Пĕччен чечек те асфальта шăтарса тухма пултарать, е Виталий Сергеевăн пурнăç алфавичĕ

28 Авăн, 2017

Вăл çынсем çинчен япăх калаçнине илтмен эпĕ. Ялан кăмăллă кулă пичĕ çинче. Çакă пулăшать те пулас пурнăç таппипе тан мар, кăшт маларах та утма. Турă ăна артист пулма пилленĕ тейĕн. Чылайăшĕшĕн “Чăваш Петросянĕ”, «Кĕлпук мучи» вăл паян. Ираида Вдовина юрăç ятне хăшĕпĕри илтмен те пулĕха, вăл вара унăн юррисене И.Вдовина сассипех юрлама пултарать. «Эх, — тетĕп вара хушăран, — çамрăксем пурте ун пек хастар пулсани, çакăн пек лачакара лармăттăмăр паян...»

Сăмахăм — Виталий Иванович Сергеев çинчен. Вăрахчен калаçса лартăмăр унпа журналăн “Çунатлă чăвашсем” пултарулăх тĕпелĕнче. Чуна уçса, хальхишĕн çунса, малашлăх çинчен ĕмĕтленсе. Тĕлĕнмелле те, Виталий Сергеева “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ” ят парасси çинчен калакан 21мĕш номерлĕ Указ 2017 çулхи пуш уйăхĕн 1мĕшĕнчех тухнă пулин те, халиччен те алăра мар иккен тивеçлĕ документсем. Ак, тамаша! Мĕншĕнши? Сăмах — Виталий Ивановича...

Ак, тамаша çав. Тамашине шыраканни хамах пултăм пулĕ. Çамрăксен театрне унчченхи “Çеçпĕл” кинотеатр çуртне панине пĕлетĕр. Республика Пуçлăхĕ пынăччĕ кăшт каярах пирĕн патăмăра, юсав ĕçĕсем епле пынипе, мĕн кирлипе кăсăкланчĕ. Эпĕ те, хăшĕ-пĕри маларах чарнине шута илмесĕр, шăпăрт тăраймарăм, юсав тени хăвăртрах пултăр тесен укçатенкĕ ытларах кирлине аса илтертĕм, хамăр театрта министрсене те курас килнине систертĕм... Тамаша сăлтавĕ çакăнта пулĕ тетĕп.

Ăнланăр, ĕненĕр, хамăр “хуçасене” пулăшас тени пулчĕ çакă. Вĕсем ыйтаймаççĕ пулсан, ман мĕншĕн шăпăртах тăмалла? Каларăм... Манпа пĕрле указра пулнисене çав уйăхрах Правительство çуртне пуçтарсах чысланă терĕç. Кĕтетĕп... Артист ăсталăхĕ çакна пула хавшаман паллах. Пурнăçри çавăн пек самантсене пула чунчĕре, кăмăл, ăсталăх тата та çирĕпленет, ĕçлес те ĕçлес, çынсене усă кÿрес килет.

Вăхăт никама та шеллемест — çапать, хуçать, амантать... Хушăран йăнăш çулпа чуптарать. Çавах та юлашкинчен кирлĕ ĕç, чун апачĕ патне илсе çитерет. 1993 çултаччĕ пуласха, хуртхăмăр ĕçĕпе кăсăкланма тытăнтăм. Анне вăрçнинчен пуçланчĕ. “Тăван Атăл” журналăн юбилейĕнчен кăштах сыпса килнĕччĕ. Аннене килĕшмен çав ĕнтĕ ывăлĕнчен эрех шăрши кĕни. Ятларĕ мана тепĕр кунне. Эпĕ, намăсланнăскер, канмалли кун утара уттартăм. Вениамин ятлă утарçăпа çур кун калаçса лартăмăр. Икĕ вĕлле парса ячĕ мана. Юсарăм вĕсене... Кÿршĕ ялтан пыл хурчĕсем туянса килтĕм. Çавăнтан пуçланчĕ çак ĕçпе аппаланасси. Хамах вĕрентĕм — кĕнекесем çырăнса илеттĕм, çынсемпе канашлаттăм... Халĕ 30 вĕллене яхăн пирĕн. Канмалли кунсенче çемьене машина çине лартатăп та ялалла вĕçтеретпĕр. Унти хуçалăха та пăхсатирпейлесе тăмалла. /.../

Енчен те эпĕ Раççейре мар, пĕрпĕр ют çĕршывра çуралнă пулсан кам пулăттăмччĕши тесе те шухăшланă. Паллах, ман вĕри кăмăлтуйăмпа çухалман пулăттăм. Темле пулсан та пултарулăх тени — халăх, куракан, сцена тата ытти те — уçă сывлăш пекех маншăн...

Ĕмĕр тени пурин те иртет. Çĕрме пуяни эсĕ, вăтамрах пурăнатăни е чухăн çын шутне кĕретĕн — леш тĕнчене пĕрле нимĕн те илсе каяймастăн. Çавăнпа, тăванăмсем, пуррипе çырлахса пурăнма вĕренмелле. Кÿршĕ е паллакан çын санран пуянрах, вăйлăрах, хитререхи? Ăмсанма кирлĕ мар, сан урăх пуянлăх пурах — тăванпĕтен хи

Ирхине куçа уçсанах Турра тав тăватăп — тепĕр çутă кун кăтартнăшăн, тăвансем, çемье, сĕтел çинче апатçимĕç пурришĕн...

Йĕм çĕтсе ларман эпĕ студент чухне. Унтакунта чупкаланăпĕтĕрĕннĕ, мероприятисене хутшăннă. Фольклорпа харăсах режиссурăна та çÿренĕ. Николай Егоров профессор çаплах каларĕ: “Сан кунта йĕм çĕтсе вăрах лармалла мар, экстерн мелĕпе 4 çултах вĕренсе пĕтерсе алла диплом илмелле”. “Юрать”, — терĕм. Çапла пулчĕ те.

Кĕлпук мучиех «айăплă» эпĕ çак çулпа утнăшăн. Чăвашрадиопа «Куйкăрăш» кăларăм пыратчĕ. Ăна Н.И.Егоров профессор ертсе пыратчĕ. Тимлесе итлеттĕм. Хам та юрраташша юратакан çын та, Ухтер мучи, Кĕлпук мучи тесен — çăкăр ан çитер. Магнитофонпа çырса илтĕм Ефим Никитич çинчен хатĕрленĕ кăларăма. Ун пек сасăпа, дикципе вулама хăнăхрăм. 8мĕш класра пулчĕ ку. Концертсене хутшăнаттăм. Шупашкара та килсе кайнă. Каярах Петросян, Задорнов, Жванецкий монологĕсемпе тухрăм сцена çине.

Кĕлпук мучипе хăйĕнпе Вăрмарта тĕл пултăмăр, сĕтелпукан фабрикинче. Концерт пырать. «Халĕ эсир пурте пĕлекен паллă артист Ефим Никитин сирĕн умăрта», — тетĕп, ун пĕр хайлавне вуларăм. Хăй те пурччĕ те, халăх ун çине — ман çине, ăна — мана пăхать. Çапла паллашрăмăр.

Лавĕ, ĕçĕ çăмăл мар, паллах, артистăн. Укçатенкĕ тĕлĕшĕнчен, ăнланмалла ĕнтĕ, бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсене нихăçан та иртĕхтермен. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.