Пĕрисем ят-сумлă, теприсем...

5 Çу, 2014

РФ Спорт министерстви регионсен спортăн тĕп тĕсĕсене çирĕплетнĕ. Ведомство йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре аталантараканнисен йышне тепĕр виçĕ ене кĕртнĕ - триатлон, самбо, фристайл. Çапла вара пирĕн республикăра спортăн 12 тĕп тĕсĕ шутланать: велоспорт-мунтинбайк, çăмăл атлетика, спорт кĕрешĕвĕ, спорт гимнастики, ухăран пересси, йывăр атлетика, биатлон, хăлха илтменнисен тата сусăррисен спорчĕ. Çакă ыттисене аталантарманнине пĕлтермест паллах. Тĕслĕхрен, Чăваш Республикинче спортăн 50 федерацине регистрациленĕ, вĕсен йышĕ ÿссех пырать. Кашни регионăн тĕллевĕ - спортсменсене Олимп вăййисене хутшăнма хатĕрлесси. Çÿлерех асăннă спорт тĕсĕсене /самбона шута илмесен/ Олимпиада программине кĕртнĕ...

Тĕплĕнрех - «Хыпар» хаçатăн ыранхи номерĕн 1-мĕш страницинче.

Рубрика: