Зоя ИВАНОВА

13 Ака, 2017

«Пĕлес килет-и? Хаçат çырaн»

«Эпĕ кăçал килте пулманнипе «Кил-çурт хушма хуçалăх» хаçата çырăнаймарăм. Халĕ ăна кӳрше каçса вулатăп. 80 çула кайрăм, пурпĕр хаçат вулас килет. Шухăшăмсене юратнă хаçатпа пайлас тетĕп. Ялта ялан пурăнакансем питĕ сахал, ялĕ те пĕтсе пырать темелле. Пирĕн ялта нимĕн те çук, лавкка та. Çăкăр илме виçĕ çухрăма каймалла. Çапах та ватлăхра тăван тăрăха таврăнса пурăнакансем те пур.