Пенси пирки
Вăрнарти пенси фондĕнче тăратăп. Эпĕ 2014 çулта 80 çул тултартăм. Пенсие тĕрĕс мар шутласа хăпартса панă пулас... Хаçат урлă хурав кĕтетĕп.
Михаил АНАНЬЕВ.
Вăрнар районĕ.
Хисеплĕ Михаил Ананьевич! Сирĕн çырăва Раççей пенси фондне ярса патăмăр, ăнлантарма ыйтрăмăр. Пенси фондĕнчен сире пенси тĕрĕс шутласа панине пĕлтерчĕç. Кĕскен вăл çакăн пек.
2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен вăйра тăнă Федерацин «РФ ĕç пенсийĕсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн сире пенсие 80 çул тултарнă майăн хăпартса панă.
2014 çулхи март уйăхĕнче ватлăх çулĕ çитнипе паракан пенсин базăри виçи 3844 тенкĕ те 98 пус пулнă. Апрель уйăхĕнче ăна 1,7 процент индексациленĕ /çырура палăртнă пек 10,17 процент мар/. Фиксациленĕ виçе 3910 тенкĕ те 35 пус пулнă.
Çапла вара апрельте эсир 1,7 процент хăпартнă пенси илнĕ /тата 3910 тенкĕ те 35 пус ватлăхра паракан пенси/. Сире шутласа панă пенси виçи тĕрĕс.
РПФ Вăрнарти уйрăмĕ сире çырупа тĕплĕн ăнлантарса памалла.
Комментари хушас