Пĕрене лайăх типет
Пĕрене-шертене мĕнле упрасан лайăхрах-ши? Вĕсен хуппине управа хунă чухне сÿмелле-и?
Владимир КРАСИН.
Шăмăршă районĕ.
Çаврака йывăç материалсене - пĕренесене /вĕсен çÿлти пуçĕн диаметрĕ 14 см сарлакарах/, вĕтĕ пĕренесене /подтоварники/ - çÿлти пуçĕн диаметрĕ 8-13 см, вăрăмăшĕ - 3-9 м, тата шертесене - çÿлти вĕçĕн диаметрĕ 6 см, 3-9 м тăршшĕ - уçă вырăнта упрама тикĕс вырăн суйламалла. Çумăр е юр шывĕ пухăнасран çÿллĕрех лаптăк лайăх. Кăшт тайлăк пулсан çумăр шывĕ тытăнса тăмĕ. Лаптăка тасатмалла, аяла икĕ е виçĕ тĕле урлă каска хурса никĕс пекки тумалла. Унăн çÿллĕшĕ 25 см яхăн пулмалла.
Касса хатĕрленĕ йывăçсен хуппине сÿмелле. Хупă айĕнче йывăç шĕкки лайăх аталанать. Йывăç материала купана ретĕн-ретĕн хумалла. Ретри пĕренесем пĕр-пĕрне лекмесен лайăх - вĕсен хушшине патак татки хĕстермелле. Пĕр рет пĕрене хурсассăн урлă шертĕ хумалла, тепĕр рет пĕрене хумалла, урлă - шертĕ. Çакнашкал меслетпе купаланă пĕренесем хушшинче сывлăш лайăх вылять, нÿрелсе тăмасть.
Купана хунă йывăç материалсем çуркаланасран вĕсен вĕçĕсене битумпа, битум мастикипе е сăрăпа витмелле.
Çакнашкал купаласан пĕренесем лайăх, тикĕссĕн типеççĕ, нÿрелсе çĕрĕшмеççĕ.
Василий ИВАНОВ,
инженер-строитель.
Комментари хушас