Ăс патăр ватти, вăй патăр яшши

30 Çурла, 2017

Муркаш районĕнчи Ярославка ялĕнчи Алексей Карпов фермер хуçалăхне йĕркеленĕренпе çулталăк ытларах кăна, çапах та вăл ура çинче çирĕп тăрать темелле. Паянхи кун ĕне выльăх шучĕ — 10, вĕсенчен сăвăнаканни — 4. Унсăр пуçне Карповсем картиш тулли кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Çăмăл мар çак ĕçре Алексей Владимировича мăшăрĕ Ольга пулăшать. Унсăр пуçне ашшĕпе амăшĕ те.

Выльăх апачĕ хатĕрлеме Карповсен 10 гектар ытла çĕр пур. Унта нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтереççĕ. Хĕл хырăмĕ пысăк пулнине шута илсе выльăх апатне кашни çулах саппаспа янтăлаççĕ.Паллах, ку йышпах лăпланасшăн мар çамрăк, мăйракаллă шултра выльăх шутне малашне ÿстересшĕн. Çавна май çĕр лаптăкĕ кирлĕ пулнине палăртрĕ вăл.

«Лаптăка пысăклатнă май техника та кирлĕ пулать-çке», — малаллах тĕпчерĕм эпĕ. «Техника çителĕклĕ, агрегатсем те пур. Вĕсене хамах çÿрететĕп, çынна йăлăнмалла мар. Утă преслама юлташ пулăшрĕ», — малалла сыпăнчĕ калаçу.

Çĕр ĕçĕ çăмăл мар. Хĕвелпе вăранса сĕм çĕрлеччен лăш курмасăр вăй хума тивет хуçалăхра. Тепĕр чухне апат çиме те вăхăт çуккине палăртать мăшăр. «Оля, яла юлнишĕн, хăвăн кун-çулна çĕрпе çыхăнтарнишĕн ÿкĕнместĕн-и?» — калаçăва явăçтарас тĕлĕшпе ыйтрăм çамрăк хĕрарăмран. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.