Комментари хушас

21 Кăрлач, 2016

Пÿрт йĕпенесрен

Хĕлле пÿрт стенисем йĕпенеççĕ. Стена типĕ пултăр тесен мĕн тумалла?

Владимир СМИРНОВ.

Шупашкар районĕ.

Пурăнмалли çуртăн стенисем йĕпенесси нумай сăлтавран килет. Чи малтанах çакă стена хулăнăшĕпе çыхăннине палăртмалла. Кирпĕч стена хулăнăшĕ çителĕклĕ, кирпĕче тĕрĕс хунă пулсан стена тарламасть. Пÿрт никĕсне икĕ-виçĕ сий шыв яман материал /рубероид т.ытти/ хурса хăвармалла. Нÿрлĕ стена ăшша начар тытнипе стена хĕлле йĕпенет.

Пÿрт тăрринчен юхса анакан шывпа стенасем ан йĕпенччĕр тесен карниз стенаран 500-600 миллиметр тухса тăмалла.

Çакна та асра тытмалла: пÿлĕмри сывлăш температурипе стенан шал енчи температури хушшинчи уйрăмлăх 6 градусран ытла пулмалла мар. Йывăç çурта илес-тĕк стена йĕпенесси пĕренесем хушшинчи ырасен /паз/ вырнаçăвĕнчен нумай килет. Ырасен сарлакăшĕ çителĕксĕр, тачă вырнаçмасан вĕсен хушшине лайăх мăкламан-тăк пĕрене тарлать, вăл тул енчен те пасарма пултарать. Çÿхе йывăç стенана лайăх питĕлесен, хулăнлатсан тарламасть. Çакăн пек хулăнлатма юрать: пĕрене хушшисене лайăх мăкламалла, унтан икĕ енчен извеçпе, строительство гипсĕпе /алебастр/ тата хăйăр хутăшĕпе штукатурка тумалла е тулаш енчен керамика е силикат кирпĕчпе çавăрмалла.

Пÿртре уйрăмах кĕтес йĕпенет. Мĕншĕн? Кĕтесре сывлăш сахал куçать. Сывлăш çаврăнтăр тесен сĕтел-пукана кĕтесрен аяккарах куçарса лартмалла. Пÿрте шыв пăрăхĕсемпе ăшăтатăр пулсан батарейăсене кĕтессенче вырнаçтарма тăрăшмалла. Йывăç тăршшĕ, урлăшĕпе танлаштарсан, ăшша икĕ хут ытларах ярать. Çавăнпа кĕтессене кăлармасăр пураланă пÿртре пурăнатăр пулсан тулаш енчен пĕрене вĕçĕсене хулăн хăма çапмалла. Хăмапа пĕрене хушшине мăкламалла.

Йывăç щитсенчен тунă пÿрт нÿрленесси щитсем ăшĕнчи ăшă тытакан материал пусăрăнса аннинчен, щитсем вăхăт иртнипе шултăрканинчен те килет. Кун пек чухне çулла щитсене сÿтсе юсамалла. Щит çурта та тул енчен хушма питĕлев кирлĕ. Кирпĕч, хăма, яка асбестпа цемент листисемпе сăрса çавăрни вырăнлă.

Пĕренерен, пăрăсран, щитран тунă стенана кирпĕчпе сăрса /облицовка/ хăпартмалла терĕмĕр. Кирпĕч сие малтанхи çуртăн никĕсĕпе тан хăпартмалла, никĕс çине икĕ-виçĕ сий рубероид хурса хăвармалла. Кирпĕче йывăç стенаран 2-3 см хушăк хăварса купаламалла, хушăка минерал вата, керамзит е ытти материал хурса пымалла.

Пÿрте кăмакапа ăшăтакансем халĕ нумаях мар пулĕ. Кăмака лартас тесен кăмакаçăсемпе канашласа ăна çурта лайăх ăшăтмалла вырнаçтармалла.

Шифоньерсене, шкапсене, диван-кравате стена çумĕнчен уйăрарах лартмалла. Пÿртри сывлăш çаврăнăшне лайăхлатмалла, пÿлĕме уçăлтарма манмалла мар.

Василий ИВАНОВ

инженер-строитель хуравланă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.