Паян Чăваш Енре педагогсене чысларĕç
7 Oct, 2017 | Вĕрентÿ | уявсем
Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче Учитель кунне халалланă савăнăçлă мероприятире педагогсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раççей Патшалăх Канашĕн Думин депутачĕсем Алена Аршинова тата Николай Малов саламларĕç
Михаил Игнатьев ятлă-сумлă педагогсене Чăваш Республикин патшалăх тата Раççей Федерацийĕн наградисемпе чысларĕ. Унсăр пуçне Учитель кунĕ ячĕпе ирттернĕ мероприятире вĕрентекенсен хор коллективĕсен Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă республикăри конкурсĕн финалĕ иртрĕ. Пĕрремĕш номинацире вырăсла юрласа Улатăр районĕнчи хор мала тухрĕ, иккĕмĕшĕнче чăвашла шăрантарса – вăрмарсем. Жюри çавăн пекех канашсен пултарулăхне уйрăммăн хакларĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата кану çуртне каймали путевкăсемпе хавхалантарчĕç. 
 
Валентина СМИРНОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас