Пенси ыйтăвĕсемпе – «хĕрÿ лини»

23 Авăн, 2015

2015 çулхи сентябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Аслă ăру çыннисен кунĕ умĕн, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Енри йышăну пÿлĕмĕнче 10 сехетрен пуçласа 12-чен граждансен пенси прависене хÿтĕлес енĕпе «хĕрÿ лини» телефонĕ иртет, унта Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ хутшăнать.

Шупашкарта пурăнакансем çак вăхăтра 39-36-81 /ытти район-хула çыннисене пĕлсе тăма: Шупашкарпа çыхăнмалли код - 8352/ телефонпа шăнкăравласа пенсипе тивĕçтерессипе, 2015 çулта вăя кĕнĕ çĕнĕ саккунпа, федераци çăмăллăхçисене социаллă тÿлевпе тивĕçтерессипе, патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнассипе тата Пенси фончĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусем пама пултараççĕ.

Теги: