«Паттăрсен аллейинче» - çĕнĕ палăк

20 Çурла, 2015

Шупашкартан çитнĕ йышлă хăнасене Шăнкăртам ял халăхĕ тутар апат-çимĕçĕпе, ташши-юррипе кĕтсе илчĕ. Кун пек сумлă делегаци республикăри чи пысăк ялта та тăтăш пулмасть-çке-ха. Хăнасем те икĕ наци çыннисем килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнакан тăрăхра пулма, халăхпа канашлама, уяв туйăмне пĕрле пайлама кăмăллă пулнине пытармарĕç. Ара, сăлтавĕ те пĕчĕк мар: Шăнкăртам ялĕн варринче вырнаçнă Астăвăм мемориалĕнче çĕнĕ палăк уçăлать-çке - Сывлăш çарĕн хăватлă техники - МИ-2 вертолет кунта яланлăх хăйĕн вырăнне йышăнать.

Çак пулăмăн кĕске историйĕ çапла: Мускав, Тĕп регион тата Чăваш Ен муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ, Шăнкăртамра çуралса ÿснĕ Альбир-хазрат Крганов вăрçăран тăван кĕтесне таврăнайман ентешĕсене сума суса тата вĕсен ячĕсене халăх асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр упраса пурăнмалла тăвас тĕллевпе Канаш районĕн мухтавлă ывăлĕнчен - Раççей Геройĕнчен, авиаци генерал-лейтенантĕнчен Николай Гавриловран палăк вырăнне лартмашкăн çар техники тупса пама пулăшу ыйтнă. Вăл килĕшнĕ. Кĕçех Шăнкăртама ку ыйту ăнăçлă татăлни çинчен пĕлтернĕ. Сăмах май каласан, ку - тăван республикăмăр çĕрĕ çинчи çавăн евĕрлĕ саккăрмĕш палăк. Çĕршыври ытти регионрине шутласан - вуниккĕмĕш. Вĕсем пурте пирĕн ентешĕн, Раççей Геройĕн пуçарăвĕпе яланлăхах хăйсен вырăнне тупнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене тĕппипех çапса аркатса Европăна ирĕке кăларнă аслă ÿсĕмри тăванăмăрсен, Афганистан вăрçинче çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă тата Çурçĕр Кавказри юнлă хирĕçтăрусенче çĕршыв тытăмне упраса хăварнă ентешĕмĕрсен паттăрлăхне манмасăр чĕрере тытма, вĕсен тĕслĕхĕпе çамрăк ăрăва хавхаланса ÿсме, вĕренме, пурăнма лартнă палăксем.

Савăнăçлă митинга уçса Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов сăваплă пулăма хăйсен тÿпине хывнă кашни çынна, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева, Раççей Геройне Николай Гаврилов генерал-лейтенанта тата Альбир-хазрат Крганов муфтие уйрăммăн чĕререн тав турĕ.

Республика ертÿçи çак астăвăм вырăнĕ ĕмĕр манăçми мухтав символĕ кăна мар, халăхсен пĕрлĕхĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ палли те пулмаллине аса илтерчĕ. «Влаç, тĕн ĕçченĕсен тата общество пĕрлĕхĕсен пĕрлехи ĕç-хĕлĕпе тăван республикăра эпир ялан упракан хаклăхсене пуянлатма тăрăшатпăр. Çакăн пек çĕнĕ астăвăм мемориалĕсем уçăлни çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республикăри кашни çын ирĕклĕхпе тăнăçлăхшăн пуç хунă паттăрсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытма тивĕçлĕ. Çакă уйрăмах халĕ, анăçри çĕршывсен ертÿçисем совет салтакĕн паттăрлăхне, вĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тунă Çĕнтерĕвĕмĕрĕн пĕлтерĕшне пĕчĕклетме тăрăшнă чухне, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хамăр паттăр ентешсен ырă тĕслĕхĕпе ÿсекен тата килес çамрăк ăрусем малашне те тăван çĕре, çуралнă кĕтесе, тăнăçлăхпа ирĕклĕхе ялан упрасса эпĕ çирĕп шанатăп», - палăртрĕ Михаил Васильевич. Вăл Раççей Геройне Николай Гаврилова ентешсен паттăрлăхне упрама тăрăшнăшăн, çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн чĕререн тав турĕ.

