Паянхи «амазонкăсем»
Чăваш Енри ШĔМ информаци центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çулта саккуна пăснă кашни çиччĕмĕш çын — хĕрарăм. Вĕсене — 977 хĕр-хĕрарăма — преступлени çулĕ çине хÿтĕленес тĕллевпе те, ăнсăртран та тăманнине пула, этемлĕхĕн черчен пайĕ теме чĕлхе те çаврăнмасть.
«Эрешлĕ» майра
Çÿлерех асăннă преступленирен 134-шне йывăррисен шутне кĕртмелле, 92-шĕ — уйрăмах йывăррисем. Хĕрарăмсем çын вĕлернĕ тĕслĕх кăна — 13. Вĕсенчен чи «шавли» — пĕлтĕрхи пуш уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 25-ри пике хирĕçнĕ май гражданла упăшкине çурăмĕнчен çĕçĕпе чикни. Вилнин тăванĕсем хĕрарăм васкавлă пулăшăва тÿрех чĕннĕ тăк 30-ти арçынна çăлма май килетчĕ тесе шухăшлаççĕ. Анчах... тухтăрсем çитнĕ тĕле арçын сывламан ĕнтĕ. Хĕрарăм темле майпа Следстви комитечĕн ĕçченĕсен шанăçне кĕме пултарнă тата — ăна изолятора хупман, килти арестпах çырлахнă. Ури çине ятарлă сулă çакнă — вăл хĕрарăм ăçта çÿренине, арест условийĕсене пурнăçланине сăнама май панă. Анчах суд ларăвĕн вăхăчĕ çитсен хĕрарăм темле майпа çак «эрешрен» хăтăлса тарни палăрнă. Полици ĕçченĕсенчен йĕкĕлтесе тенĕ пекех вăл социаллă сетьсенчен пĕринче пÿрне кăтартнă сăнне те вырнаçтарнă.
Упăшкине вĕлерекене тупма оперативлă мероприятисем йĕр-келенĕ. ЧР ШĔМĕн Уголовлă шырав управленийĕн ĕçченĕсем каланă тăрăх, малтанах вăл республикăрах «çухалнă». Çын вĕлерни вак-тĕвек мар-çке. Оперативниксем çине тăрсах айăпланаканăн паллаканĕсем çинчен информаци пухнă. Çапла пакунлисем хĕрарăмăн Мускаври хĕр тусĕ çинчен пĕлнĕ. Ним пулман пекех пурăннă айăпли хăнара. Илем салонне ĕçе те вырнаçнă. Пĕр кунхине ун патне çÿç кастарма ятарлă çын пынă. Çапла ăна конвойпа Чăваш Ене илсе килнĕ. Суд хĕрарăма 8 çуллăха ирĕкрен хăтарнă.
«Алиса-тилĕ»
Этемлĕхĕн черчен пайĕ тунă преступленисем ют пурлăха куç хывнипе çыхăннă. Çакна криминаллă статистика та çирĕплетет. Юттине хапсăннă пикесем тĕлĕшпе пĕлтĕр 403 уголовлă ĕç пуçарнă. 261 хутĕнче çаратнă, 59 хутчен улталанă, 18 хутчен вăрра кайнă. 3 хутчен хурахла çаратнă тата вĕсем!
«Алиса-тилĕсем» питех те сăтăрла ĕçлеççĕ: ачаш та çепĕç сассипе, хитре калаçма пĕлнипе пуç çавăраççĕ. Тепĕр тесен, сасă илемлĕ пулни пĕлтерĕшлех те мар-ха. Акă Самар хĕрарăмĕ, телефонпа шăнкăравланă май хăйĕнпе «банк ĕçченĕ» тесе паллаштарнăскер, пачах та çепĕççĕн пуплемен. Вăл çынсемпе çирĕппĕн, хыттăн, тепĕр чухне вăрçăнса та сăмахланă. Наркотикпа минренĕ самантра та алла телефон тытнă, анчах çакă улталама пачах чăрмантарман ăна.
