Пĕчĕклех воспитатель пулма ĕмĕтленнĕ

17 Ака, 2014

Вăрмар поселокĕнчи «Ромашка» садикри Елена Николаева шкулта вĕреннĕ чухнех ачасемпе ĕçлеме ĕмĕтленнĕ, çавăнпах педагог профессине суйласа илнĕ. Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă теççĕ. «Пĕчĕк чухне пуканесемпе шкулла выляттăм та, анне яланах вĕрентекен пулатăнах пулĕ тетчĕ», - ачалăхне тулли кăмăлпа аса илчĕ воспитатель.

Елена Геннадьевна кăçал «Çулталăк воспитателĕ» конкурсăн районти тапхăрĕнче çĕнтернĕ. Кун йышши конкурса пĕрремĕш хут хутшăннăскер шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен 11 педагог хушшинче пĕрремĕш пуласса никам та кĕтмен пулĕ. Чылай тĕрĕслев витĕр тухнă вĕсем: презентаци, ăсталăх сехечĕ, «çавра сĕтел», уçă мероприяти... Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă. Ахăртнех, çĕнтерÿçĕн ĕçĕпе ăсталăхне пысăк хак панă жюри членĕсем. Палăртма кăмăллă: 2013 çулта та «Ромашка» садик ĕçченĕ - музыка ертÿçи Светлана Васильева - районти конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă, республикăри чи лайăх 5 педагог йышне кĕнĕ.

Елена Николаева Канаш педагогика училищинчен вĕренсе тухнă, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Пуçламăш классен вĕрентекенĕн дипломне алла илнĕскер 10 çула яхăн Çĕнĕ Лапсарти 42-мĕш, Шупашкарти 15-мĕш коррекци шкулĕнче ĕçленĕ. 2007 çултанпа Вăрмар поселокĕнчи «Ромашка» садикре вăй хурать. Николаевсем Эçпепе ялĕнче пурăнаççĕ, икĕ ача çитĕнтереççĕ. Ывăлĕ Даниил Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта 3-мĕш класра вĕренет, хĕрĕ Анастасия садике çÿрет. Мăшăрĕ Владимир строительство организацийĕнче ĕçлет.

«Ача-пăча хушшинче хуйха-суйха, йывăрлăхсене манатăн. Вĕсем вăй-хăват параççĕ, савăнăç парнелеççĕ. Эпир вара пĕчĕкскерсене занятисенче ыррине усаллинчен, хитрелĕхе илемсĕрлĕхрен уйăрма вĕрентетпĕр. Ачасене çут çанталăк черченлĕхĕпе паллаштарни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кашни самант усăлăхпа ирттĕр, ялан çĕннине пĕлччĕр тесе тăрăшатпăр», - терĕ Вăрмар районĕнчи чи лайăх воспитатель. Хальхи вăхăтра вăл 4-5 çулсенчи ачасемпе ĕçлет, ушкăнра - 23 шăпăрлан. Вĕрентекен ертсе пынипе «Хĕвел» учрежденире йĕркелекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Чылай смотр-конкурсра та ушкăн пĕрре мар мала тухнă, стенана илем кÿрекен тав хучĕсем те çакнах çирĕплетеççĕ. Вĕсен ертÿçи те тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ, 2013 çулта районти вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕ Елена Геннадьевнăна вĕрентÿ ĕçĕнче тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Хисеп хучĕпе чысланă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.