Пĕлсе усă курмасан Интернетра хăрушă

Интернет уçлăхĕ вĕçĕ-хĕррисĕр океан пекех. Пĕлсе усă курсан вăл усă кÿрет, йĕркене пăхăнмасан сиен кăтартать. Соцсетьре хамăра мĕнле тытмалла? Унта мĕнле хăрушлăх кĕтет? Çак тата ытти ыйту тавра ЧР ШĔМĕн «К» уйрăмĕн пуçлăхĕпе Валерий Черновпа калаçăпăр.

Хваттер пушă — килсе вăрлăр!

Валерий Владимирович, мĕншĕн сирĕн уйрăм «А» та, «Б» та мар, «К» ятлă?

— Тĕрĕс-и е çук-и — калаймастăп. Манăн шухăшпа, компьютер технологийĕпе çыхăннă пре-ступленисене хирĕç кĕрешнипе çапла ят панă.

Соцсете мĕнле информаци вырнаçтарма сĕнместĕр?

— Эпир Интернетри хăрушсăрлăх правилисем хатĕрлерĕмĕр. Вĕсене пăхăнсан шар курасран хăтăлма май пур, психика та сывă юлĕ. Çавăн пекех Интернетпа ĕçленĕ чухне право пĕлĕвне ÿстерме пулăшать вăл. Соцсетьри хăвăр страницăра преступниксене илĕртме пултаракан ин-формаци лартмалла мар. Çывăх çынсен списокĕ, çурма çарамасланнă сăн ÿкерчĕксем, мĕнпе чир-лени вăрттăнлăхра юлтăр. Çемье пирки тĕнче курмаллах пĕлтерме кирлех-ши? Сăмахран, аçăр- аннĕр отпускра сире те тинĕс хĕрне канма илсе каять тейĕпĕр. Ачасем питĕ уçă чунлă вĕт. Вĕсене савăнăçне ăшра тытма йывăр. Статусра «Ура! Тинĕс хĕррине каятăп! Сăн ÿкерчĕксем кĕтĕр» тесе çырни «Хваттер пушă, килсе вăрлăр» тенипе танах. Вăрăсем кун пек информацие кĕтсе кăна лараççĕ. Хуçисем канса таврăннă çĕре хваттерĕ çап-çара тăрса юлнă тĕслĕх пайтах пулнă. Аçăр-аннĕр мĕн чухлĕ ĕçлесе илни, автомобиль, ытти хаклă пурлăх туянни çинчен те сăн ÿкерчĕк вырнаçтарма сĕнместпĕр. Хăвăр çинчен, çемье пирки информаци мĕн чухлĕ сахалтарах, çавăн чухлĕ лайăхрах.

Иккĕленÿллĕ информацие «лайк» пуснипе, стена çине вырнаçтарнипе, репост тунипе суд сакки çине ларма пулать-и?

— Çапла. Ку экстремизм, нацисем хушшинче хирĕçÿ çуратакан информацие, сăн ÿкерчĕксемпе видеоматериала саракансене пырса тивет. Кунашкал тĕслĕхсем пирĕн республикăра пулкаланă. 9-10 класс ачисене уголовлă майпа айăпларĕç. Вĕсем экстремистла ролике репост тунă. Хăвăр страницăра кама та пулин хурласа çырма, форумсенче пĕр-пĕрне хăртма юрамасть. Юлашки çулсенче политика лару- тăрăвĕ çирĕп маррине кура ют çĕршывсенчи ятарлă службăсемпе разведкăсем юриех хĕтĕртсе çыраççĕ. Эпир вĕсене «диван çинчи çар» тетпĕр. «Компьютер вăрçине» ан хутшăнăр. Тавлашăва кĕрсен кайран хуравăрсемпе сире хирĕçле усă курма пултарĕç, уголовлă статья «çыпăçтарĕç».

Виртуаллă юрату инкеклĕ

— Хăш-пĕр çамрăк соцсетьре нумай юлташ пулнипе мухтанать.

— Палламан çынсене туссен йышĕнче тытса тăни инкекпе вĕçленме пултарать. Эсир чылайăшне палламастăр, урамра курсан сывлăх сунмастăр пулсан вĕсене списокран кăлармалла. Юлташа çырăнса преступниксем сирĕн çинчен хăйсене кирлĕ информаци пухаççĕ. Йăлтах туслашнинчен пуçланать. Çарамасланса сăн е видео ÿкерĕнме сĕнме пултараççĕ. Кайран вĕсене киревсĕр сайтсенче сарассипе хăратса шантаж тăваççĕ. Ун чухне йĕрке хуралçисен хушша- хуппа кĕме тивет.

В и р т у а л л ă ху т ш ă н у мĕнпе вĕçленме пултарать?

