Хĕлле пÿрт стенисем йĕпенеççĕ. Стена типĕ пултăр тесен мĕн тумалла?
Владимир СМИРНОВ.
Шупашкар районĕ.
Пурăнмалли çуртăн стенисем йĕпенесси нумай сăлтавран килет. Чи малтанах çакă стена хулăнăшĕпе çыхăннине палăртмалла. Кирпĕч стена хулăнăшĕ çителĕклĕ, кирпĕче тĕрĕс хунă пулсан стена тарламасть. Пÿрт никĕсне икĕ-виçĕ сий шыв яман материал /рубероид т.ытти/ хурса хăвармалла. Нÿрлĕ стена ăшша начар тытнипе стена хĕлле йĕпенет.
Нÿхреп тунă е унпа усă курнă чухне пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри - уçăлтармалли пăрăхсене тăвасси тата вĕсемпе тĕрĕс усă курасси.
Хунă çĕрулмипе тымар çимĕç упрама кирлĕ температурăна çитиччен сивĕтме, ытлашши ăшăпа нÿрлĕхе тата продукцирен тухакан газсене кăларса яма, уçă сывлăш кĕртме нÿхрепе уçăлтармалла тăваççĕ. Çак тĕллевпе икĕ пăрăх лартаççĕ. Пĕри - сывлăш кĕртмелли пăрăх, тепри - сывлăш кăлармалли. Сывлăш лайăх куçтăр тесе, вĕсене икĕ шайра тăваççĕ тата тĕрлĕ вырăнта вырнаçтараççĕ.