Патшалăх пĕлтерĕшлĕ мероприяти

7 Утă, 2015

Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительствин Пĕтĕм Раççей ялхуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ пухăнчĕ. Курав конференцийĕ мелĕпе йĕркеленĕ ĕçлĕ калаçăва район-хула администрацийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç, ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

Малашлăх программине хатĕрлемелли çăлкуç

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - ялхуçалăх çыравне хатĕрленсе чи малтан пурнăçламалли мероприятисемпе - Чăвашстат ертÿçин çумĕ Любовь Петрова паллаштарчĕ. Федерацин "Пĕтĕм Раççей ялхуçалăхĕн çыравĕ çинчен" саккунĕпе килĕшÿллĕн ăна çĕршывра вунă çулта пĕр хутран кая мар йĕркелемелле. Юлашки çырав 2006 çулхи июль уйăхĕн 1-25-мĕшĕсенче пулнă. Вăл Раççей статистикин тытăмĕшĕн паллă пулăм шутланнă. Çакăн йышши тĕпчеве 1920 çултанпа туман. Ялхуçалăхĕн 2006 çулхи çыравĕ экономикăн аграри секторĕн хальхи условисенчи аталанăвĕ çинчен тулли те тĕрĕс информаци панă пĕрремĕш çăлкуç, ял пурнăçĕнчи çĕнетÿ тапхăрĕн пуçламăшĕ пулса тăнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса асăннă отрасле 2008-2012 çулсенче вăй илтермелли патшалăх программине хатĕрленĕ.

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2013 çулхи апрель уйăхĕн 10-мĕшĕнчи 316-мĕш йышăнăвĕпе черетлĕ çырав çитес çулхи июль уйăхĕн 1 - август уйăхĕн 15-мĕшĕсенче иртмелле. Тĕллевĕ çĕршывăн ялхуçалăх тытăмĕ тата тăрăмĕ, ресурс хăвачĕ /çĕр лаптăкĕ, акса-лартса тăвакан уй-хир, сад, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк йышĕ/ çинчен чăнлăхпа килĕшсе тăракан кăтарту пухассипе, статистикăн суйласа илсе тĕпчев ирттермелли тытăмне çĕнетессипе çыхăннă.

Пур енлĕ тишкерÿ шутланакан çырав ялхуçалăхĕн мĕнпур аспектне пырса тивет тата вĕсене аталантармалли прогноз тума, тавар кăларакансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли çĕнĕ мерăсем çирĕплетме кирлĕ информаци пухма май парать.

Любовь Арвидсовна палăртнă тăрăх - пулас çыравăн программине 2006 çулхинчен улăштарнă, объектсем тăрăх информаци илмелли меслетлĕхпе мелсене çĕнетнĕ, хуравламалли ыйтусене анлăлатнă.

Кăтартусене хÿтлĕхпе тивĕçтереççĕ, çырав хутĕнче уйрăм çыннăн ячĕ-шывне, адресне палăртмаççĕ, хуравсен чăнлăхне тĕрĕслемеççĕ.

Çыравçăсем планшетлă компьютерсемпе усă курĕç.

Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрленмелли ĕçсем пуçланнă ĕнтĕ, Росстатăн 2015 çулхи март уйăхĕн 19-мĕшĕнчи хушăвĕпе муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче 2-шер çынна йышăннă: май уйăхĕн 5-мĕшĕнчен ялхуçалăх çыравĕн уполномоченнăйĕсене район-хулара çирĕплетнĕ, июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен - список хатĕрлекен специалистсене. Август уйăхĕнче 107 регистратора суйласа илсе вĕрентĕç. Тĕп мероприятие ирттермешкĕн килес çул инструкторсемпе çыравçăсене çирĕплетĕç.

 

Кашни лаптăка шута илмелле

Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова Пĕтĕм Раççей ялхуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне хатĕрленсе ирттернĕ тапхăрта ведомствăсен хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусен ыйтăвне хускатрĕ. Çак тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ кăçалхи март уйăхĕн 13-мĕшĕнче ятарлă йышăну кăларнă тата правительство комиссийĕ йĕркеленĕ. Кунашкал тытăма район-хулара та туса хунă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвне пурнăçласа Чăвашстат муниципалитет районĕсем /хула округĕсем/ тăрăх çĕр лаптăкĕсен харпăрлăхçисем, вĕсемпе усă куракансем, арендаторсем, хуçисем, выльăх-чĕрлĕх йышĕ, харпăр хăй хуçалăхне тытса пымалли тата пурăнмалли çуртсем пирки тулли информаци памашкăн ыйтса ЧР Ялхуçалăх министерствине, Росреестрăн республикăри управленине, Росреестрăн кадастр палатин филиалне, "Раççей сад ĕрчетекенĕсен союзĕ" общество организацийĕн регион уйрăмне, район-хула администрацийĕсене тата ытти çĕре çыру янă. Чăн та, чылайăшĕ хурав панă. Патшалăх ветеринари служби вара ялхуçалăх выльăх-чĕрлĕхĕн йышĕ пирки пĕлтерме килĕшмен. Сад пĕрлĕхĕсен ертÿçисем те хăйсем общество организацийĕ кăна пулнипе сăлтавласа туллин хуравламан.

Эльвира Геннадьевна çирĕплетнĕ тăрăх - çырав объекчĕсен списокĕсене хатĕрленĕ май çивĕч ыйтусем сиксе тухаççĕ. Вĕсене вара пĕрлехи вăйпа кăна татса пама пулать. Тĕслĕхрен, Росреестр управленийĕ пĕлтернĕ организацисен йышĕнче Чăваш Республикин налук органĕсенче шута илменнисем те пур. Тĕрлĕ сăлтава пула хупăннă, анчах çĕрĕ вĕсем çинчех шутланса тăракан организацисем тĕлĕшпе 2006 çулта çырав хучĕсене район администрацийĕсен ялхуçалăх управленийĕсем йĕркеленĕ-тĕк, çитес çул ун пеккисем çырав объекчĕн шутне кĕмелле.

Фермер хуçалăхне йĕркелемешкĕн çĕр илнĕ хресченсем тĕлĕшпе те çакăн йышши çитменлĕх чылай. Ĕçлеме пăрахнисем çав лаптăка улшăнăва кура çĕнĕрен шута илтермешкĕн Росреестра пĕлтермеççĕ. Çапла вара çĕр лаптăкĕ ĕçлеме пăрахнă фермер хуçалăхĕ çинчех шутланса тăрать.

Уйрăм çын пирки информацие хуçалăх кĕнекинчен илмелле, унта хушма хуçалăхăн лицевой счечĕ пур. Кăтартусене унăн кашни членĕ тĕлĕшпе палăртнă, пахчари çĕр лаптăкне кăна мар, уйрисене те уçăмлатнă.

Хуçалăх кĕнекисене муниципалитет районĕсенчи ял тăрăхĕсенче пуринче те йĕркеленĕ, анчах Улатăр, Вăрнар, Куславкка районĕсенчи хупăннă ялсем тĕлĕшпе учет ĕçне кирлĕ пек пурнăçламаççĕ. Вĕсенче тĕтĕм сÿнсен те çĕр лаптăкĕсем юлнă-çке - çавсем вара çырав объекчĕ шутланмалла.

Ял тăрăхĕсенчен хăшĕ-пĕринче пушă ларакан çуртсем тĕ-лĕшпе кăтартусем тумаççĕ, хуçалăх кĕнекинчи "Выльăх куçăмĕ" пая çĕнетсе тăмаççĕ.

2014 çулхи тăваттăмĕш кварталта Росстат хушăвне пурнăçласа территори органĕ харпăр хăй хуçалăхĕсен списокне электронлă майпа çитерме ыйтса яни республикăри уйрăм ял тăрăхĕсенче хуçалăх кĕнекисене программăпа тивĕçтерессине çĕнетсе тăманнине çирĕплетнĕ.

Хулари хуçалăх учетне тытса пырас енĕпе çитменлĕхсем пуррипе çырав объекчĕсен списокне йĕркелеме кансĕр. Лару-тăру Канашра, Çĕрпÿре, Сĕнтĕрвăрринче, Çĕмĕрлере, Етĕрнере тата Шупашкарта уйрăмах кăткăс. Шупашкар хулин тытăмне кĕрекен Чантăр ялĕнчисĕр пуçне, вĕсенче хуçалăх учечĕшĕн яваплă çын çук.

Эльвира Максимова шухăшĕпе - хуçалăх кĕнекисене йĕркеллĕ тытса пыни ялхуçалăх çыравне хатĕрленнĕ тапхăрта уйрăмах пĕлтерĕшлĕ: харпăр хăй хуçалăхĕ валли уйăрнă мĕнпур лаптăка, усă курнине е çумкурăк айĕнче вырттарнине пăхмасăр, шута илмелле.

Çырава хатĕрленнĕ май ЧР ШĔМĕпе информаци пухакансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе килĕштерсе ĕçлеме палăртнă.

"Пĕтĕм Раççей ялхуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕччен çулталăк юлчĕ, ăна çÿллĕ шайра ирттересси влаçăн мĕнпур тытăмĕ вăйсене пĕрлештернипе тата респондентсем асăннă тĕпчеве ăнланса йышăнассипе тÿрремĕнех çыхăннă. Çакăн пирки манмалла мар", - пĕтĕмлетрĕ Чăвашстат ертÿçи.

Чăвашстат ертÿçи палăртнă çитменлĕхсем тĕлĕшпе ларăва хутшăннисем çивĕччĕн калаçрĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн Иван Моторинăн шухăшĕпе - кăлтăксем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла тата кашнин хăйĕн вырăнĕнчи яваплăха туйса вĕсенчен хăтăлмашкăн çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.