— Уйрăмах 14-15 çулсенче çамрăксем юрату авăрне путаççĕ. Хĕрÿллĕ СМС-çыру шăрçаласа хăйсен туйăмне уçаççĕ, савнине çарамасланса ÿкерннĕ сăн ÿкерчĕксем ярса параççĕ. Вăрçăнса кайсан вара ку йăлтах хирĕçле çаврăнма пултарать: пĕр-пĕрне тавăрас тĕллевпе юратнă хĕр е каччă çинчен мĕн пур информацие юлташĕсене ярса параççĕ. Çарамасланса сăн ÿкерĕнмелле мар! «Вĕсем хам валли, телефонра кăна упратăп», — тесе йăнăшатăр, мĕншĕн тесен ку информаци те сарăлма пултарать. Мĕнле майпа? Телефон е унти флешка çухалать сăмахран е ăна вăрлама пултараççĕ. Юсава пама тиврĕ тĕк мастера шанатăр-и? Усал шухăшлă çын-сем сăн ÿкерчĕксене сарассипе хăратма пултараççĕ. Унашкал тĕслĕхсемпе эпир те ĕçленĕ. Хывăнса ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕк- сене Интернет уçлăхне кăларса хурсан е вĕсене тăвансем патне ярса парсан кирек кама та намăс. Пĕр хĕр кăна мар кунашкал пăтăрмаха çакланнă. Вĕсен тепĕр шкула куçма е вуçех урăх çĕрте тĕпленме тивнĕччĕ.

Ач а с е м п е çул ç и т мен çамрăксем Интернетра ытларах мĕнле инкеке çакланаççĕ?

— Ултавçăсен аллине çак- ланаççĕ те вĕсем вара укçа тапăнаççĕ. Каларăмăр ĕнтĕ, ку чылай чухне виртуаллă юратупа çыхăннă. Йăлтах иккĕленÿллĕ туссем тупăннинчен пуçланать. Вĕсем çывăхрах хутшăнма ыйтаççĕ. Анчах скайп тепĕр енче илĕртÿллĕ чиперкке мар, сухаллă ватă арçын ларнине яшсем тавçăраймаççĕ те. Суя пике каччăна юратнă пек кăтартса астарать. Мĕн пулса иртнине камера çине ÿкерет. Нумаях пулмасть пирĕн уйрăм ĕçченĕсем хваттер ухтарнă çĕре хутшăнчĕç. Кÿршĕ регионти пĕр çын ачасен интимлă сăн ÿкерчĕкĕсене, видеосене упранă. Унăн серепине пирĕн республикăри районсенчи 3 хĕр çакланнă. Арçынни — авланнăскер, пĕчĕк ача пур. Вăл çавнашкал киревсĕр хăтланма пултарнине арăмĕ тавçăрман. Арçынна арестленĕ, халĕ следстви пырать. Материалсене вăл сутас тĕлĕшпе пуçтарнă-и е хăйне валли-и — ку ыйтусене тĕпчеççĕ. Пĕлтĕр следстви органĕсем Улатăрта пулса иртнĕ хăрушă преступление уçса пачĕç. Амăшĕпе аçа çури ашшĕ 2003 çулта çуралнă хĕрĕ тĕлĕшпе ясар шухăшне пурнăçланă, çакна фото тата видео ÿкернĕ. Кайран çав материала Мускаври çамрăк арçынна ярса панă. Унпа вĕсем Интернетра паллашнă. Айăплисене 13 çуллăха тĕрмене хупнă, аçа çури ашшĕ унта хăйĕн çине алă хунă.

Суя сайтсем уçаççĕ

— Çул çитмен çамрăксем Интернетра хăйсем преступнике çаврăннă тĕслĕхсем пулнă-и?

— Интернет — хăватлă вăй. Çамрăксем вара питĕ ăслă, унпа аван усă курма пĕлеççĕ. Пурте тенĕ пек соцсетьсенче лараççĕ. Акă пĕрисем класра юлташĕн страницин парольне тупнă. Вăл унта мĕн туни тантăшĕсене питĕ кăсăклантарнă. Лешĕсем унăн паролĕпе усă курса страницине уçса кĕнĕ. Ку — РФ Уголовлă кодексăн 272 статйине пăсни. Юлташĕн çырăвĕсене уçса вуланăшăн РФ УК 138 статйипе айăплама май пур. Акă мĕн патне илсе çитерет кун пек кăсăклану. Халĕ Интернет урлă тавар сутасси-туянасси вăй илчĕ. Ултавçă унта пайтах, вĕсем янтă укçана хăйсен кĕсйине чикес тесе темĕн те шухăшласа кăлараççĕ. Малалла вулас...

 

Алина ИЗМАН калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.