Пирĕштисен çунаттийĕ çинче

30 Юпа, 2017

Кирек мĕнле вăрçă та хуйхă кăна илсе килет, çын кун-çулне татать, шăпана авать-хуçать. Чунĕ аманнисем пурнăçра хăйсен вырăнне тупаймасăр çаплипех асапланаççĕ. Чечен вăрçи те Чăваш Ене сахал мар инкек кÿчĕ... Çак аса илÿре ывăлне кĕтекен, тĕрĕслĕх шыракан амăшĕн сăнарне уçса парас килет.

Малтанах хĕрарăмсем кашни хăйĕн ывăлне пулăшма ăнтăлчĕ. Пĕри хыпарсăр çухалнăскерне шырать, вăрçăран таврăннин хăйне тивĕçекен укçана илеймест... Каярахпа пĕр шухăш-тĕллевлĕ хĕрарăмсем Салтак амăшĕсен комитетне йĕркелерĕç. /Халĕ вăл Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕпе пĕрлешрĕ/. Надежда Котькова ертсе пынă ушкăн курăмлă ĕçĕсемпе палăрса юлчĕ. Республикăри халăхăн ыйтăвĕсене татса пама та, çар чаçĕсенчи, госпитальсенчи салтаксемпе çыхăну тытма та, Çурçĕр Кавказа çитсе килме те вăй çитерчĕç вĕсем.

Каярахпа Надежда Васильевна мăшăрĕпе пĕрле хăйĕн çуралнă тăрăхне — Иваново облаçĕнчи Родники хулине — куçса кайрĕ. Унта та общество ĕçне хастар хутшăннă вăл. Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшнă. Нумаях пулмасть Котьковсем Чăваш Республикине таврăнчĕç.

«Ан çаврăн!..»

«Эпĕ яланах тĕрĕслĕхшĕн тăрăшнă, çавăнпах Çурçĕр Кавказри пулăмсенчен пăрăнса юлма пултарайман. «Çапах тахçанхи ĕç-пуçа куç умне çĕнĕрен кăларма кирлех-ши?» — канăç памасть шухăш. Çав вăхăтрах сăн ÿкерчĕксене пăхнă, çырса пынине тишкернĕ май йăлтах аса килет. Çавăнпах вăрçăра пуç хунă, аманнă çамрăксене асра тытса, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хурланса республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн малтанхи утăмĕсем çинчен каласа кăтартма тĕв турăмăр.

Мĕншĕн хыврăмăр-ха çав çула эпир? Ун чухне 1975, 1976, 1977 çулсенче çураланисем шкултан, техникумран, коллеждран вĕренсе тухса салтак атти тăхăнчĕç. Эпир Çурçĕр Кавказри хирĕç-тăру çинчен илтнĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче «Бандитсен саккунсăр йĕркеленĕвĕ» тенипе килĕшес килместчĕ паллах. Вăрă-хурахăн саккунлă йĕркеленĕвĕ те пулать-и-ха? Çакă вăрçă тухасси патне çитересси çинчен шухăшлама та пултарайман.

Ун чухне мăшăрăмпа Геннадий Яковлевичпа иксĕмĕрĕн унăн ашшĕпе амăшĕн Канашри çуртне кайса килмеллеччĕ. Çара кайма хатĕрленекен ывăлăм Александр повестка илни çинчен телеграммăпа пĕлтерчĕ. Каялла таврăннă май шалкăм çумăр айне пултăмăр: йĕри-тавра нимĕн те курăнмасть, çил вĕçтерет. Çул çинче машинăна чарма лекрĕ. Унашкал тискер çанталăка урăх курман. Çакă йывăр вăхăт çитессе систерекен паллă пулчĕ ахăр.

Ун чухне, 1995 çулта, выçăллă-тутăллă тапхăр хуçаланатчĕ. Темĕнле пулсан та, тĕпренчĕкĕшĕн чунне пама хатĕр ытти ашшĕ-амăшĕ пекех, ывăла салтака ăсатма сĕтел хатĕрлерĕмĕр: кăлпасси илтĕмĕр, симĕс суханпа çăмарта кукăлĕ пĕçертĕмĕр.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускав районĕнчи çар комиссариатне çитрĕмĕр. Унта халăх йышлă пуçарăннăччĕ. Макăракансем курăнкаларĕç. Анчах ăсатакансем куççуль мĕншĕн кăларнине тĕшмĕртейместпĕр.

Пулас салтаксен паспорчĕсене тÿрех пуçтарса илчĕç. Сăлтавне халь ăнланатăп ĕнтĕ: вĕсене çав çар комиссариачĕ çумне çирĕплетмелле пулнă. Кайранхи лару-тăрăва аса илер-ха: паспорт çухалнă тĕслĕх мĕн чухлĕччĕ. Йĕркесĕрлĕх пуçламăшĕ мар-и- ха çакă?

