Паттăр артист

Шупашкарта Зоя Яковлева урамĕ пур. Çак çын кам пулнине, мĕнле ĕçпе палăрнине пĕлес килет.

И.АНИСИМОВА.

Тăвай районĕ.

Зоя Титовна Яковлева актриса /сцена псевдонимĕ - Павлова/ 1898 çулта Шупашкарта çуралнă. 1924 çулта Хусан театр студийĕнчен вĕренсе тухнă. 1918-1922 çулсенче Шупашкарти халăх çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ театр коллективĕнче, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн вырăс труппинче ĕçленĕ. 1925-1938 çулсенче - Брянск тата Бежецк хулисен, Вологда тата Ленинград облаçĕсен театрĕсен артисчĕ. 1938-1944 çулсенче А.М.Горький ячĕллĕ Крым драма театрĕн /Симферополь хули/ сцени çинче вылянă. 100 ытла сăнар калăпланă. Вĕсен шутĕнче: Наташа /М.Горький, "На дне"/, Акулька /И.Спажинский, "Старые годы"/, Улита /А.Островский, "Лес"/ т.ыт.те.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Крымра подпольщиксен "Кăйкăр" ушкăнĕнче тăнă. Артистка разведкăна çÿренĕ, вăрттăн информаци пухнă, листовка салатнă... Пĕррехинче ăнсăртран тăшман аллине лекнĕ. 1944 çулта хулана ирĕке кăлариччен виçĕ кун маларах фашистсем З.Яковлевăна театрăн çичĕ ĕçченĕпе пĕрле асаплантарса вĕлернĕ. Ентеше Симферополь хули çывăхĕнчи Дубкири тăванла масарта пытарнă.

Крым подпольщикĕсен паттăрлăхне А.Васильевпа Л.Эльстон пьесисемпе лартнă "Актеры" /Мускав, 1949/ тата "Они были актерами" /Крым драма театрĕ, Симферополь/ спектакльсене, "Они были актерами" илемлĕ фильма /"Мосфильм", 1982/ халалланă. Шупашкарти Вырăс драма театрĕ "Актриса" спектакль /М.Удалов/ лартнă. Тĕп сăнар прообразĕ - З.Яковлева.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.