Пĕрле ăмăртма аванрах

10 Кăрлач, 2017

Çапла калаççĕ йĕлтĕрпе чупма юратакан çамрăксемпе спорт ветеранĕсем. Кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче вĕсем спортăн хĕллехи тĕсĕсен центрне пуçтарăнчĕç. Йĕлтĕрçĕсем республика Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе çĕнĕ çул пуçламăшĕнче иртекен ăмăртăва 150 яхăн çын хутшăнчĕ. Спортсменсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР йĕлтĕрçĕсен федерацийĕн председателĕ Владимир Олаев, Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Николай Николаев саламларĕç. Вĕсем спортпа туслă пулни çирĕп сывлăхăн никĕсĕ пулнине, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен йышĕ çултан çул ÿснине палăртрĕç. СССР спорт мастерĕ, тĕнче кубокĕн çĕнтерÿçи Наталья Кузьмина тата “Йĕлтĕрçĕ” спорт клубĕн ертÿçи Олег Сапожников ветерансен юхăмĕ вăй илнине, аслă ăру спортсменĕсем тĕрлĕ ăмăртура республика чысне хÿтĕленине каларĕç.

Чи малтан старта 30 çултан кĕçĕнрех спортсменсем тухрĕç. Ку тупăшура çамрăк йĕлтĕрçĕсене Екатерина Тимченкăпа Максим Алексеева /Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕ/ çитекенни пулмарĕ. Вĕсем хăйсен дистанцийĕсене чи пĕрремĕш вĕçлесе тĕп парнесене çĕнсе илчĕç. 3 тата 5 километрлă дистанцисене Вăрнарти Эльвира Чугуновăпа Владимир Тикинев, Шупашкарти Линда Яковлевăпа Лариса Кузьмина, Красноармейскинчи Юрий Федоров, Муркашри Аверкий Васильев тата ыттисем пуринчен малтан парăнтарчĕç. “Чи аслă йĕлтĕрçĕ” ята ку хутĕнче Трак тăрăхĕнчен килнĕ 67 çулти Мария Семенова тата 77-ри Николай Шумилов /Шупашкар хули/ тивĕçрĕç.

Кăçалхи ăмăртура тĕрлĕ регион спортсменĕсем те хастар пулчĕç. Сăмахран, Мускавран килнĕ Александр Симендеев 30-35 çулсенчи арçынсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Яранск хулинчи Евгений Бочкаревпа Александр Русинов та пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕç. Мускав кĕсменçи Андрей Климовских хĕлле яланах йĕлтĕр çине тăрать: ачаран ку спортпа туслă пулнă, паян та хăйĕн ÿсĕмĕнчи ветерансемпе тупăшăва тухать. Шупашкара иккĕмĕш хут килнĕскер йĕлтĕр трассине пысăк хак пачĕ.

Сăмах май, кăрлачăн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен тĕп хулинче “Раштав чупăвĕ” ăмăрту иртнĕ. 5 регион /Чăваш Республики, Мускав, Тутарстан, Мари Эл, Ямал-Ненец автономи округĕ/ йĕлтĕрçисем 4 ушкăна пайланса 5-10 çухрăмлă дистанцисенче вăй виçнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.