Пирĕн пикесем парăнма хăнăхман
29 Ноября, 2016 | Спорт

 

Юпа уйăхĕнче Румынири çамрăк самбистсен хушшинче тĕнче чемпионачĕ иртрĕ. Сумлă ăмăртуран Чăваш Ен спортсменкисем виçĕ “ылтăнпа” таврăнчĕç. Пултаруллă виçĕ пикепе вулакансене паллаштарар-ха.

Вера Лоткова

Шупашкар хĕрĕ ачаранпах хăюллă ÿснĕ. Хастарскер пуçламăш класра вĕреннĕ чухнех бокс вăрттăнлăхĕсене алла илме тытăннă. “Манăн атте спортпа туслă: хĕвелтухăç кĕрешĕвĕсемпе, бокспа тата кигбоксингпа кăсăкланать. Вăлах мана спортра пĕрремĕш утăмсем тума пулăшрĕ”, — терĕ спортсменка.

Олимп резервĕсен училищин студентки самбопа 5-мĕш класра кăсăкланма пуçланă. “Пирĕн шкула самбистсем килнĕччĕ, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнăччĕ. Çак спорт кăмăла кайрĕ. Самбо шкулĕнче Сергей Пегасов тренерăн ушкăнне çырăнтăм. Пĕр тапхăр икĕ секцие çÿрерĕм, кайран тренер пĕрне суйлама сĕнчĕ”, — терĕ 18 çулти пике. Чăн та, темиçе çул каялла спорт мастерĕн кандидачĕ тĕрĕс утăм тунă: виçĕ çулта вăл хăйĕн пухмачне сахал мар медальпе пуян-латрĕ. Юлашки çулсенче вара Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсенче пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине пилĕк хутчен хăпарма тивĕç пулчĕ.

Училищĕрен вĕренсе тухсан вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче аслă пĕлÿ илме ĕмĕтленет. Спорт карьерине вĕçлесен те хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарас тĕллевлĕ Вера. “Тренер ĕçĕ килĕшет мана”, — хушса хучĕ вăл. Хальхи вăхăтра чемпионка тре-нировкăсемпе ăмăртусенче ăсталăха туптаса профессионал спортсменсемпе кĕрешме хатĕрленет.

Регина Миндубаева

Тутарстанри Чистай хулинче çуралса ÿснĕ пике 9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине çул тытнă. “Пĕрремĕш тренер Сергей Морозов сĕннипе кунта килтĕм, Чăваш Енре самбо шкулĕ чи лайăххи тетчĕ. Вăл хĕтĕртнипех эпĕ 12 çулта чухне самбопа кăсăкланма тытăнтăм. Хамăр районти шкул ачисен спартакиадинче виççĕмĕш вырăн йышăнни çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарчĕ. Республикăри ăмăртусенче те ăнчĕ мана”, — терĕ тутар хĕрĕ. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕн Сергей Пегасовăн вĕренекенĕн 2013 çулта кăтартусем татах ÿсме тытăннă: Атăлçи тăрăхĕнчи турнирта, çĕршыв ăмăртăвĕнче малти вырăнсене йышăннă вăл.

“Чăваш Енре мана лайăх йышăнчĕç. Хула хитре, çыннисем ырă кăмăллă. Тус-юлташ та нумайланчĕ. Наташа Степановăпа, Вера Лотковăпа пĕрле тренировкăна та çÿретпĕр, кавир çинче те пĕр-пĕринпе пĕрре мар кĕрешнĕ. Пушă вăхăта та пĕрле ирттерме тăрăшатпăр”, — пĕлтерчĕ Регина.

Р.Миндубаевăшăн 2016 çул уйрăмах ăнăçлă пулчĕ. Çуркунне вăл Европа чемпионатĕнче юниорсен тупăшăвĕнче ылтăн медаль çĕнсе илчĕ, нумаях пулмасть Румынирен тепĕр “ылтăнпа” таврăнчĕ. Кăçалах пĕрремĕш хут ют çĕршыва кайса курнă вăл. “Унта пирĕнни пек мар, хăйнеевĕрлĕ. Татах çитсе килес кăмăл çуралчĕ”, — терĕ самбистка.

Наталья Степанова

Шупашкар хĕрĕ самбона мĕншĕн суйланă-ха?

“Пирĕн класра вĕренекен яшсемпе хĕрсенчен чылайăшĕ самбо шкулне çÿретчĕ, — калаçăва пуçларĕ ЧППУ студентки. — Эпĕ те ыттисенчен юлас мар терĕм. Дмитрий Осипов тренер пулăшнипе пирвайхи утăмсене турăм. Кайран Сергей Пегасов патне куçрăм. Килтисем малтан хирĕçчĕ, уйрăмах анне кăмăлсăрччĕ. Кайран хăнăхрĕ пулас, халĕ те маншăн пуринчен ытларах пăшăрханать. Киле таврăнсан çулçÿрев çинчен каласа кăтартса кăсăклантаратăп ăна. Тĕрлĕ халăх пурнăçĕ, вĕсен йăли-йĕрки хамшăн та интереслĕ. Çывăх çыннăмсене ют çĕршывран илсе килнĕ сувенирсемпе савăнтаратăп”.

2013 çулта Наташа тĕнче турнирĕнче иккĕмĕш кăтартупа палăрнă, икĕ çул каялла та çак чемпионатра /Греци/ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ку хутĕнче вара хăйне çирĕпрех туйнă, финалта çĕнтерме пултарнă. Помост çинче унăн Украина, Беларуç, Израиль, Узбекистан спортсменĕсемпе вăй виçме тивнĕ. Вĕсем уйрăмах хастар пулнине палăртрĕ РФ спорт мастерĕ. Сăмах май, Н.Степанова çĕршыв ăмăртăвĕсенче 3 хутчен çĕнтернĕ, 4 хутчен призер пулнă.

 

Андрей МИХАЙЛОВ

 

ХАКЛАВ

Евгений СЕЛИВАНОВ, ЧР самбо федерацийĕн ертÿçи:

— Чăваш Ен самбисчĕсем хăйсене яланах ырă енчен кăтартнă, Европăпа тĕнче ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă. Юлашки çулсенче хĕрсем те çĕнтерÿсемпе савăнтарма тытăнчĕç. Çамрăк пулин те сумлă турнирсенче ят çĕнсе илчĕç. Пирĕн пикесем вăйлă та паттăр, вĕсем парăнма хăнăхман.

 

Андрей МИХАЙЛОВ