Пенсин çĕнĕ формули

2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнче граждансен прависене тата пенси виçине шутлассине çĕнĕлле йĕркелеме пуçланă май çак ыйтупа çыхăннă çырусем редакци почтинче сахал мар. Паянхи кăларăмра вĕсене РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн специалисчĕсем хуравлаççĕ.

- Пенсин çĕнĕ формулине пурнăçа кĕртесси мĕнпе çыхăннă? Халĕччен вăйра тăнисем те граждансемшĕн тин кăна уçăмланса çитрĕç вĕт.

- Ватлăхри ĕç пенсийĕсем халĕ ĕçпе тивĕçтерекен уйрăм çыншăн вăл вăй хунă тапхăрта обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмне хывнă взнос виçипе тÿрремĕнех çыхăннă. Паян вăйра тăракан формула тăрăх ĕç стажĕ пенси виçине тĕрĕссипе витĕм кÿмест. Ĕç пенсийĕсене шутламалли йĕрке экономика тĕлĕшĕнчен пуçаруллă, ĕçлес тапхăра тăсас тĕллевлĕ граждансем тĕлĕшпе тĕрĕс мар. Танлаштармалли принциппа усă курса шутласа панă пенсисем пысăк стажлисен те, пĕчĕкреххисен те пĕрешкел виçене кармашаççĕ.

Çĕнĕ йĕрке тăрăх пенси прависене ĕç укçи енĕпе пĕр тан тума тата страховани стажĕн пĕлтерĕшне ÿстерме май килет. Кун пек чухне ĕç паракансен тата федераци бюджечĕн страховани тиевĕн юрăхлă шайне упраса хăварма, пенси тытăмне шайлаштармашкăн кирлĕ условисем туса хума пулĕ.

- Пенси шутлавне витĕм кÿрекен тĕп параметрсен шутĕнче хăшĕсем пулĕç?

- Вĕсем çаксем:

- шалу виçи: вăл мĕн чухлĕ нумайрах - пенси çавăн чухлĕ пысăкрах. Енчен те ĕçпе тивĕçтерекен хăй патĕнче вăй хураканшăн обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмне тулли виçепе /сăмах кунта «сăрă» шалу пирки пырать/ хывман тăк çав укçа пенси капиталне йĕркелеме хутшăнмасть*

- страховани стажĕн тăсăмĕ: вăл вăрăмрах - пенси прави ытларах йĕркеленет, ĕçленĕ кашни çулшăн ятарлă коэффициент хушăнса пырать*

- ĕç пенсине памашкăн ыйтнă ÿсĕм: тивĕçлĕ канăва каймалли вăхăта каярах хăварнă кашни çулшăн тÿлев ÿсет.

Çавăн пекех этем пурнăçĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсене - хĕсметре тăнине, пĕчĕк тата сусăр ачасене, 80 çултан иртнĕ ватăсене пăхнине - стажа кĕртеççĕ. Гражданин çав вăхăтра ĕçлемен пулсан «страхламан тапхăршăн» çулталăкри уйрăм коэффициентсене параççĕ.

- Пенсие тухмалли ÿсĕме пысăклатаççĕ-и?

- Çук. Асăннă ыйтăва хускатман та. Вăл малтанхи пекех юлать: хĕрарăмсемшĕн - 55, арçынсемшĕн - 60 çул.

Çавăнпа пĕрлех тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăта каярах хăвармашкăн хавхалантармалли майсем палăртаççĕ. Çĕнĕ йĕрке тăрăх пенси ыйтмашкăн тăхтани пайталлă. Кун пек чухне кашни çулталăкшăн унăн страховани пайне тата çирĕплетнĕ тÿлевне уйрăм коэффициентсемпе хăпартса пыраççĕ. Тĕслĕхрен, гражданин тивĕçлĕ канăва каймалли тапхăра 5 çула хăварчĕ тĕк страховани пенсийĕн тытăмĕнчи çирĕплетнĕ виçе - 36%, пенсин страховани пайĕ 45% хăпараççĕ. 10 çулшăн - 2,11, тата 2,32 хут ÿсеççĕ.

Пухăнса пыракан пенси те ăна тÿлеме палăртнă уйăхсен хисепĕ 228-тан чакнипе ÿсет.

- Çĕнĕ формула камсем - 2015 çулта тивĕçлĕ канăва тухакансем е пурин - валли?

