Паян республикăри тÿре-шара халăхпа тĕл пулчĕ
Паян Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Халăхпа йĕркелекен йăлана кĕнĕ тĕлпулăва "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕн - тĕп редакторĕн заместителĕ Дмитрий Моисеев (сăнÿкерчĕкре сулахайри) та хутшăнчĕ.
Дмитрий Андреевич Канаш районĕнчи Ачча тата Янкăлч ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе курнăçрĕ. Вĕсене вăл республикăpи, районти чиновниксемпе пěpле регион аталанăвĕпе, умра тăракан тĕллевсемпе паллаштарнипе пĕрлех халăха канăçсăрлантаракан ыйтусене те уçăмлатрĕ. Ĕç коллективĕсенче пулнă май çынсене харпăр хай ыйтăвĕсемпе те йышăннă.
"Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕн - тĕп редакторĕн заместителĕ Дмитрий МОИСЕЕВ:
- Эпир, ЧР Конкуренци политикипе тариф службин ертÿçи Марина Кадилова, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн çумĕ Татьяна Иванова, тĕрлĕ ял çыннисемпе курса калаçрăмăр. Паян ял çыннисене мĕн пăшăрхантарать? Çывăх вăхăтра татса памалли ыйтусен йышне хăшсене кĕртеççĕ вĕсем? Пĕрлехи информаци кунĕн тĕллевĕ çав ыйтусене татса пама пулăшасси.
Йăлмачча ялĕнче пурăнакансем çĕнĕ ФАП тунипе кăмăллă, халĕ вĕсем клуб хута ярасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, анчах сĕт хакĕ кунран-кун чакнишĕн тарăхаççĕ. "26 тенкĕрен 20 тенке çитерчĕç. Малашне мĕн пулĕ?" - пăшарханаççĕ ял çыннисем. Татмăшра пурăнакансем Интернет лайăх ĕçлеменнипе кăмăлсăр. Информаци кунĕнче хускатнă ыйтусене яваплă ведомствăсем пĕр уйăхран кая юлмасăр хурав парĕç. Чăваш наци телевиденине спутник урлă кăтартма пуçланишĕн ял халăхĕ чăннипех савăннă.
Палăртса хăварар: "Хыпар" Издательство çурчĕн кăларăмĕсене Канаш районĕсем юратса вулаççĕ. "Хыпара", "Хресчен сассине", "Çамрăксен хаçатне" чылайăшĕ чăтăмсăррăн кĕтет-мĕн.
Комментари хушас