Каласа хăварас пулать, Шăнкăртамсен «Паттăрсен аллейинче» халиччен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайманнисен ячĕпе лартнă палăк, Афганистан вăрçинче пуç хунă 19 çулти Минайхадер Валитовăн асăну стели тата ытти палăк пулнă. «МИ-2» вертолет-палăк хыççăн кунта М-30 гаубица вырăн тупĕ.

Савăнăçлă митингра РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Олег Мешков, РФ Общество палатин членĕ Альбир-хазрат Крганов, Тутар Республикин муфтийĕ Камил Семигуллин, Афганистан вăрçин ветеранĕ Талгат Абейдулов тата хальхи вăхăтра çар тивĕçне пурнăçлакан салтакăн амăшĕ Чулпан Сафьянова сăмах каларĕç. Шăнкăртам ялĕнчи аксакалсен канашне, мемориал комплексне тÿлевсĕр тирпей-илем кĕртекенсене, МИ-2 вертолета илсе килсе вырнаçтарма ниме мелĕпе 280 пин тенкĕлĕх пулăшу кÿнисене тав турĕç. Раççей Геройĕ çамрăксене Тăван çĕршыва юратма, летчикăн паттăр профессине алла илме сунчĕ. Ун хыççăн пурте пĕрле çĕнĕ палăк çинчи каркăçа сирчĕç, ун умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Хурава ăшпиллĕ тĕлпулура шырарĕç

М.Игнатьев ертсе пыракан делегаци çав кунах Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин тытăмĕнчи «Турханти психоневрологи интерначĕ» бюджет учрежденийĕн ĕç-хĕлĕпе тĕплĕ паллашрĕ, Сиплев çурчĕн медицина блокĕнче, пурăнмалли пÿлĕмсенче пулчĕ, территорие пăхса çаврăнчĕ, унта ĕçлекен коллективпа курнăçрĕ.

1943 çулхи апрель уйăхĕнче уçăлнă инвалидсен çурчĕ 1968 çултанпа психоневрологи учрежденийĕ шутланать, вăл 24 çуртпа сооруженирен тăрать. Пĕтĕмпе 247 койка-вырăн. Ытларах - пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнри сусăрсем, чылайăшĕ нерв тытăмĕ пăсăлнипе аптăрать. Интернатăн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме, вăл шутра çывăрмалли корпуссене, апат-çимĕç блокне, газ котельнăйне тĕпрен юсама тĕрлĕ бюджетран 6,8 млн тенкĕ куçарнă. Кăçал ытти тĕллевпе тепĕр 4,6 млн тенкĕ килмелле. Тĕрĕслев вăхăтĕнче палăртнă çитменлĕх-кăлтăка интернат дирекцийĕ кĕске вăхăтрах пĕтерме шантарчĕ.

Михаил Игнатьевпа Вадим Николаев сенатор, район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Михаил Петровпа Николай Глухов, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Сымов интернат коллективне уçă калаçăва чĕнчĕç, кунти ĕçченсен вуншар ыйтăвне хуравларĕç. Икĕ енĕшĕн те питĕ кирлĕ уçă калаçу пулчĕ. «Ыйтусем» тенĕрен, вĕсем Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнчи культура çуртĕнче Патăрьел район халăхĕпе йĕркеленĕ тĕлпулура та чылай çĕкленчĕç. Тем те хумхантарать ял çыннине - сĕт хакĕнчен пуçласа суйлав таранах. Çакăн пек курнăçу-тĕлпулура палăрать те халăхăн шухăш-кăмăлĕ. Ăна уççăн пĕлсе тăни ертÿлĕхе хăйĕн ĕçне тĕрĕс йĕркелеме пулăшать.

Юрий ЛИСТОПАД.

Cap.ru сайтри сăнÿкерчĕк