Пирĕн Ольга...

22 Çурла, 2017

Юратса-хисеплесе çапла чĕнетчĕç ăна: республикăра та, çĕршывра та. Шел, паян ун çинчен иртнĕ вăхăтра çырма тивет...

Чăн та, сăмахăма нимрен пуçлама аптрарăм... Чирленинине пĕлнĕ-ха. Анчах та пурнăçа ытла та хытă юрататчĕ те, чирне парăнтарассăнах туйăнатчĕ. Парăнтараймарĕ... Яланах малалла пăхатчĕ, тÿрленейми оптимистчĕ, палăртнă ĕçĕ çичĕ çын валли те çитетчĕ, темĕн туса та ĕлкĕресшĕнччĕ. Ĕлкĕреймерĕ... Хăйне япăх туйнă вăхăтра та нихăçан та ÿпкелешсе калаçмастчĕ, куç çутине çухатмастчĕ, шÿтлеме юрататчĕ, кашнине лăплантармалли шăп юрăхлă та вырăнлă сăмах тупма пĕлетчĕ, хăй чирлĕ пулсан та ыттисене хавхалантарма вăй-хал çитеретчĕ, питĕ пурăнасшăнччĕ. Пурăнаймарĕ...

Пуçран такам чукмарпа туртса çапнăн туйăнчĕ усал хыпар хăлхана çаклансан — çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче хаклă çыннăмăрăн чĕри ĕмĕрлĕхех тапма чарăннă. Ольга Зайцевăна хисеплекенсем иртнĕ юн кун унпа Шупашкарта филармони çуртĕнче яланлăхах сыв пуллашрĕç. Юлашки çула ăсатма çывăх тăванĕсем, тус- юлташĕ, ĕçтешĕсем нумаййăн-нумаййăн пуçтарăнчĕç. Хурлăхлă сыв пуллашăва хĕрарăмсем ытларах пыни никама та тĕлĕнтермерĕ-тĕр — юлашки 8 çул Ольга Зайцева Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзне ертсе пычĕ. Амăшĕ, ашшĕ, ачи — çак хаклăха упраса хăварас енĕпе талпăнса ĕçлерĕ вăл. Çемье уншăн малти вырăнтаччĕ. Чăвашлăха, халăх ырă йăли-йĕркине çитес ăрусем валли упраса хăварас енĕпе тепĕр чăвашран та ытларах тимлерĕ. Пирĕнтен хăшĕ-пĕри хăй чăваш пулнинчен вăтанса çÿренĕ хушăра Ольга Юрьевна “эпĕ — чăваш” тесе республикăра кăна мар, Мускавра та хăюллăнах калатчĕ. Юнĕпе мар пулин те, чунĕпе тахçанах чăваш хĕрарăмне çаврăннăччĕ çав. Ĕçченлĕх, кăмăл çирĕплĕхĕ тапса тăратчĕ унра. Такампа та пĕр чĕлхе тупма пултараканскерне ахальтен мар ĕнтĕ Раççей шайĕпе иртекен мероприятисенче те асăрхатчĕç. Унта вăл яланах чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçне тăхăнса хутшăнатчĕ. “Оля, — çапла чĕнетчĕç юратса ăна Раççей шайĕнче. — Чăваш хĕрарăмĕ Оля...”

* * *

Ольга Юрьевна 1965 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Украинăра Донецк облаçĕнчи Енакиево хулинче çуралнă. 1983 çулта — Воронежри юридици техни-кумĕнчен, 1989 çулта — Пĕтĕм союзри заочнăй юридици институтĕнчен /Чулхула/, 2000 çулта Патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕнчен вĕренсе тухнă.

Ĕçлеме 1983 çулта Горький хулинче пуçланă — бухгалтер-контролерта тăрăшнă, кайран халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен организацисенче аслă ревизор пулнă.

Упăшкине институт хыççăн Шупашкар ГЭСĕн строительствинче ĕçлеме янă май 1986 çулта Чăваш Ене куçса килнĕ. Çамрăк çемье Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ. Унта Ольга Юрьевна 14-мĕш професси училищин ВЛКСМ комитечĕн секретарĕн должноçĕнче, çамрăксен сăнав центрĕнче юрисконсультра, «Эпос» пĕчĕк предприятире тĕп бухгалтерта тăрăшнă.

1992 çулта Çĕнĕ Шупашкар хулинчи «Страхлакан больница касси» МУПра ĕçлеме тытăннă. 2001 çулта Ольга Зайцевăн политикăри карьери пуçланнă. Пĕтĕм Раççейри «ЕДИНАЯ РОССИЯ» политика партийĕн членĕ пулнă май депутатсен Çĕнĕ Шупашкар хула Пухăвĕн депутатне, Чăваш Республикин виççĕмĕш тата тăваттăмĕш суйлавсенчи Патшалăх Канашĕн депутатне суйланнă. 2006-2011 çулсенче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Социаллă политика, сывлăх сыхлавĕ, физкультура тата спорт комитечĕн председателĕ пулнă.