- Пенси прависене йĕркелемелли тата страховани пенсине шутламалли çĕнĕлĕхпе 2015 çулта тивĕçлĕ канăва каякансем тĕлĕшпе усă курĕç.

Ĕç пенсийĕ илекен граждансен /е 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен тивĕçлĕ канăва каякансен/ тÿлевне çĕнĕ формулăпа шутлĕç. Енчен те виçи сахалрах тухсан малтанхи шайрах хăварĕç.

Пулас пенсионерсене тата вĕсемшĕн страховани взносĕ тÿлекенсене çĕнĕ йĕркене хăнăхтарас тĕллевпе куçăм тапхăрĕсем палăртнă:

- пенсие тухма кирлĕ чи пĕчĕк стажа 2025 çул тĕлне 15 çула çитермелле, пенси коэффициенчĕсен чи пĕчĕк хисепне - 30-ра*

- страховани взносĕ куçармалли шалу виçине Раççейĕн вăтам кăтартăвĕн 2,3 шайне тата харпăр хăйĕн çулталăкри коэффициенчĕн чи пысăк пĕлтерĕшне 2021 çул тĕлне 10-на çитермелле.

Пенси прависем çĕнĕ формула тăрăх 2015 çулта ĕçе кÿлĕнекен граждансен йĕркеленме тытăнаççĕ. Асăннă тапхăрччен пухăннисене шута илеççĕ, сыхласа хăвараççĕ тата гаранти мелĕпе пурнăçа кĕреççĕ.

- Тивĕçлĕ канурисене çĕнĕлĕх мĕнпе савăнтарать?

- Çĕнĕлĕх çине куçнă тапхăрта вĕсен пенсийĕн виçи чакмасть.

- Малашне ватлăхри ĕç пенсийĕ мĕнле пайсенчен тăрĕ?

- Çĕнĕ йĕркене пурнăçа кĕртсен ватлăхри ĕç пенсийĕ страховани тата пухăнса пыракан пенсисене трансформациленет.

Страховани пенсийĕ çумне çирĕплетнĕ тÿлев пулать /хальхи ватлăхри ĕç пенсийĕн страховани пайĕн çирĕплетнĕ база пайĕн аналогĕ, 2013 çулта вăл 3610,31 тенкĕпе танлашать/.

Пухăнса пыракан пенси виçине палăртмашкăн ăна валли пухнă суммăна федераци саккунĕпе палăртнă тÿлев тапхăрĕн уйăхĕсен хисепĕ çине пайлаççĕ.

- Асăннă çĕнĕлĕх хăш пенсисене пырса тивет?

- Ĕç пенсийĕсене пурне те - ватлăхрине, инвалида тухнипе, тăрантарса пурăнакана çухатнипе параканнисене.

Инвалида тухнипе тата тăрантарса пурăнакана çухатнипе тивĕçекен страховани пенсийĕсене памалли никĕс улшăнмасть. Вĕсене илмешкĕн страховани стажĕ 1 кунпа танлашни те çителĕклĕ.

Патшалăхăн пенси страхованийĕ енĕпе палăртаканнисене - социаллă пенсисене, нумай çул ĕçленĕшĕн тивĕçекеннисене, ватлăхрисене, инвалидлăхпа тата тăрантарса пурăнакана çухатнипе параканнисене - çĕнĕ формула пырса тивмест. Ĕç стажĕ пур граждансене, пĕрремĕш ушкăн инваличĕсене, 80 çултан иртнисене, Инçет Çурçĕр районĕсенче тата çав вырăнсемпе танлаштарнă çĕрте ĕçленĕ е пурăннă çынсене çирĕплетнĕ тÿлеве ÿстернипе е «Çурçĕр» коэффициенчĕсемпе усă курнипе пенсие пысăклатнă виçепе параççĕ.

- Пенсин пухăнса пыракан пайĕн тата халĕччен çак тĕллевпе пухăннă укçан шăпи мĕнлерех?

- Халĕччен йĕркеленнĕ пухăнса пыракан пая тулли виçепе инвестицирен илнĕ тупăша шута илсе граждансене вĕсен страховани пенсийĕн ирĕкĕ пулсан тата вĕсем çакăн пирки ыйтса çырсан тÿлеççĕ.

