унтан шывне улăштармалла та пăрçана çемçеличчен пĕçермелле. Тÿсе нимĕрлемелле, 1 апат кашăкĕ хăйма хушса пăтратмалла.
Маскăна пите тата мăя сĕрмелле. 20-25 минутран ÿте ăшă шывпа çуса тасатмалла та тоникпа сăтăрмалла.
Типĕ ÿт валли. Маска ÿте лайăх тутлăлантарать, якатать. Кофе арманĕпе 2 апат кашăкĕ типĕ пăрçана авăртмалла. Пăрçа çăнăхне тин вĕренĕ шывпа пăтă пуличчен пăтратмалла.
Хутăша кăштах сивĕнме памалла та 1 апат кашăкĕ олива çăвĕ ярса пăтратмалла. Кăшт сивĕнсен таса пите 20 минута сĕрмелле. Сивĕ шывпа çуса тасатмалла.
Çуллă ÿт валли. Консервланă симĕс пăрçана 2 апат кашăкĕ илсе нимĕрлемелле, 2 апат кашăкĕ турăхпа е тăпăрчă шывĕпе хутăштармалла.
Маскăна таса ÿте сĕрмелле. 20 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла. Ÿте тутлăхлă япаласемпе тивĕçтернисĕр пуçне маска ăна çусăрлатать те.
Ватăлакан ÿт валли. Пĕçернĕ шурă шалча пăрçине /фасоль/ вĕриллех 1 апат кашăкĕ илсе нимĕрлемелле. 2 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕ тата 2 чей кашăкĕ майонез хушмалла, лайăх пăтратмалла.
Ăшă маскăна ÿте 20 минута сĕрмелле. Ăшă шывпа çуса тасатмалла та пите эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ сивĕрех шĕвекĕпе чÿхемелле. Шĕвек рецепчĕ: 1 апат кашăкĕ чечеке тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕниччен лартмалла, сăрăхтармалла.
Кирек мĕнле ÿт валли. Маска ÿте тутлăхлă япаласемпе пуянлатать, шуратать. Пĕçернĕ шурă нимĕç пăрçине /бобы/ 1 апат кашăкĕ илсе нимĕрлемелле. 1 чей кашăкĕ шĕвĕ пыл, 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕ, 1 апат кашăкĕ панулми нимĕрĕ хушса пăтратмалла.
Маскăна пите сĕрмелле. 20 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла.
Васкавлă пулăшу. Çак маска тутлăхлă япаласемпе тивĕçтерет, уçăлтарать, ÿт тонусне лайăхлатать, шуратать. Консервланă симĕс пăрçана 1 апат кашăкĕ илсе нимĕрлемелле, пĕçернĕ çăмарта саррине вĕтетсе тата 1 чей кашăкĕ тип çу хушса пăтратмалла. Ытла çăра пулсан консервланă пăрçа шывне кăштах хушма юрать.
Хутăша пите сĕрмелле. 20 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла.
Комментари хушас