Паттăр хĕр салтак

7 Çу, 2016

Тутар республикинчи Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă, паян Шупашкарта пурăнакан Вера Рекеева — вăрçă ветеранĕ. Тăшмана аркатассишĕн паттăррăн çапăçса нумай наградăна тивĕçнĕ вăл. Вĕсен йышĕнче Паттăрлăх орденĕ, Жуков орденĕ тата ыттисем те. Чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевпа тăван лекекен паттăр хĕрарăмăн вут-çулăм витĕр тухнă вăхăтсене аса илсе каласа кăтартмалли те сахал мар.

— Вăтам хресчен çемйинче ÿснĕ эпĕ. Атте 27 çултах чирлесе вилнĕрен анне пирĕнпе, тăватă ачипе, пĕчченех юлчĕ. Аттен шăллĕ вилсен инке тепĕр хутчен качча тухрĕ. Икĕ ачинчен пĕрне илсе кайрĕ, теприне аннепе хăварчĕ, — калаçăва пуçларĕ Вера Николаевна.

Çапла Иустиния Прохоровна пилĕк ачана ура çине тăратнă. Паллах, çăмăл пулман. Тертлĕ-нушаллă пурнăçа сахал мар ас тивнĕ. Граждан вăрçи хыççăн çĕршыва ура çине тăратмалла пулнă. Колхозсем йĕркеленме тытăнсан ĕç укçи те, пенси те пулман. Выльăх-чĕрлĕх усраса, ăна сутса çеç саплаштарнă.

Çакна та каламалла. Амăшĕ хăй çуратнă тăватă ачине те фронта ăсатнă. Телее, пурне те каялла чĕрĕ-сывă кĕтсе илнĕ вăл. Федор танкист пулнă. Шупашкарта пурăннă. Александр — пулеметчик. Паян Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ. Лиза вара Теччĕре пурăнать. Аппăшĕпе йăмăкĕ вăрçăра та пĕрлех — пĕр батальонрах — пулнă, взвочĕ çеç тĕрлĕрен.

Кашни ачи вĕрентекен иккенне те палăртмалла. Амăшĕ пурне те аслă пĕлÿ пама ăнтăлнă. Кăнна Кушкинчен тухнă паллă чăвашăмăртан юлас темен ахăр. Иустиния Прохоровна хăй те хутла пĕлме ĕмĕтленнĕ-ха. Ача чухне тусĕпе ялтан Чĕмпĕре 50 çухрăм çуран утнă вĕсем. Анчах шкул çулне çитменскерсене Илья Ульянов йышăнайман. Хĕр пĕрчисене çĕр каçарса апат çитернĕ хыççăн тăван ялне ăсатнă. Укçа-тенкĕ çитменрен тепĕр çул ашшĕ-амăшĕ хĕрĕсене чăваш шкулне ярайман.

— Кукаçи виличчен аннесем аванах пурăннă-ха. Арман та тытнă, выльăх та усранă. Анчах кайран килĕнче турăшсем тытнăран мĕнпур пурлăхне илсе тухса кайнă. Ачисем выçă юласса та пăхман. Аран чĕрĕ юлнă вĕсем. Кукамайăн кайран та, ыттисем килĕнче турăшсем тытма тытăнсан та ку кĕтес çукчĕ. Асаннен пурччĕ, тĕрленĕ ал шăлли çакса илемлетнĕччĕ ăна. Кун пирки кукамайран ыйтсан: «Турă чунра пулмалла. Шăпах вăл пире выçă вилесрен пулăшрĕ те», — тенĕччĕ, анчах килĕнче турăш текех тытмастчĕ, — тет Вера Николевна хĕрĕ Елена.

Ыран вăрçă тухсан...

Ялта 7 класс вĕреннĕ хыççăн Вера Рекеева Пăвари педагогика училищинче ăс пухнă.

