Пĕрремĕшĕ – Турăран, иккĕмĕшĕ – чун валли

Пурнăçа вăтăрта та, хĕрĕхре те… çĕнĕрен пуçлама кая мар

«Пĕрремĕшĕпе ăнмасан иккĕмĕшĕпе те ăнмасть», — теççĕ халăхра. Сăмахĕ ку арлă-арăмлă пурнăç пирки. Чăнах та çапла-ши? Е тата ют ачасене чунтан юратма пулать-и? Арçынпа хĕрарăмăн черчен туйăма çухатмасăр пĕр-пĕрне килĕштерсе ĕмĕр тăршшĕпех пурăнас тесен мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйту хуравне тупас тĕллевпе Патăрьел районĕнчи Тури Тăрмăша Маштаковсем- Мыловсем патне çитрĕм.

«Вăрттăнлăхсене уçма кукаçи вĕрентрĕ»

«Чиперех пурăнатпăр-ха. Ачасем тăрăшса вĕренеççĕ. Асли Таня И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлÿ илет. Канмалли кунсенче вăл килессе куç пекех кĕтетпĕр. Вĕренÿре хастар вăл: Саранск, Ĕпхÿ хулисенче иртекен форумсене çÿрет, турслетсене хутшăнать. Павел — 11-мĕш, Настя — 10-мĕш, Катя 5-мĕш класс пĕтереççĕ. Ывăлăмăр «4» тата «5» паллăсемпе вĕренет. Настьăпа Катерина — отличницăсем. Настя — ташă, Катя чăваш чĕлхи кру-жокĕсене çÿреççĕ. Мăшăрăм Миша халĕ ĕçлеме Мускава çÿремест, Тури Тăрмăш ялĕнче çул саракансене пулăшать. Питĕ хĕпĕртетпĕр эпир çул туса панишĕн», — çапла аякран пуçларĕ калаçăва Елена Мылова. Елена Николаевна Турхан шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Унпа ĕç вырăнĕнчех тĕл пулса калаçрăм. Ачисем — урокраччĕ, мăшăрĕ — ĕçре.

«Çемье еплерех пуласси мĕнле кил-йышра ÿснинчен нумай килет. Манăн атте – чăваш, анне — çурма вырăс, çурма чăваш. Кукаçи Григорий Тюкалов — таврари паллă çын, Чулхула вырăсĕ пулнă. Вăл Шăхачри вăрман тирпейлекен комбинатра мастерта ĕçленĕ. Çав тери анлă тавра курăмлă, нумай енлĕ аталаннă çынччĕ. Хăть мĕнле ыйту парсан та хурав тупатчĕ. Вăл маншăн пурнăç вăрттăнлăхĕсене, кăткăслăхĕсене нумай уçнă. Кукаçипе кукамайăн сачĕ сĕре пысăкчĕ. Чие, слива нумайччĕ. Кукамай çырла татма чĕнетчĕ. Нумай ĕçе вĕсенчен вĕрентĕм. Пире килте пĕчĕк чухне вырăсла калаçтарнă. «Вырăс чĕлхине вĕренмелле, чăвашла шкула кайсан та пуплеме хăнăхĕç», — тетчĕ кукаçи. Эпĕ вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ пулнинче кукаçин тÿпи пурах. Пысăк çемьере çитĕнтĕм. Эпир аттепе аннен ачисем виççĕн пулнă, унсăр пуçне аттен тăлăха юлнă икĕ шăллĕпе икĕ йăмăкне те пăхса ÿстернĕ вĕсем. Эпĕ пурне те хамăн пĕртăван пекех шутланă. Халĕ те çаплах. Енчен те анне вĕсене пиртен уйăрнă пулсан хамра çак туйăма аталантараймастăм. Пире уй-ăрман, пурне тач пĕртăван пекех кĕтсе илнĕ», — калаçу çăмхине сÿтрĕ Елена Николаевна.

«Мана чечексем пушшех хурлантаратчĕç»

Елена хăйсен ялĕнчи, Шăхачри, Аркадий Мылова качча тухнă. Сăмах май, вăл халĕ те унăн хушамачĕпех çÿрет. Вăл шăхăрма ăста пулнă иккен. «Унăн шăхличĕ ялта пĕрреччĕ», — ахальтен çапла аса илмест ĕнтĕ Елена Николаевна. Савнийĕ, каярахпа упăшки шăхăрнине таçтанах уйăрнă вăл. «Аркаш манран 5 çул аслăччĕ. «Аттепе анненни пекех — 5 çул», — теттĕм эпĕ. «Аслă шкултан вĕренсе тухмасăр качча каймастăп», — хирĕçлеттĕм ăна. Анчах вăл амăшĕсĕр тăрса юлчĕ те тăванĕсем калаçтарса мана илсе кĕчĕç. Ашшĕ вăл 4-ра чухнех вилнĕ. Амăшĕ пĕччен пăхса ÿстернĕ ăна. Эпир 1995 çулта пĕрлешрĕмĕр. 2000 çулта вăл пурнăçран сарăмсăр уйрăлчĕ. Çу уйăхĕн 18-мĕшĕ ăна пытарнă кун пулчĕ. «Çунаттăм» ун чухне. Йывăçсем чечек çурнă чухне çынсем савăнаççĕ, эпĕ вара йĕреттĕм. Малалла вулас...

 

Роза ВЛАСОВА. Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.