ПĔР-ПĔРИНЕ УЙРĂМАХ КИЛĔШТЕРЕÇÇĔ
Апат туллин усă кÿтĕр тесен вăл е ку çимĕçе пĕр-пĕринпе шайлаштарса çиме пĕлмелле. Ку ыйтупа Ольга Базылева диетолог-гастроэнтеролог сĕнĕвĕсемпе паллаштаратпăр.
Какай тусĕсем
Какай кăмăллакансене асăрхаттарар-ха: вăл нимрен те ытларах пахча çимĕçпе килĕштерет. Ку хырăмлăх какая мĕнле ирĕлтернипе тата ун хыççăн пыршăлăхра мĕн пулса иртнипе çыхăннă.
Хырăмлăхра белок кăна ирĕлет. Сăмах май, кунта унăн ĕçĕ аш арманĕн ĕçне çывăх. Какая аш арманĕнче çавăрттарнă чухне ĕç çăмăллăн та хăвăрт пулса пытăр тетпĕр. Ашпа пĕрлех сухан хурсан аш арманĕ тасалса юлать. Çак принцип тăрăх - хырăмлăхра какай ирĕлессине шăпах ĕнтĕ пахча çимĕç çăмăллатать.
Хырăмлăхра ку ĕç пуçланать кăна-ха, çак çимĕçĕн хăрушсăрлăхне пыршăлăх татса парать. Унта организмра уйрăмах хытă тасатакан витĕмлĕ уйрăм бактерисем - сапрофитсем - пурăнаççĕ. Сапрофитсем хăйсен ĕç-хĕлĕпе иммунитета çирĕплетме, çамрăклăха упрама пулăшаççĕ. Какая клетчаткăпа пуян пахча çимĕçпе пĕрле çисен кăна сапрофитсем тулли хăватпа ĕçлеме пултараççĕ, çĕресрен хÿтĕлеççĕ.
Шута илме: çĕрулми какайпа килĕшсе тăмасть. Иккĕшне пĕрле çисен эпир хырăмлăха белоксăр пуçне ăна çак самантра пачах кирлĕ мар углеводсене ирĕлтерме хистетпĕр, мĕншĕн тесен вăл çĕрулмине çеç суйласа илсе пыршăлăха уйрăммăн ăсатма пултараймасть-çке. Çавна пула хырăм тулса ларать.
Ăшалани вырăнсăр
Апат чăннипех усă кÿтĕр тесен ăна мĕнле пĕçернипе те тимлĕ пулмалла. Чи тĕрĕсси - какая та, пахча çимĕçе те çу нумай хушмасăр хатĕрлени. Çу ăшалама мар, салата яма лайăх.
Чи лайăх тĕслĕхсем - пăшăхласа, фольгапа чĕресе, грильре, уçă çулăм çинче, пăспа, мультиваркăра пĕçерни.
Кишĕрпе хăйма
Кишĕрĕн тĕлĕнмелле усăллă енĕсем çусемпе пĕрле вăйланаççĕ. Бета-каротинпа пуян тымарçимĕçри япаласем юнри холестерин шайне чакараççĕ, чĕре приступне асăрхаттараççĕ, усал шыçăсен хăш-пĕр тĕслĕхĕнчен хÿтĕленме пулăшаççĕ.
Усăллă енĕсем уйрăмах туллин палăрасси кишĕре мĕнле хатĕрленипе çыхăннă. Кишĕр салатне, тĕслĕхрен, тип çу, хăймаллă сĕт е хăйма хушмалла, мĕншĕн тесен бета-каротин çура ирĕлет, çапла ăна организм лайăхрах йышăнать. Анчах майонез /çуллă пулсан та/ хушма сĕнместпĕр - вăл сывлăхшăн усăллă мар.
Тата çаксем...
Пулăпа /уйрăмах хĕрлĕ тĕсли/ ыхра лайăх килĕштереççĕ. Пĕрремĕшĕ юнран сиенлĕ холестерина кăларать, çапла майпа атеросклероз аталанас хăрушлăха чакарать. иккĕмĕшĕ юн тымарĕсене, чĕре мышцине ырă витĕм кÿрет.
Типĕтнĕ улма-çырла мăйăрпа пĕрле апат ирĕлессине лайăхлатать.
Комментари хушас