— Унта çар ĕçне те хăнăхтаратчĕç: пăшал салатса-пуçтарма, пеме. Çавăнта эпĕ «Ворошиловский стрелок» паллăна та тивĕçрĕм. Ун чухне урана тăхăнмалли нимĕн те çукчĕ. Калуш хаклăччĕ. Мана тĕл пенĕшĕн шăпах калуш парнелерĕç — çав тери савăнтăм. Иккĕмĕш курсра вĕренекен тĕреклĕ те пултаруллă хĕрсене çар лагерьне яратчĕç. 20 хĕртен тăватсăмăра суйларĕç. Мана пĕрремĕш курсрах илчĕç. Çапла икĕ çул та пултăм лагерьте. Стройпа уттаратчĕç. «Если завтра война...» юрлаттаратчĕç. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме ун чухнех хатĕрленĕ-тĕр пире, — тет ветеран салтак.

Училищĕрен вĕренсе тухсан икĕ çул Пăвара, кайран çулталăк хăйсен ялĕнче кĕçĕн классене вĕрентнĕ вăл. Унтан Чĕмпĕрти пединститута вĕренме кĕнĕ. Анчах шăпах çав вăхăтра укçа тÿлемелле тунă та — вĕренĕве пăрахма тивнĕ. Çапла Вера тăван районне таврăннă, Тарханпуç ялĕнче ĕçлеме тытăннă. Унтах вăл салтакран тин таврăннă пограничникпе Василий Егоровпа паллашнă.

Анчах... Çулла вăрçă пуçланнă. Василий фронта тухса кайнă. Вера шкулта ĕçлеме юлнă.

— 1942 çулта çар комиссариатне чĕнтерчĕç. Комисси витĕр кăларчĕç те пĕр эрнерен йыхрав хучĕ ячĕç. Районтан 8 хĕрача суйларĕç. Теччĕне 40 километр çуран утрăмăр. Унтан Шупашкара илсе килчĕç. Кунта çыхăнăвăн полк шкулĕ пурччĕ. Хĕрсене вĕрентетчĕç унта. Виçĕ батальонччĕ. Эпĕ морзисткăсене хатĕрлекеннине лекрĕм, — паттăрлăх çулĕ еплерех пуçланнине каласа кăтартать Вера Николаевна.

4 уйăх вĕреннĕ хĕрсем. Çак тапхăрта пушмакĕсем те çĕтĕлнĕ. Тумтирпе те тÿрех тивĕçтереймен. Апла пулин те сивĕре те, лачакара та стройпа утнă вĕсем.

— Астăватăп: пĕрре çапла «Бой за Сталина» тесе юрласа утатпăр. Хамăр формăпа та мар. Пĕр шурă сухаллă старик пире пуçне сулласа пăхса юлчĕ, — каласа кăтартать хĕрарăм.

Çăлăнăç кÿнĕ садсем

Çапла раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче хĕрсене Канаш, Самар урлă Эрĕнпура илсе çитернĕ. Шăпах кунта чаç йĕркеленнĕ те. Дон хирĕсенче вырнаçтарнă казармăсенчи улăм сарнă нарсем çинче выртса пурăннă пĕр хушă.

— Унтан Сталинград фронтне ячĕç, анчах палăртнă вырăна çитеймерĕмĕр. Хулана тăшман çавăрса илме пуçланăччĕ. Çапла Сарă ту облаçĕнче Атăл хĕрринчи çĕр пÿртсенче икĕ уйăх тăтăмăр. Çуркуннене хирĕç эшелонсене лартса Курск пĕкки енне ăсатрĕç. Хăвăрт кайма çукран майĕпен-майĕпен куçрăмăр. Эшелон темиçе хутчен те бомба айне пулчĕ. Белгород патĕнче пĕр лапă вырăна антарчĕç.

