Пирĕн ентеш – Мускав облаçĕн «тĕп врачĕ»

15 Чÿк, 2016

Хăй вăхăтĕнче вунă çул Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕн министерствине ертсе пынă Нина Суслонова виçĕ çул Мускав облаçĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ пулнă хыççăн çак должноçран кайнă.

Халь вăл — облаç кĕпĕрнаттăрĕн канашçи. Вăл пушатнă пукана вара Дмитрий Марков йышăннă.

Вăл та — пирĕн ентешех. Медицина наукисен докторĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ 1970 çулта Шупашкарта çуралнă. Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, çак аслă шкулăн сиплев факультечĕн деканĕ, Чăваш Ен тĕп хулин администрацийĕн сывлăх сыхлавĕпе социаллă политика управленийĕн пуçлăхĕ пулнă. 2013 çулхи çĕртме уйăхĕнче ăна Мускав облаçĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш заместительне лартнă.

Н.АНТИПОВ.

Автор: