Пĕрре курсах килĕштернĕ

16 Нарăс, 2017

Шупашкарта пурăнакан Сергей Никифоровпа Комсомольски районĕн хĕрĕ Диана Карпова кăçал Юратакансен кунĕнче çемье çавăрнă. Çамрăксем пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштернĕ. 2013 çулхи çĕртме уйăхĕнче пулнă ку. Асанкасси пики çуллахи каникулта «Салют» лагерьте вожатăйра ĕçленĕ. Сергейпа шăпах унта паллашнă вăл. Яш вожатăйра тăрăшакан тусĕсем патне пынă. Дианăн хĕр тусĕ каччăсене палланăран хăйне хăюллă тытнă, Асанкасси пики вара именнĕ, сăмах чĕнме аптăранă. Çакна асăрханă Сергей Дианăпа пуплеме тытăннă. Сăмах хыççăн сăмах – çамрăксен калаçăвĕ сыпăннă, хĕр хăйне хăюллăрах тытнă.

Ырă кăмăллă, хаваслă, анлă тавракурăмлă каччă хĕре пĕрремĕш тĕлпулурах килĕшнĕ. Пике Сергея именчĕклĕхĕпе, ăшă чунĕпе, хитрелĕхĕпе тыткăнланă. Кун хыççăн çамрăксем социаллă сетьре çырусем вĕçтерме пуçланă. Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче каччă хĕре пĕрремĕш тĕлпулăва чĕннĕ. «Сергей шанчăклă çын пек туйăнчĕ, çавăнпа курнăçма хирĕçлемерĕм», — аса илчĕ пике. Çав кунхине çамрăксем Атăл хĕрринче тăватă сехет уçăлса çÿренĕ. Тем пирки те калаçнă, шÿтленĕ. Вĕсене пĕр-пĕрин çумĕнче лайăххине çавăн чухне ăнланнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.