Пăруланa хыççăнхи шалкăм

26 Кăрлач, 2017

Ĕне каçпа пăруларĕ. Тепĕр ирхине ĕне патне тухсан вăл сывă маррине асăрхарăм. Аран тăчĕ, урисем чĕтреççĕ. Юрать-ха, ветеринар ĕнене тÿрех сиплесе чĕртрĕ. