Патшалăх тытăмĕнче карьера кунĕсем йĕркелĕç

12 Пуш, 2020

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Патшалăх управленийĕн тытăмĕн ĕçне çамрăксене явăçтарассипе çыхăннă хушма мерăсем» Указ алă пуснă.

Влаç органĕсем палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçламашкăн опытлисемпе пĕрлех çĕнĕ шухăшлавлă, пуçаруллă çамрăксем тăрăшни пĕлтерĕшлĕ. Маларах кадрсем тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлерех пулнине тĕрĕсленĕ: юлашки çулсенче патшалăх тытăмĕнче 30 çула çитмен специалистен йышĕ чакни палăрнă. Çак тытăмра студентсене практика тухмалли ĕç-пуçа та йĕркелесех çитереймен-мĕн. Пĕлтĕр республикăри влаç органĕсенче пурĕ 205 студент практика тухнă, вĕсенчен çурри ытла И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренет.

Олег Николаев алă пуснă Указăн тĕллевĕ — лару-тăрăва лайăхлатасси. Хушупа килĕшÿллĕн кăçалхи ака уйăхĕнчен пуçласа çулсерен патшалăх тытăмĕнче çамрăксене ĕçе вырнаçас тĕлĕшпе пулăшмашкăн карьера кунĕсем ирттерĕç. Ку яшсемпе хĕрсене патшалăх управленийĕн тытăмĕ пирки анлăрах пĕлме, кăсăклантарма, тĕрлĕ енлĕн аталанма май парĕ.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. 

Комментари хушас