Пĕчĕккисем те чăн-чăн футболла выляççĕ

14 Çĕртме, 2018

«Чемпионсен хĕрÿ юратăвĕ пирĕн чĕрере», — çырни куç умне пулчĕ «Лакрей вăрманĕ» паркра. Тăван çĕршыв спортсменсемшĕн «чирлени» Тĕнчери футбол чемпионатне халалланă баннертанах паллă. Ара паян, çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче, шăпах çак ăмăрту уçăлнă-çке! Чемпионат утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырĕ. «Лакрей вăрманĕнче» вара çĕршывăн пуласлăхĕ футболла вылярĕ. Камсем тетĕр-и? Вĕсем — шкул çулне çитменннисем, ача садне çÿрекенсем. Апла пулин те чăн-чăн мини-футболла выляма пĕлеççĕ шăпăрлансем.

Шупашкарти ача сачĕсен хушшинче уйăх тăршшĕпех футбол ăмăртăвĕ иртнĕ. Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа пурĕ 112 команда пĕр-пĕрин хушшинче вылянă. Тĕрлĕ садикĕн спорт лаптăкĕнчен кашни кунах гол! тесе кăшкăрни илтĕннĕ. Унччен воспитательсем, физкультура вĕрентекенĕсем çулталăк тăршшĕпе командăн ăсталăхне туптанă. Ашшĕ-амăшĕ хаваспах тĕпренчĕкĕсене футболла выляттарма килĕшнĕ. Чи хастаррисене суйласа вара команда йĕркеленĕ. Тапхăр хыççăн тапхăр иртнĕ. Финала вара 4 команда тухайнă.

Мероприятие Шупашкар хула вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталия Маслова уçрĕ. Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕсем Владимир Андреев тата Валентина Егорова Олимп чемпионĕсем салам сăмахĕсем каласа хутшăнакансене хавхалантарчĕç.

112-мĕш ача садĕнчи «Азамат» тата «Асамат кĕперĕ», 166-мĕш ача садĕнчи «Армада» тата 141-мĕш ача садĕнчи «Пилеш» командăсем — финала тухма тивĕçнисем. Хĕрÿ вăйăра 1-мĕш вырăна «Азамат» команда тухрĕ. 2-мĕшне — «Армада», 3-мĕшне — «Пилеш» йышăнчĕç «Çĕнтерÿ патне талпăннăшăн» номинацие «Асамат кĕперĕ» тивĕçрĕ.

 

Комментари хушас