«Анне, хăвна упра», — сыв пуллашнă май ывăлăм каласа хăварни яланлăхах ăс-тăнра çырăнса юлчĕ. Эпир те автобус хыççăн çăмăл машинăпа Канашри призыв пунктне çитрĕмĕр. Салтак атти тăхăнакансене тепĕр кун тин ăсатмаллине пĕлсен пахчара пластик савăтсене çырла пуçтарма пуçларăмăр. Çав тери хыпаланатпăр хамăр — çул çине кучченеç хатĕрлесшĕн-çке.

Тепĕр кунхине призыв пунктне каллех халăх çитсе тухрĕ. Эпир çÿллĕ карта хушăкĕнчен пăхса хамăр ывăлсене шыратпăр, вĕсемпе пĕр-ик сăмах та пулин калаçса юлас килет.

Тахăш самантра ал шăлли хĕреслесе çыхнă каччă автобусран тухнине куртăмăр. Ăсатма пынисем тăрса юлчĕç, вăл маллала утрĕ. Пĕрле килнисем ăна чăвашла темĕн кăшкăраççĕ. Халĕ ĕнтĕ ыттисем те çакна сăнаççĕ. «Ан çаврăн!» — ăс параççĕ вĕсем», — ăнлантарчĕç мана та. Чăвашсен çавнашкал йăла пур иккен. Каялла çаврăнса пăхни усал паллă шутланать.

«Прощание Славянки» марш янрама пуçласан колоннăна тăнă пулас салтаксем утса тухрĕç. Тă-ванĕсене çывăха пыртарасшăн мар. Эпир çырла тултарнă савăтсемпе чупатпăр. Çар çыннинчен ирĕк ыйтса кучченеç парса яма май килчĕ. Çав кун 200 ытла çамрăка çара ăсатрăмăр. Пăхатăп: кунта та аслă ÿсĕмри Канаш хĕрарăмĕсем макăраççĕ. Эпир ывăлсене хăш чаçе илсе кайнипе кăсăкланатпăр. Пĕр офицер шалти чаçĕн пакунĕ çине тĕллесе кăтартрĕ», — аса илет Надежда Васильевна.

Шывсăр, апатсăр...

Çав вăхăтрах вырăнти радиопа танк взвочĕн командирĕ, Сергей Белебенцев аслă лейтенант Грозный хулинче вилни çинчен пĕлтернĕ. Хурлăхлă хыпар кирек кама та сехĕрлентерни паллă. Ашшĕ-амăшĕ салтаксенчен куллен çыру кĕтнĕ, анчах почтальон вĕсен килĕ патĕнчен ирте-ирте кайнă. Надежда Васильевнăн ывăлĕ Александр та хыпар яман.

Салтак атти пĕр вăхăтра тăхăннă çамрăксен амăшĕсем лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе çар комиссариатне çул тытнă. «Сирĕн ывăлсем Пятигорск тăрăхĕнчи çар чаçне лекнĕ. Кайран Анапăна куçарĕç вĕсене. Ун чухне салтаксем тинĕс хĕрринче хĕртĕнĕç. Çамрăксем çыру çырма юратмаççĕ», — лăплантарма хăтланнă унта. Сăмах май, кайран амăшĕсем Пятигорска ятарласах кĕрсе тухнă, анчах унта республикăри çар комиссариатĕнче асăннă çар чаçĕ пачах пулман. Чăваш Республикинчи салтаксене Грозныйри 101-мĕш дивизийĕн 5594- мĕш çар чаçне ăсатнине мĕншĕн пĕлтермен-ши?

Кăштахран амăшĕсенчен пĕри ывăлĕнчен çыру илнĕ. Вăл Çурçĕр Осети Республикинчи Дачное поселокра хĕсметре тăни çинчен пĕлтернĕ. Çар чаçĕнчи чăвашсен ячĕсене асăннă.

Çакăн хыççăн укçаллă икĕ амăшĕ — Ира Силаевăпа Людмила Васильева — ачисемпе тĕл пулмашкăн Владикавказа самолетпа вĕçнĕ. Хĕрарăмсем ывăлĕсем палаткăра çĕр çинче çывăрнине, апат-çимĕç кăна мар, тумтир те çитменнине, чаç чаçĕнче чир-чĕр хуçаланнине курса килнĕ. Урăх климата хăнăхайман салтаксен урисем юхан-суранпа хупланнă, пĕр котелокран 3-4-ăн çинĕрен сар чир сарăлнă, çăвăнма условисем пулманран пурне те пыйтă ернĕ. Салтак çырăвĕсем тăван тăрăха çитейменни те кулянтарнă çывăх çыннисене. Амăшĕсем çакнашкал лару-тăрăва лекнĕ тĕпренчĕкĕсене мĕнпе пулăшма пултараççĕ-ха?

