Паян Иосиф Дмитриев режиссер 70 çул тултарнă

27 Çĕртме, 2017

Паян Чăваш Енри хăйне евĕр режиссерсенчен пĕри, сцена ăсти, поэт, куçаруçă, драматург, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕ Иосиф Дмитриев-Трер 70 çул тултарчĕ.

Пултаруллă çак çынна аслăрах ăрурисем 1970 çулта Çеçпĕл сăнарне ĕнентерÿллĕ калăпланипе нумайлăха астуса юлнă пулсан, паян унпа ĕçлекенсем тата театр ÿнерне каçăхса каясла юратакансем унăн режиссерла тарăн шухăшлавне, анлă тавракурăмне, пур енлĕ ăсталăхне палăртаççĕ.

Çĕрпÿ районĕнчи Йÿçкассинче çуралнăскер 1972 çулта Ленинградри патшалăх театр, музыка тата кинематографи институтĕнче актер уйрăмне, 1980-мĕш çулта Мускаври А. В. Луначарский ячĕллĕ театр искусствин институтне вĕренсе пĕтернĕ. Унтанпа Иосиф Александрович тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ май пултарулăха тĕрлĕ енлĕн туптанă-тĕрĕсленĕ. Вăл - актер та, режиссер та, драматург та, театровед та, поэт та. Кунта асăннисенчен хăшĕ сире çывăхрах тесе ыйтсан Иосиф Александрович: "Уйăрса калайман пулăттăм", - терĕ. "Пĕр вăхăтра эп поэт пулнă, тепĕр саманара - режиссер, актер. Картлашкаран картлашкана хăпарса çитни Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçленĕ чух "Этнотеатральные формы в чувашском обряде" монографи кăларни тесе шухăшлатăп", - палăртрĕ Иосиф Дмитриев "Хыпар" издательство çурчĕ паян телефонпа çыхăнсан.

"Хисеплĕ ĕçтешĕмĕрĕн юбилей каçне театрта çĕнĕ сезон уçăлсан, кĕркунне, ÿнер каçĕ ирттерсе сумлăн уявлăпăр", - пĕлтерчĕ театрăн пресс-секретарĕ Надежда Андреева.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас