ПĔВЕР ÇИНЧЕН ЧĔРНЕ ПĔЛТЕРЕТ

10 Çурла, 2016

Китай медицининче чĕрне тăрăх пĕверпе ват хăмпинчи улшăнусене палăртма пултараççĕ. Мĕнле паллăсемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла-ха?

1. Чĕрне пластинки сиенленнĕ, ун çинче тăрăхла тата урлă йĕрсем пур. Чĕрне шĕвĕрленет, кăштăркаланать, шупкаланать, типет, патракланать.

Мĕне пĕлтерет? Пĕверте юн çитменнине. Сăмах май, чĕрнери улшăнусемпе пĕрлех ытти паллăсем те тĕл пулаççĕ: пуç çаврăнать, ал-ура çывăрса ларать, чиккелет, сыпăсем шатăртатаççĕ, куç типет, куç çивĕчлĕхĕ чакать, çывăрса кайма йывăр, ыйхă вĕçет, тутапа чĕлхе шупкаланаççĕ, ÿтпе çÿç типеççĕ.

Пĕверте юн çитменни хĕрарăмсен тăтăшрах тĕл пулать. Анăç медицининче çак паллăсене тĕрлĕ чирпе /анеми, менструаци циклĕ пăсăлни, ÿт чирĕсем, аритми, невралги/ çыхăнтараççĕ.

2. Чĕрнене кăвак, тĕксĕм кăвак, кăвак-хĕрлĕ, уйрăмах йывăр тĕслĕхре хурарах тĕс çапать.

Мĕне пĕлтерет? Пĕверте юн пухăнать. Çак тĕслĕхре тута та, пит те, чĕлхе те, чĕлхе айĕнчи юн тымарĕсем те кăвакрах-хĕрлĕ тĕслĕ пулаççĕ. Пĕверте юн пухăннин пĕлтерĕшлĕ палли — хырăмра чиксе ыратни. Пĕверте юн пухăнни йывăр чирсене — чĕрен коронари чирне, инсульта, хĕрарăмсен арлăх тытăмĕн мăкăлĕсене — аталантарма пултарнине палăртмалла.

3. Чĕрнесем хулăнланаççĕ, патракланаççĕ, саралаççĕ. Тепĕр чухне пит те саралать, çăварта йÿçек тутă тăрать, айăк пĕрчи айĕнче канăçсăрлантарать, ăш хыпать, чĕлхен сылтăм енĕ сарă тĕслĕ лăймака сийпе витĕнет.

Мĕне пĕлтерет? Ку ват хăмпин инфекцийĕ, ват çулĕсен чул чирĕ, дерматомикоз пулма пултарать. Унсăр пуçне кăмпа чирĕ аталаннин малтанхи тапхăрĕ те чĕрне тĕсĕ улшăннипе, вăл хулăнланнипе, патракланнипе палăрать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.