Пĕрле вăй хума хатĕр!
21 Авăн, 2016
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсен кандидачĕсемпе, сасăлавăн малтанхи кăтартăвĕсемпе мала тухнăскерсемпе, — Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕпе Алена Аршиновăпа, Шупашкар хулин пуçлăхĕпе — депутатсен Шупашкар хула пухăвĕн председателĕпе Леонид Черкесовпа, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Олег Николаевпа курнăçнă. Патшалăх Думин Экономика политики, инноваци аталанăвĕ тата предпринимательлĕх енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков Мускавра пулнине кура килеймен.
Тĕлпулăва çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, вице-премьер — республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов, «Единая Россия» парти председателĕн Д.А.Медведевăн регионти общество йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев хутшăннă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев суйлав легитимлă, уçă, конкурентлă никĕс çинче иртнине çирĕплетнĕ, политика кĕрешĕвне хутшăннă кандидатсене тав тунă. Вăл суйлав кампанийĕн лидерĕсене саламланă май пĕрле конструктивлă никĕс çинче çыхăну тытса ĕçлеме, республика тата Чăваш Ен халăхĕн ырлăхĕшĕн вăйсене пĕрлештерме чĕнсе каланă. Михаил Васильевич республикăн 2016 çулхи бюджетĕнче инвестицисен калăпăшне 16 миллиард тенке çитернине палăртнă. Çак укçа социаллă обязательствăсене пурнăçлама кайĕ. Çавăнпа пĕрлех социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем валли хушма укçа илсе килмелле. Михаил Игнатьев граждансен наказĕсене шута илни, пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшли çинчен каланă: «Çынсем влаç органĕсене шанасси, халăх социаллă пурнăç енĕпе хăйне мĕнле туясси çакăнтан килет».
Олег Николаев Патшалăх Думипе тата Чăваш Ен Правительствипе пĕрле халăх пурнăçне лайăхлатас енĕпе çыхăннă ыйтусене татса пама хатĕррине палăртнă. Алена Аршинова республикăн влаç органĕсемпе конструктивлă майпа çыхăну тытса ĕçлессине малалла тăсассине çирĕплетнĕ. «Эсир пире пĕрле пухни питĕ лайăх, пирĕн Чăваш Енре пурăнакансем çĕклекен çивĕч ыйтусене татса парас тĕллевпе вăйсене пĕрлештермелле», — тенĕ вăл. Леонид Черкесов суйлавçăсен чылай наказне пурнăçлассине кăçалхи ĕç планне кĕртни çинчен каланă, ытти ыйтăва татса парассине те вăраха ямалла мар.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăх суйланă çынсен умне татса памашкăн федераци пулăшăвĕ кирлĕ чылай ыйтăва лартнă. Çав шутра — çĕнĕ шкулсен, ача сачĕсен, сывлăх сыхлавĕн объекчĕсен строительстви, çул-йĕр инфратытăмне аталантарасси тата реконструкцилесси, Шупашкар хули 550 çул тултарнине, Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисем валли укçа уйăрасси.
Правительство Пуçлăхĕ Иван Моторин регионăн ĕç тăвакан влаç органĕсем тата федераци тытăмĕсем алла-аллăн ĕçлемелли алгоритм çирĕпленнине палăртнă. Вăл иккĕленмест: РФ Патшалăх Думин депутачĕсен пулăшăвĕ муниципалитетсене монохуласене тĕревлемелли программăна хутшăнмашкăн суйласа илнĕ чухне пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иван Борисович çак кунсенче федераци пулăшăвне илекен монохуласен списокне Канаш хулине кĕртме йышăннине аса илтернĕ. Халь вара Сĕнтĕрвăрри хулине пулăшмалла.
Николай Малов тин çеç суйланнă депутатсемшĕн халь суйлав умĕнхи программăна, граждансен наказĕсене пурнăçламалли яваплă тапхăр пуçланни çинчен каланă. Суйлав умĕнхи кампани вăхăтĕнче «Единая Россия» партирен депутата суйлама тăратнă кандидатсем республикăра пурăнакансемпе 15 пин тĕлпулу ирттернĕ, 50 пин ытла наказ пухнă. Çав наказсене пурне те «Чăваш Ен — пурăнмалли хăтлă регион» программăна йĕркеленĕ чухне шута илнĕ. «Политикăри тĕссене пăхмасăр Чăваш Ен тата Раççей Федерацийĕн интересĕсене тĕпе хурса пирĕн республика Пуçлăхĕ тата Владимир Путин Президент тавра чăмăртанмалла», — тенĕ Николай Малов.
Николай Николаев иртнĕ суйлавра мĕнпур кандидатшăн пĕртан майсем йĕркеленине çирĕплетнĕ. Унăн шучĕпе — суйлав умĕнхи тапхăрта муниципалитетсен тата республика влаçĕсемпе пĕрле Чăваш Ен çыннисем çĕкленĕ нумай ыйтăва татса пама пултарнă. Пуçланă çак ĕçе депутатсен корпусĕ малалла тăсĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăх суйланă çынсене тухăçлă ĕçлеме суннă. Вăл халăх Раççей тата Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн, тăнăçлăха упраса хăварассишĕн сасăланине палăртнă: «Конструктивлă никĕс çинче пĕрле ĕçлесе тăнăçлăха çирĕплетесси — пирĕн тивĕç».
Н.ЯКОВЛЕВ
Комментари хушас