ПЕПКЕ МĔНШĔН ЙĔРЕТ?
Пепке йĕрет пулсан ăна мĕн те пулин канăçсăрлантарать. Ачана хăвăртрах лăплантарма йĕнин сăлтавне палăртмалла. Педиатрсем çапла ăнлантараççĕ.
Сăлтавĕ тĕрлĕрен:
- пепке амăшĕн аллине туясшăн;
- кăкăр ĕмесшĕн;
- çывăрасшăн, ывăннă, хăйне канлĕ мар туять;
- тула каясшăн;
- шăннă;
- хăйне япăх туять, чирлеме пултарать;
- ÿчĕ ытла сисĕмлĕ;
- хăрать;
- çанталăк улшăннине туять.
Ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ пепкин кашни сассине хăлхана чиксе тата унăн кашни ыйтăвне пурнăçласа ăна иртĕхтерсе ярасран хăрать. Анчах çулталăка та çитмен пепкене иртĕхтерсе ямашкăн май çук. Çак ÿсĕмре уншăн йĕри-тавралăх шанчăклă пулнине çирĕплетни пĕлтерĕшлĕ.
Пепке мĕнле йĕни тăрăх опытлă амăшĕ унăн сăлтавне тÿрех палăртма пултарать.
Чĕнсе йĕни. Ача 5-6 çеккунт кăшкăрать, унтан мĕн пуласса кĕтсе 20-30 çеккунт тăхтать те каллех вăтамран 10 çеккунт кăшкăрать, 20-30 çеккунта шăпланать. Çапла — темиçе хут. Йĕнĕ вăхăт майĕпен вăрăмлансах пырать, юлашкинчен пепке пĕр чарăнми кăшкăрма пуçлать.
Выçăпа йĕни. Ку чĕнсе йĕнинчен пуçланать. Амăшĕ алла илсен, анчах кăкăр памасан пепке çилленсе кăшкăрма, пуçне чĕчĕ шыраса çавăркалама пуçлать, пуçне хускатнă чухне шăпланать. Амăшĕ халĕ те чĕчĕ хыптармасан пепке антăхса кайсах йĕме тытăнать.
Ыратнипе йĕни. Пĕр чарăнмасăр йĕрет, вăхăт-вăхăтпа хыттăн кăшкăрать.
Çывăрас килнипе йĕни. Пепке анасланă май пĕр тикĕссĕн нăйкăшать.
Мĕн тумалла?
- Пепке йĕме пуçласан алла илсе кăкăр памалла. Алăра чухне йĕрсен те чĕчĕ хыптармалла, силлесе йăпатмалла.
- Кипкине улăштармалла, çывăрма вырттармалла.
- Ку та пулăшмасан çи-пуçне, вырăнне тĕрĕслемелле — мĕн те пулин чăрмантармасть-и, ÿчĕ хĕрелмен-и, шатра тухман-и?
- Ачине лăплатаракан амăшĕн хăйĕн те лăпкă пулмалла. Пепке амăшĕ пăлхануллă, çемьере лару-тăру йĕркеллĕ мар чухне те йĕрет. Пĕчĕк ача питĕ сисĕмлĕ.
- Енчен те эсир темĕнле тăрăшсан та йĕме чарăнмарĕ пулсан тухтăра чĕнмелле.
Комментари хушас