«Пĕлес килет-и? Хаçат çырaн»

«Эпĕ кăçал килте пулманнипе «Кил-çурт хушма хуçалăх» хаçата çырăнаймарăм. Халĕ ăна кӳрше каçса вулатăп. 80 çула кайрăм, пурпĕр хаçат вулас килет. Шухăшăмсене юратнă хаçатпа пайлас тетĕп. Ялта ялан пурăнакансем питĕ сахал, ялĕ те пĕтсе пырать темелле. Пирĕн ялта нимĕн те çук, лавкка та. Çăкăр илме виçĕ çухрăма каймалла. Çапах та ватлăхра тăван тăрăха таврăнса пурăнакансем те пур. Хулара ĕçлесе пенсие тухнă хĕрарăм яла пурăнма таврăннă та манран ыйтать: «Эсĕ ялта тахçантанпах пурăнатăн, мĕнле вылăх усрасан лайăхрах-ши?» «Пĕлес килет пулсан «Кил-çурт, хушма хуçалăх» çырăнса вула, унта ял хуçалăх ĕçне йăлтах вĕрентеççĕ» — терĕм ăна. «Ун пек хаçат та пур-и, халех кайса çырăнатăп» — хавхаланчĕ вăл.

Хамăн та пĕр ыйту пур-ха. Хĕрен курăкĕ çинчен, ăна ăçта, епле лартса ӳстермелли пирки тĕплĕнрех пĕлес килет. Çавал хĕрринчен кăларса килсе лартнă тĕм темшĕн каймарĕ.

Хаçатра ĕçлекенсене халăха вĕрентсе кирлĕ ĕç тунăшăн тав тăватăп. Малашне те халăхшăн усăллă ĕçĕрте хавхаланупа тăрăшулăх сунатăп».

Зоя ИВАНОВА. Çĕрпӳ районĕ.

Вулаканăмăра хаçата юратнăшăн, ăшă сăмахĕсемшĕн тав тăватпăр. Малашне «Кил-çурта» çырăнма ан манăр. Ăна кирек хăçан та, кирек хăш уйăхран та çырăнса илме пулать. Почта уйрăмне каймалла е почтальонпа тĕл пулмалла çеç. Тусăмăрсем асăрхарĕç-тĕр хаçатри çĕнĕлĕхсене. Унăн «питне» те, хальхилле каласан — дизайнне — улăштартăмăр, содержанине те тата пуянрах тума тăрăшатпăр. Сирĕнтен килнĕ кашни ыйтăва специалистсемпе тĕл пулса, çав ĕçре нумай опыт пухнă ăстасемпе канашласа, темăна тĕпчесе хуравлатпăр. Ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарасси те пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ ĕç тесе шухăшлатпăр. Çавăн пекех хăвăр хушма хуçалăхри ăнăçуллă пĕр-пĕр ĕç вăрттăнлăхне уçса пама пултаратăр. Сирĕн тĕслĕхĕрпе мĕн пур республика паллашĕ, унпа кил-тĕрĕшре усă курма май пулĕ.

Хăвăра хумхантаракан ыйтусене телефонпа шăнкăравласа та, çырупа çырса ыйтма та ан именĕр. Пĕр-пĕрне пулăшни пархатарлă, çынна хавхалану кӳрет.

Пирĕн телефон унчченхиех: 8 /8352/ 56-15-30. Çыру ямалли адрес: Шупашкар, И.Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, «Кил-çурт, хушма хуçалăх» редакцийĕ.

Зоя ИВАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.