- Чăвашла верси
- Русская версия
Паян ял çыннин кĕнеке вулама вăхăт пур–и?
Интернетпа усă курма меллĕ, мĕншĕн тесен вăл кирек мĕнле ыйтăвăн хуравне те тупса парать. Унсăр пуçне литература произведенийĕсене те вырнаçтарнă унта. Хăшĕ лайăх: интернет е библиотекăра упранакан кĕнеке? Пĕр пек хурав пулмĕ. Кашниех хăй тĕрĕс тесе шухăшлать. Çапах паян библиотека хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман-ха, вăл мĕнле шайра пулни пирĕн интеллект шайне тĕкĕр çинчи пек çутатса тăрать.
Чи çывăх тăван пекех
Нумаях пулмасть Элĕк районĕн тĕп библиотекине çитсе куртăмăр. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май вулавăшăн паянхи пĕлтерĕшĕпе кăсăклантăмăр: халăха кĕнекепе тивĕçтернисĕр пуçне тата мĕнле ĕçсем пурнăçлать вăл? Унсăр пуçне тепĕр ыйту та шухăшлаттарчĕ: вулавăшсем çĕнĕ литературăпа кирлĕ шайра пуянланса пыраяççĕ-и, «тĕслĕх» ята тивĕçнĕ стандарта тивĕçтерееççĕ-и?
Библиотекăн директорĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Гордеева /вăл çак тытăмра 1989 çултанпа вăй хурать. — Авт./ каласа панинчен çакна ăнлантăмăр: вулавăш малтанхи пекех халăх юратса çÿрекен хăйне евĕрлĕ тĕнче. Районта вăй хуракан 27 библиотекарь вун пилĕк пин ытла çыншăн тăван пекех. Ахальтен каланă сăмахсем мар çаксем. Паянхи вулавăш ĕçченĕ кĕнекепе тивĕçтерекен çын çеç мар, вăл — малашлăха шанчăклă утма пулăшакан та. Çакна тĕрлĕ тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Сăмахран, кунта кулленхи пурнăç ыйтакан программăсене пурнăçа кĕртеççĕ. Акă çĕршывра кăçал — Экологи çулталăкĕ, Чăваш Енре тата — Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Шăпах çак енĕпе çĕнĕ программăсене пурнăçа кĕртессипе тимлеççĕ те библиотекарьсем. Халăха экологи тĕлĕшĕнчен çутта кăларас тĕллевпе районта «Çут çанталăка та сыхлав унки кирлĕ» программа ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн «Экологи кĕнекисене — вулавăша» ыр кăмăллăх акцийĕ йĕркеленĕ. Библиотекăсен хушшинче «Манăн пĕчĕк тăван çĕршыв: çут çанталăк, культура, халăх» проектсен конкурсне ирттернĕ. Районти пур вулавăш та хутшăннă унта. Çĕнтерÿçĕсем республика шайне тухнă — «21 ĕмĕрти библиотека» конкурса хутшăннă. Ураскилтри вулавăш «Библиотека — экологи тата культура информацийĕн центрĕ» номинацире диплома тивĕçнĕ.
«Экологие — кĕнеке урлă» чĕнÿпе иртнĕ акци вăхăтĕнче район çыннисем «Çут çанталăка юратса» кĕнеке куравĕпе, «Элĕк районĕн çут çанталăк палăкĕсем» слайдăн презентацийĕпе паллашнă. Унсăр пуçне пур вулавăшра та «Çут çанталăк тата çынсем: килĕштерсе ĕçлемелли майсем» ярăмпа темиçе мероприяти йĕркеленĕ. Ехремкассинче вара «Шăнкăрч валли — чи лайăх вĕлле» конкурс ирттернĕ. Çакнашкал мероприятисем çитĕнекен ăрăва воспитани парассинче ырă витĕм кÿреççех.
«Эпĕ кунта пурăнатăп»
Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа «Атте-анне пурри — кил илемĕ», «Çемье телейĕ — килĕшÿре», «Сăмахăм — атте-анне çинчен» тата ытти ятпа йĕркеленĕ кĕнеке куравĕсем вулавăша пыракансене кăсăклантараççех ĕнтĕ.
Района йĕркеленĕренпе кăçал 90 çул çитнĕ май куравсем кăна мар, тĕрлĕ акци те иртет. Хальхи вăхăтра «Юратнă района — ырă сĕнÿсем» ятли пырать. Çавна май районта пурăнакан кашни çын «Эпĕ кунта пурăнатăп, район маншăн питĕ хаклă» кĕнекере хăйĕн шухăшне пĕлтерме пултарать. Уявпа çыхăнтарнă сăн ÿкерчĕксен «Манăн ял историйĕ — манăн район историйĕ», «Юбилей ячĕпе, тăван район!» открыткăсен куравĕсем ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне тавра пĕлÿ альманахĕ те кун çути курнă.
Кусем — вулавăш ĕçченĕсен вăйĕпе, пуçарăвĕпе пурнăçланакан проектсем. Библиотека алăкĕсем яланах уçă пуласси кĕнеке фондне çĕнетсе, пуянлатса тăнинчен те нумай килет. Ку енĕпе вара библиотекăсем хăйсем пулăшу кĕтеççĕ. Элĕкри лару-тăру мĕнлерех-ха?
Раиса Гордеева пĕлтернĕ тăрăх, юлашки çулсенче çĕнĕ кĕнеке туянас ĕçре йывăрлăхсем çук мар. Малалла вулас...
Комментари хушас