Ун чухне çапăçусем пуçланманччĕ-ха. Çавăнпах малтан штабра ĕçлерĕм. Дежурствăра ларатăп пĕррехинче. Линие пĕр чарăнми тĕрĕслемелле: «Эпĕ — хурăн. Юман, мана илтетĕн-и?» — ыйтмалла тăтăш. Лини вĕçĕнче каччă сасси илтĕнчĕ. Эпĕ ăçта çуралнине ыйтрĕ вăл. Хăй Шупашкартан иккенне пĕлтерчĕ. «Эпĕ те чăваш» тетĕп çакна. Хурлăхлă та çав тери туйăмлă чăваш юрри шăрантарчĕ хăйне Тимофей тесе паллаштарнăскер. Анчах кайран çыхăну татăлчĕ — пире нумай калаçтармарĕç. Тепĕр кун та çыхăннă вăл, ун чухне мана урăх ĕçпе янăччĕ ĕнтĕ.

Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Курск пĕккинче чăн-чăн ахăрсамана пуçланчĕ. Питĕ хăрушăччĕ. Сывлăшра — самолетсем, çĕрте — танксемпе çынсем. Пĕтĕмпех вут-çулăм ăшĕнче, ура айĕнче çĕр чĕтрет...

Малалла — Полтава, çунакан Харьков, Днепропетровск, Вознесенск... тата ытти нумай хулана ирĕке кăларнă. Çу уйăхĕнче Тирасполе çитрĕмĕр. Унта пĕр хÿтĕлевре 3-4 уйăх тăтăмăр. Нимĕç Турци крепоçĕнче çирĕпленнĕччĕ. Вĕсем — çÿлте, эпир — аялта. Тăшман пире ал лаппи çинчи пек куратчĕ. Юрать Тираспольте сад нумайччĕ. Вĕсем пире çăлса хăварчĕç те.

Малярипе чирлекен нумайăн пулчĕ. Мана та лекрĕ. Сипленме тиврĕ. Нимĕçсене улталаса, пысăк çухатупа пулин те, Днепр урлă каçрăмăрах, Молдавие кĕтĕмĕр, Румыние çитрĕмĕр. Болгари вара пире чечекпе кĕтсе илчĕ.

Европăна кĕрсен фронт ансăрланчĕ. Çавăнпа пире çар ĕçĕнчен хăтарса Румынипе Болгарире çыхăну тытма хăварчĕç. Эпир киле таврăничченех унта пултăмăр, — аса илет салтак.

Пысăк та туслă çемье

— Пĕр лаша кăначчĕ пирĕн. Унпа штаб хучĕсене, оборудование турттараттăмăр. Хамăр хул урлă пăшал çакса çуран утаттăмăр. Тепĕр чухне нимĕç вăйлă чакнăран кунне 40-50 çухрăм та малалла каяттăмăр. Кухня пирĕн хыççăн ĕлкĕрейместчĕ те. Çавăнпах вилнĕ лаша тирĕсене пухса, çынсенчен юлнă савăт-сапапа кирпĕч çине лартса яшка пĕçереттĕмĕр.

Пĕрре çапла те снаряд вĕçсе иртрĕ, те хам асăрханса çитереймерĕм — яшка алă çине тăкăнчĕ те сылтăм алă чавса таран пиçсе кайрĕ. Санчаçе ячĕç. Санитарсемпе пыма хушрĕç. Анчах эпĕ чăтаймарăм. Тухса утрăм. Кунĕпе кайрăм. Каçпа пĕр поселока кĕтĕм. Тĕттĕмччĕ ĕнтĕ. Хăть те хăш пÿрт те салтаксемпе тулнăччĕ. Виççĕмĕш çурта кĕрсен алăк урати çинех вырнаçрăм та винтовка çине таянса çывăрса кайрăм. Ирхине малаллах утрăм — Вознесенска çитмелле. Пĕр машина чарăнчĕ. Пĕр-пĕр пуçлăхчĕ-тĕр. Ăçта кайнипе кăсăкланчĕ. «Большаков хуçалăхĕнчен» тетĕп хайхине. Çитерме шантарчĕ. Вознесенска кĕнĕ чухне çул айлăмалла анать. Нимĕç пире çÿлтен курса тăнă иккен. Пăшалтан пеме тытăнчĕ — курăнман вырăна кĕрсе тартăмăр. Çитрĕм çапла хамăрăннисем патне. Çурт умĕнче командир ассистенчĕ тăратчĕ. Вăл мана тăрук çĕре туртса антарчĕ. Ман хыçран снаряд вĕçсе пынă-мĕн. Эпĕ çакна сисмен те.

