Пирвайхи космонавтсемпе пĕрле

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен Мускаври Н.Е.Жуковский ячĕллĕ сывлăш-çар академийĕ Совет Союзĕнчи аслă пĕлÿллĕ çар инженерĕсем хатĕрлекен тĕп вĕренÿ заведенийĕ шутланнă. Хăй вăхăтĕнче Совет Союзĕн Геройĕн ятне виçĕ хут тивĕçнĕ, тĕнчери чи паллă çар летчикĕсенчен пĕри Иван Кожедуб тата çĕршыври пирвайхи космонавтсем пурте Ленин орденĕллĕ,

Хĕрлĕ Ялавлă çак академире вĕреннĕ.

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 55 çул çитет. Йăлана кĕнĕ тăрăх эпĕ çуркунне пуçламăшĕнче çулленех пирвайхи космонавтсен пурнăçĕпе ытларах кăсăкланатăп. Канашри педагогика училищинче /1997 çултанпа колледж/ вăтăр çул ытла, тивĕçлĕ канăва тухичченех, преподавательте ĕçленĕ О.И.Никитина-Воронцова виçĕмçул Канашри педагогика училищин 100 çулхи юбилейĕнче каласа пани аса килчĕ. "Эпĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хирлукассинче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Эпир, ултă пĕртăван, пурте Мăн Этменти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн тĕрлĕ çĕрте пĕлÿ илнĕ. Аслă пичче Иван, 1934 çулхи чÿк уйăхĕнче çуралнăскер, Совет çарĕнче хĕсметре пулнă вăхăтрах Иркутскри авиаци училищине вĕренме кĕнĕ. Вăл мĕн пĕчĕкрен Совет Союзĕн Паттăрĕ, хамăр ентеш Федот Орлов пек хăюллă летчик пулма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа манран вуникĕ çул аслăрах Ваня пичче сывлăш-çар полкне хĕсмете лекнĕшĕн питĕ хĕпĕртенĕ. Шел, сывлăхĕн кăлтăкĕсене пула ăна истребительпе хăй тĕллĕн вĕçме ирĕк паман. Апла пулин те 25 çулти ВВС çарĕсен пултаруллă офицер-инженерĕ çирĕп экзаменсем хыççăн Мускаври Н.Е.Жуковский ячĕллĕ сывлăш-çар академийĕн курсанчĕ пулса тăнă. Кунта Иван Воронцов аслă лейтенант 1960 çулсен варринче Совет Союзĕнчи пирвайхи космонавтсемпе пĕр курсра вĕреннĕ", - çапларах каласа кăтартнăччĕ РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ О.И.Никитина.

Çак кунсенче эпир ВВС çарĕсен полковникĕн И.И.Воронцовăн хĕрĕпе Ирина Ивановнăпа телефонпа çыхăнтăмăр, ăна çывхарса килекен Космонавтика кунĕпе саламларăмăр, ашшĕ çинчен каласа пама ыйтрăмăр.

- Шел, пирĕн атте йывăр чире пула 70 çултах çĕре кĕчĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче Юрий Гагаринпа, Герман Титовпа, Андриян Николаевпа тата ытти космонавтпа мĕнле туслашни, вĕсемпе пĕрле ăçта тата хăçан мĕнле мероприятисене хутшăнни çинчен хаваспах каласа паратчĕ. Пенсие тухиччен атте вунă çул ытларах ВВС Тĕп штабĕн вăрттăн пайĕнче хĕсметре пулчĕ. Çак вăхăтра вăл Совет тата Раççей Правительствин темиçе наградине, Раççей Космонавтика федерацийĕн "Космоса алла илес ĕçе паха тÿпе хывнăшăн" медальне тивĕçнĕ. Çĕнĕ ĕмĕр пуçланиччен ун çинчен нимĕнле хаçатра та çырма юраман, вăл хăй те космонавтикăпа çыхăннă тĕпчев ĕçĕсем çинчен тăванĕсемпе юлташĕсене уççăн пĕлтермен. Малашне вара эпир атте пурнăçĕпе ытларах кăсăкланăпăр. Çулла пуçламăшĕнче эпĕ Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче те, Шупашкарта та пулма тăрăшăп, çавăн чухне атте çинчен тĕплĕнрех каласа парăп, - терĕ пире хăйĕн пурнăçĕн пысăк пайне сывлăш-çар авиацине халалланă И.И.Воронцов полковникăн хĕрĕ Ирина Ивановна.

 

Петр СИДОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.