Ольга Зайцева республикăн обществăпа политика пурнăçне хастар хутшăннă. 2009 çулта ăна «Чăваш Республикин Хĕрарăмсен канашĕ» общество организацийĕн председательне суйланă.

Ольга Юрьевна ертсе пынипе социаллă пĕлтерĕшлĕ нумай проекта пурнăçланă. Вăл пуçарнипех Республикăн клиника онкологи диспансерĕнче онкологи енĕпе чирлĕ пациентсене тата вĕсен тăванĕсене социаллă пурнăçпа психологи енĕпе пулăшакан центр йĕркеленĕ.

Ольга Зайцева «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ /2003 ç./. Общество ĕçне хастар хутшăннăшăн ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн Тав çырăвĕпе /2000 ç./, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавĕпе /2013 ç./, Раççейри Хĕрарăмсен союзĕн Хисеп грамотипе, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕн Тавĕпе /2013 ç./ чысланă.

ÇАПЛА ЮЛĔ АСĂМĂРСЕНЧЕ ОЛЬГА ЮРЬЕВНА ЗАЙЦЕВА. =

“Чире тупса палăртнă хыççăнах мана тухтăрсем нимĕн те каламан-ха. Хам нимĕн те чухламастăп, çынсем вара пĕлеççĕ! Ĕçре пурте манран айккинерех пулма тăрăшаççĕ, пĕлĕшĕмсем шеллесе пăхаççĕ... Мĕн пулнă? “Ара, санăн онкологи чирĕ вĕт”, — теççĕ. Мĕнле онкологи?! Эпĕ хама лайăхах туятăп. Мĕнле чир пирки сăмах пырать??? Унтан тухтăрсем киле пычĕç те çынсем тахçанах калакан диагноза çирĕплетрĕç. Вăт çакăн чухне йăтăнса анчĕ те тĕнче маншăн... Пуçра пĕр шухăш — вилетĕп. Кĕçех... Анчах сăмса умĕнче — хам ертсе пыракан организацин отчетпа суйлав пухăвĕ. Ертÿçине хамах хăварасса калаççĕ. Мĕнле ертÿçĕ эпĕ халĕ? Ку тĕнчерен кĕçех каятăп вĕт... Унтан Мускавран сумлă хăнасем килессе пĕлтерчĕç. Мĕн хăни? Кĕтсе илĕр, манăн вăхăт çук, эпĕ вилме хатĕрленетĕп. Çук, каллех хамах явапли тăваççĕ, татах вилме памаççĕ... Çапла ĕçре кун хыççăн кун иртрĕ... Чăн та, вилĕмпе тĕл пулма çулталăк хатĕрлентĕм. Диагноза пĕлтернĕ чухне пуçран тукмакпа çапнăн туйăнчĕ пулсан каярахпа психологсем хăйсен аллине илчĕç мана. Маншăн... манпа кĕрешрĕç. Çакна лайăх ăнланса илтĕм ун чухне: çук, онкологи чирне тупса палăртни пирки çынна çапла пĕлтермелле мар — мана каланă пек. Çакăн пек самантра шурă халатли çумĕнче тепĕр специалист пулмалла — психолог.

Чире тупса палăртсан сиплев пĕрремĕш тапхăрĕн ăнăçăвĕ шăпах психологсемпе çыхăннă. Пациента çакна ăнлантармалла: онкологи — диагноз кăна, вилĕм мар. Пурнăçа урăхларах йĕркелеме тивет паллах. Философиллерех каласан — тĕрĕс пурăнма вĕренмелле: тĕрĕс сывлама, апат çиме, шухăшлама, таса шыв ĕçме...

Чиртен сипленме мана Израиле те, Германие те чĕннĕччĕ. Манăн, паллах, унта каймашкăн майсем пурччĕ. Чикĕ леш енче сипленнисем, шел те, паян пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Эпĕ вара, тав Турра, паян та малалла ĕçлес ĕмĕтпе хĕмленетĕп-ха...”

Онкологирен малтан хăй те хăраса ÿкнине, унтан пурнăçпа вилĕме философи енчен тишкернине, психологсен пулăшăвĕпе лăпланнине, чирпе те малалла пурăнма пулнине Ольга Юрьевна çапла каласа кăтартнăччĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче пулса иртнĕччĕ çак калаçу. Маларахри тапхăрта усал чир çинчен шарт та март калаçма хирĕçленĕскер çывăх вăхăтсенче уçă интервью пама килĕшнĕччĕ. Ĕлкĕреймерĕмĕр... Малалла вулас...

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.