Батальон комсоргĕ Катя Чербакова мана, хăрах алла çыхнăскерне, вăрçма тытăнчĕ. Çав каçах пĕр ĕçе кайма пĕр çын çитместчĕ хăйсен — эпĕ килĕшрĕм. Пĕр пĕчĕк çуртра вырнаçса çыхăну йĕркелерĕмĕр. Çĕрĕпе снаряд ÿкрĕ. Кĕленчесем юлмарĕç. Темĕн чухлĕ çын вилчĕ. Çавăнтан та чĕрĕ тухрăмăр. Нимĕç каялла чакма çапла хÿтĕленнĕ иккен.

Тылра шиклентернĕ-тĕр. Фронтра эпир хăрама та пĕлмен. Пĕр-пĕрне хавхалантараттăмăр, пулăшаттăмăр. Виçĕ çул пурăнтăмăр унта. Çак тапхăрта пĕр-пĕрне вăрçман та, çилленмен те, кÿренмен те. Пĕр пысăк та туслă çемье пулнă эпир. Ун пеккине халĕ кунта тупаймастăн та. Нăйăлтатакан та пулман. Çĕнтерÿшĕн тăрăшнă. Наградăсем илессишĕн, хисепе тивĕçессишĕн мар, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн вутта кĕнĕ.

Пурне те каласа пĕтерес те çук. Хăрушă самантсем юнлă вăрçă хирĕнче нумай пулнă паллах, — тет чыса тивĕçскер.

Савнă тăван ял

1945 çулхи çурла уйăхĕнче Вера тăван ялне çĕнтерÿпе таврăннă. Çулталăк ĕçлесен Шупашкара педагогика институтне вĕренме килнĕ. Тăватă çул вĕреннĕ хыççăн чăваш хĕрне Канаш районĕнчи Янкăлча янă. Виçĕ çултан Вера Николаевна каялла Тутар республикине таврăннă. Ăна çамрăк чухне паллашнă пограничник Василий килсе илнĕ.

Вăрçă пуçлансанах Ленинград фронтĕнче пулнă Василий Егоров. Ку хулана ирĕке кăларсан разведчик Сталинграда çитнĕ. Политрук вăйлă аманса чутах вилмен те. Сталинграда та ирĕке кăларсан Василий Ивановича летчике вĕренме янă. Берлина вăл самолетпа бомба пăрахса кĕнĕ.

Çапла икĕ салтак пĕрлешсе Большие Торханы ялта тĕпленнĕ. Вера Николаевна шкулта хими вĕрентнĕ, мăшăрĕ тĕп бухгалтерта тăрăшнă. Икĕ ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Шел, ывăлĕ инкеке пула пурнăçран ир уйрăлнă. Хĕрĕ Елена Шупашкарта пурăнать. Мăшăрĕ çĕре кĕнĕренпе, 1982 çултанпа, Вера Николаевна та Чăваш Ен тĕп хулине куçса килнĕ. Пĕчченех пурăнать вăл. Хĕрĕпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, паллах, куллен хăнана пыраççĕ.

Тăван тăрăхне те манмасть вăл — чунĕ унтах туртать-тĕр, ахальтен-и 97-е кайнă пулин те кашни çуллах унта кайса пурăнать. Вăхăта та ахаль ирттермест вăл — алă ĕçĕ тăвать, чăлха-нуски, пукан витти çыхать.

Татьяна НАУМОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.