«Çав вăхăтра эпĕ юлташсене çухатрăм. Çук, эпир пĕр-пĕринчен сивĕнмен. Манăн вĕсемпе пĕрле концертсене çÿрес килместчĕ», — палăртать Надежда Котькова.

Пĕр çĕклем салам

Ывăлĕсене салтака ăсатнă амăшĕсем, паллах, пĕр-пĕринпе тăтăш хутшăннă, Çурçĕр Кавказри хирĕç-тăрупа çыхăннă кашни пулăма сÿтсе явнă. Çав вăхăтра çаврăнăçуллă Надежда Котькова республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн тилхепине хăй тытнă. Малтананах Пĕтĕм Раççейри «Хĕрлĕ хĕрес» орга-низацийĕн Шупашкарти уйрăмĕн пÿлĕмĕнче хăтлăх тупнă вĕсем. Надежда Васильевна каланă тăрăх, ăна «Халăх тĕрĕслевĕ» организацире ĕçлесе опыт пухни нумай пулăшнă.

Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем Раççейри салтак амăшĕсем Чечен Республикине каякан пуйăссене ирттерсе яманни çинчен пĕлтерни çирĕп утăм тума, татăклă сăмах калама хавхалантарнă комитет хастарĕсене. Вĕсем те çула тухмашкăн хатĕрленме пуçланă. Амăшĕ ывăлĕ патне, паллах, пушă алăпа каймасть. Ун чухне республикипех гуманитари пулăшăвĕ пуçтарма тытăннă. Комитет ертÿçи Çурçĕр Кавказа кайма пуçтарăнни çинчен республика ертÿлĕхне пĕлтернĕ. Халăхран, организацисенчен 15 тонна яхăн апат-çимĕç, резина атă, çи-пуç пуçтарнине палăртса хăвармалла.

Ун чухне республика Пуçлăхĕн администрацийĕн гаражĕнчен РАФ уйăрнă. 1312-мĕш автобаза КамАЗпа тивĕçтернĕ. Валерий Тимохин водитель хăйĕн ирĕкĕпе Çурçĕр Кавказа темиçе хут кайса килнĕ. Амăшĕсенчен кашнинех ывăлĕпе курнăçас килни паллă, анчах транспортра вырăн шутлă. Надежда Котькова, Алевтина Пазушкина врач, Çурçĕр Кавказра хыпарсăр çухалнă салтакăн амăшĕ Светлана Курочкина, разведкăра пулнă Ира Силаева инçе çула тухнă. Хĕрарăмсене Кизляра каякан республика ОМОНĕ хăйĕн хÿттине илнĕ.

ШĔМ подполковникĕ Петр Максимов «Белое солнце пустыни» илемлĕ фильмри Сухов пек комитетри кашни хĕрарăма хушма ят панă: «Зарина, Джамиля, Гюзель...»

Çула май Владикавказри, Нальчикри госпитальсене кĕрсе тухнă вĕсем. Пур çĕрте те кучченеç валеçнĕ.

Амăшĕсем çар чаçне çитсенех салтаксене çыру çырма ыйтнă. Каялла вĕсенчен çĕклемĕ- çĕклемĕпе салам илсе таврăннă. Урăх тăрăхрисен çырăвĕсене хăйсемех почтăна леçнĕ. Çакăн-шăн мĕн чухлĕ ашшĕ-амăшĕ, салтак тав тунă лара-тăра пĕлменскерсене.

Салтаксемпе — чăвашла

Республикăри Салтак амăшĕсен комитетне ерсе пынă Надежда Котькова Çурçĕр Кавказра 7 хут пулнă. «Тăшман тĕлне лекесрен шикленмен-и?» — тăван тăрăха таврăнсан тĕпченĕ унран. «Пире пирĕштисем хăйсен çунатти çинче илсе çÿреççĕ», — яланах çапла хуравланă вăл. Кирек хăçан та çул уçăлса пынине, кирек кампа та калаçу сыпăннине урăхла епле ăнлантарăн? Салтак амăшĕсен комитечĕн йышĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн хаçачĕсене хăйсемпе пĕрле илсе кайнă. Салтаксем çĕнĕ хыпарсемпе кăмăлтан паллашнине тÿрех асăрханă хĕрарăм. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тачă çыхăну тытнине те палăртать Надежда Васильевна. Комитета пулăшакан юристсем çине тăнипе çивĕч кирек хăш ыйтăвăн хуравне тупнă. «Салтаксемпе чăвашла кăна калаçăр. Вĕсем тăван чĕлхешĕн тунсăхланă», — пĕрле çула тухнисене аса илтерсех тăнă Надежда Васильевна. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.