Пенси валли пухăннă укçана палăртмалли тата тÿлемелли йĕрке улшăнмасть. Пухăнса пыракан пенсие шутламашкăн унăн суммине ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайне тÿлеме палăртнă вăхăта пайлаççĕ. Асăннă тапхăра федераци саккунĕ çирĕплетет. Пенси валли пухăннă укçапа тивĕçтермелли йĕрке те /пĕр харăс, вăхăтлăх, ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕн тÿлевĕсем/ сыхланса юлать. Пухăнса пыракан пая патшалăх индексацилемест. Тупăшлăх инвестици кăтартăвĕсемпе çыхăннă. Тăкак курас тăк çакна валли хывнă взнос суммине кăна тавăрса пама шантараççĕ.

- Формула пурнăçа кĕрсен ĕçпе тивĕçтерекен хывакан взноса страховани пайне е пухăнса пыраканнине ытларах ямалла тата 0 е 6% тарифа суйламалла?

- 1967 çулта тата каярах çуралнă граждансене 2014-2015 çулсенче ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ валли хывакан взносăн тарифне суйлама ирĕк панă: е халĕчченхи пек 6% хăвармалла, е пухăнса пыракан пая хирĕçлесе страховани пайне 22 проценчĕпех куçармалла. Пухăнса пыракан пая йĕркелемешкĕн ытларах хывса гражданин страховани пайĕ тĕлĕшпе хăйĕн правине чакарать, иккĕмĕшне мала хурсан пĕрремĕшĕ тĕлĕшпе хăйне хĕсет.

Тĕрĕссипе, хăшĕ пайталлăраххине çыннăн хăйĕн суйламалла. Асра тытăр: страховани пенсине инфляци шайне кура çуллен индексацилеççĕ. Пухăнса пыракан пенси - çак тĕллевпе пуçтарăннă укçана йĕркелесе пымашкăн РФ Пенси фончĕ патшалăхăн шутланман пенси фондне е управляющи компание куçарнă сумма, финанс рынокĕнче инвестициленет, ăна патшалăх индексацилемест. Тупăшĕ те иккĕленÿллĕ. Çухату тÿсес пулсан взнос суммине кăна тавăрса параççĕ.

Гражданин пенси валли укçа пухассине хирĕçлесен уншăн ĕçпе тивĕçтерекен хывнă взнос 22% виçепе пенсин страховани пайне йĕркелеме каять. Кун пек чухне те унăн укçине инвестицилеççĕ, гражданин пенси ÿсĕмне çитсен тата хăйне тивĕçлĕ канăва ямашкăн ыйтса çырсан тупăша кура тулли виçепе тÿлеççĕ.

Тарифа суйлама /страховани пенсийĕ йĕркелеме 22% е çавăнтан 6% пухăнса пыракан пая яма/ 2015 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен ирĕк панă. Пухăнса пыракан пая хирĕçлени пирки çав кунччен заявлени йышăнаççĕ.

- Çĕнĕ формула вăй иличчен йĕркеленнĕ пенси прависем сыхланса юлаççĕ-и? 2002 çулчченхи тата 2002 çултан тытăнса çĕнĕ йĕрке çине куçиччен пухăннисене мĕнле конвертацилеççĕ?

- Паянхи кунччен пухăннă пенси прависем пурте сыхланса юлаççĕ, кирек епле пулсан та вĕсен виçи пĕчĕкленмест. Пенси прависене йĕркелемелли тата пенси палăртмалли çĕнĕ формулăна хатĕрлекенсем çакна тĕпе хунă ĕнтĕ.

Çĕнĕлĕхе асăннă тапхăрта пурнăçа кĕртмешкĕн 2014 çулта граждансен 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен пухăннă пенси прависене конвертацилеççĕ. Ăна Раççей Пенси фончĕ ирттерет. Çапла тумашкăн заявлени çыртармаççĕ, пенси службине те каймалла мар. Обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмне хутшăнакан кашни çыннăн пенсин расчетлă капиталĕпе, стажĕпе тата шалăвĕпе çыхăннă кăтартăвĕсем Пенси фончĕн персонификаци учечĕн базинче пур.

- Çĕнĕ формулăна йышăннă хыççăн страховани пенсийĕсене мĕнле йĕркепе ÿстереççĕ?

- Халĕчченхи пекех, потребитель хакĕсем малтанхи çул ÿснипе ăна патшалăх гаранти мелĕпе пысăклатать /инфляцирен кая мар/. Çавăн пекех страховани пайĕн çирĕплетнĕ тÿлевĕ те инфляцие кура çуллен пысăкланать.

Пухăнса пыракан пенси виçин ÿсĕмĕ вара гражданинăн пенси валли пухăннă укçине инвестицилесе тупăш илнинчен килет.