Сăмахран, Шупашкарти пĕр лавк-кан сутуçинчен вăл лешĕ çав кун 9 пин тенкĕлĕх япала туяннипе кăсăк-ланнă. Ăна-кăна тавçăрманскер ку-нашкалли пулманнине çирĕплетнĕ. «Банк ĕçченĕ» пулăшу сĕннĕ: асăннă операцишĕн тÿленĕ укçана каялла тавăрма пулать-мĕн, анчах карта номерне пĕлтермелле. Пĕр хушăран ултавçă тепре шăнкăравланă — банк тытăмне кĕмелли ятарлă пароле пĕлме. Вăл карта хуçин телефон номерĕ çине килет-çке. Шар кураканни пĕр шухăшламасăр ăна ют çынна систернĕ. Çапла майпа ултавçă 25 пин тенкĕ ытла хырса кайнă. Çак мелпе вара аферистка вун-вун çынна шар кăтартнă.
Хĕрарăм пĕрин хыççăн теприн шанăçне кĕнĕ вăхăтра оперативниксем «банк ĕçченне» тăрă шыв çине кăларассипе тимлесе ĕçленĕ. Усал шухăшлăскер тĕрлĕ çын ячĕпе илнĕ телефон номерĕпе усă курнă. Апла пулин те уголовлă шыравçăсем судпа малтан та айăпланнă наркоман хĕрарăмăн йĕрĕ çине ÿкнĕ. Вăл тĕрмене наркотиксемпе çыхăннă преступленисемшĕн лекнĕ. Хăй каланă тăрăх, шăпах унта «карточкăсемпе» ĕçлеме вĕреннĕ те. Уголовлă ĕçе суда ярса панă. Следстви версийĕ тăрăх, хĕрарăм Шупашкарта пурăнакансенчен çеç 150 пин тенке яхăн сăптăрнă. «Банк ĕçченĕ» Раççейĕн ытти нумай регионне те чылай шăнкăравланă.
Йĕрке хуралçисене те тапăнаççĕ
ШĔМ кăтартăвĕсем тăрăх, наркотик бизнесне хĕрарăмсем çулран-çул ытларах та ытларах явăçаççĕ. 2016 çулта кăна наркотиксемпе çыхăннă преступленисемшĕн 80 ытла пикене явап тыттарнă. Наркăмăшпа эрех-сăра вара кил ăшшин управçине тÿрремĕнех пĕтерет. Вĕсене пулах хĕрарăм хаярланать, «арçынланать». Ахальтен-и 66 арăм айăпланакансен сакки çине ачисене алимент тÿлеменшĕн лекнĕ.
Ÿсĕр хĕрарăмсем час-часах полици ĕçченĕсемпе харкашаççĕ, тытăçаççĕ. Ку тĕлĕшпе хулара пурăнакан 26 çулти ниçта та ĕçлемен чиперккене çитекенни пулман. Юлашки 4 çулта вăл йĕрке хуралçисене виçĕ /!/ хутчен тапăннă. Куншăн ăна штраф тÿлеттернĕ, условлă майпа айăпланă. Çак сăлтавпах пĕлтĕр тата 19 пикене явап тыттарнă.
Пикесем полици ĕçченĕсене сăмах-па вăрçнипе çырлахмаççĕ, вĕсене машинăпа та таптаççĕ. Пĕлтĕрхи ака уйăхĕнче Канашра хĕрарăм руль умне хĕрĕнкĕлле ларнă. Пушшех те, прави те пулман. Хайхискер виçĕ çуран çÿрекене таптанă. Иккĕшĕ — дежурствăра тăракан патрульнăй. Виççĕмĕшĕ — вĕсене пулăшакан дружинница. Каярах çакă уçăмланнă: пикене руль умне ларма пĕр каçлăх савнийĕ ирĕк панă. Автомашина хуçи инкек вырăнĕнчен пăрахса тарнă.
Шар курнисене больницăна илсе çитернĕ. Юрать-ха вĕсем хытах аманман. Çавăнпах пикене административлă явап тыттарнипех çырлахнă. Машина хуçи ячĕпе те протокол çырнă. Çул çинчи инкексемшĕн пĕлтĕр 4 хĕрарăма явап тыттарнă. Малтан та административлă майпа айăпланнă хыççăн руль умне каллех ÿсĕрле ларнисем — 6 хĕр-хĕрарăм. Мĕн патне çитĕпĕр-ши?!
Ольга ПАВЛОВА.
Комментари хушас