- Ĕç пенсийĕн ирĕкне илмешкĕн стаж тата пенси коэффициенчĕ мĕн чухлĕ пулмалла? Чи пĕчĕк ĕç стажĕ пухайманнисен ватлăхра мĕнле пурăнмалла?

2024 çултан ватлăхри ĕç пенсине тивĕçмелли страхованин чи пĕчĕк стажĕ 15 çула çитмелле. Çапла вара 2015 çулта вăл 6-па танлашмалла тата çуллен пĕршер çул ÿссе пымалла. Сăмах май, чылай çĕр-шывра асăннă кăтарту 20 çултан иртет.

2024 çул тĕлне 15 çултан сахалрах стаж пухнисем РФ Пенси фондĕнчен социаллă пенси ыйтма пултараççĕ, анчах та кун пек чухне хĕрарăмсем - 60, арçынсем 65 çул /тĕрĕссипе ĕç пенсийĕн ирĕкĕ вĕсен 55 тата 60 çулта çитет/ тултармалла.

Ÿсĕме çитнипе ĕç пенсине тивĕçмелли тепĕр услови - пенси прависене 30 коэффициент таран йĕркелемелле.

Енчен те гражданина саккун йĕркипе инвалид тесе йышăннă пулсан тата ĕç /страховани/ стажĕ пĕр кунран та пулин иртсен/ ăна страховани е социаллă /стаж пачах пулмасан/ пенсийĕ памалла тăваççĕ.

- Çĕнĕ формула тăрăх ĕçлемен хăш тапхăра стажа кĕртеççĕ?

Çĕнĕ йĕркепе стажа çын пурнăçĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ çак тапхăрсене кĕртеççĕ:

- çар хĕсметĕнче е Раççей Федерацийĕн «Çар, шалти ĕçсен органĕсенче, патшалăхăн пушара хирĕç кĕрешекен органĕсенче, наркотик хатĕрĕсемпе психотроплă япалсен çаврăнăшне контрольлекен органсенче, уголовнăй айăплава пурнăçлакан органсенче службăра пулнă çынсене тата вĕсен çемйисене пенсипе тивĕçтересси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн çар хĕсметĕнче, çавăн пекех унпа танлаштарнă ытти службăра пулнă тапхăр*

- вăй питти çын пĕрремĕш ушкăн инвалидне, сусăр ачана е 80 çула çитнĕ ватăна пăхса усранă тапхăр*

- вăхăтлăх ĕçлейми пулнипе обязательнăй социаллă страховани тăрăх пособи илсе тăнă тапхăр*

- ашшĕ-амăшĕнчен пĕри кашни ачана 1,5 çулталăка çитиччен пăхнă тапхăр, анчах 4,5 çултан мала мар*

- ĕçсĕрлĕх пособине илсе тăнă, обществăн тÿлевлĕ ĕçĕсене хутшăннă тата ĕçе вырнаçмашкăн тепĕр вырăна е халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби янипе çĕнĕ çĕре кайнă тапхăр*

- çынна тĕрĕс мар айăпланипе уголовлă майпа явап тыттарса тĕрмене хупнă, сăлтавсăр репрессилесе каярахпа таса ята тавăрнă тата çав граждансене ирĕкрен хăтарнă тата ссылкăра лартнă тапхăр*

- контракт мелĕпе çар службине янă çыннăн мăшăрĕ упăшкипе пĕрле кайнă вырăнта май çуккипе ĕçе вырнаçаймасăр пурăннă тапхăр /анчах 5 çултан мала мар/*

- дипломатсемпе консулсен мăшăрĕсем чикĕ леш енче пурăннă тапхăр /анчах 5 çултан мала мар/.

- Социаллă пенсие малтанхи пекех тÿлеççĕ-и, пурăнма кирлĕ виçерен сахалрах тупăшлă пенсионерсене хушса параççĕ-и?

- Çĕнĕ формула патшалăх пенсийĕсемпе тивĕçтерессине пырса тивмест, вăл ĕç стажĕ пуррисен пенсийĕсене палăртма кăна кирлĕ.

Кун пек чухне ĕçлемен пенсионерăн тупăшĕн сумми пенсионера регионта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен пĕчĕкрех пулсан ăна малтанхи пекех çав шая çитермешкĕн социаллă тÿлевпе тивĕçтереççĕ. Унăн тупăшне палăртмашкăн пенсин пур тĕсне, уйăхри укçа тÿлевне /унта социаллă пулăшу пуххин хакĕ те кĕрет/ тата социаллă пулăшăвăн ытти мерине тĕпе хураççĕ.

- Пенси тÿлемелли тапхăр улшăнать-и?

- 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен страховани пенсийĕ шутласа панă чухне страховани стажĕн вăхăчĕшĕн «пенси тÿлемелли тапхăр» кăтартăвĕпе усă курмĕç. Пухăнса пыракан пенсие палăртмалли йĕрке вара унчченхи пекех юлать тата пенси тÿлемелли тапхăра шута илеççĕ. Саккун йĕркипе çирĕплетнĕ ÿсĕме çитсен тивĕçлĕ канăва тухакан граждансемшĕн халĕ вăл 228 уйăхпа танлашать. Пенсин пухăнса пыракан пайне ыйтмашкăн палăртнă ÿсĕм çитнĕ хыççăн виçĕ çул каярах пырсан унăн суммине тÿлемелли тапхăра 36 уйăх чакараççĕ. Çак кăтартăва федераци саккунĕпе çуллен çирĕплетеççĕ.

- Сусăрăн страховани пенсийĕ çумне хушăнакан çирĕплетнĕ тÿлев виçи инвалидлăх ушкăнлăхĕпе çыхăннă-и?

- Паллах. Çирĕплетнĕ виçене хăш ушкăн инваличĕ пулнине тата унăн шучĕпе пурăнакан çын пуррине кура палăртаççĕ.

- Нумай ачаллă амăшĕсен тата сусăр ача çитĕнтерекенсен пенсие палăртнă ÿсĕмрен маларах тухмалли ирĕк сыхланса юлать-и?

- Пилĕк тата ытларах ача çуратса вĕсене 8 çула çитиччен пăхса ÿстернĕ хĕрарăмсем, сусăр ачана 8 çула çитиччен çитĕнтерсен ашшĕ-амăшĕнчен пĕри, унăн опекунĕ ватлăхри страховани пенсине палăртнă ÿсĕмрен маларах тухмалли ирĕкпе усă кураççĕ.

- Пенсин пухăнса пыракан пайне хăçанччен хирĕçлеме пулать? Кун пек чухне пухăннă укçа-тенкĕпе мĕн тăваççĕ?

- 1967 çулта тата каярах çуралнă граждансене 2014-2015 çулсенче ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайне хывмалли взнос тарифне суйлама ирĕк панă: е хальхи пек 6 процент хăвармалла, е ăна йĕркелессине хирĕçлемелле /çапла майпа страховани пайне каякан тариф 10 процентран 22-е çитет/.

Гражданин пухăнса пыракан пая йĕркелеме килĕшмесен уншăн ĕçпе тивĕçтерекен Пенси фондне взноса /22 процент/ страховани пайĕ валли куçарать. Çакă пĕлтерĕшлĕ, кун пек чухне граждансен маларах йĕркеленнĕ пухăнса пыракан пайне инвестицилеççĕ тата тивĕçлĕ канăва тухмалли ирĕк илсен памашкăн ыйтсан инвестици тупăшĕпе пĕрле тÿлеççĕ.

Ăна хирĕçленĕ заявление 2015 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Пенсин страховани тата пухăнса пыракан пайĕсене йĕркелеме яракан процентсен шайлашăвне суйланă чухне /страховани пайне 22 процент е 16, тепĕр улттăшне - пухăнса пыраканнине/ çакна асра тытмалла: страховани пайне патшалăх гаранти мелĕпе çуллен инфляци шайне шута илсе индексацилет тата Пенси фончĕн тупăшĕн пĕр пенсионер пуçне тивекен ÿсĕм индексне кура пысăклатать. Пухăнса пыракан пайăн укçине вара гражданин хăй суйласа илнĕ патшалăхăн шутланман пенси фончĕ е управляющи компани финанс рынокĕнче инвестицилет. Унăн тупăшĕ инвестициленин кăтартăвĕсемпе тÿрремĕнех çыхăннă.

Обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнче халĕччен йĕркеленнĕ пенси укçине инвестици тупăшĕпе пĕрле, патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнса тÿленĕ взноссене РФ Пенси фончĕ тата патшалăхăн шутланман пенси фончĕсем малалла инвестицилеççĕ, вĕсене тивĕçлĕ канăва тухсан параççĕ. Тÿлев йĕрки улшăнман.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.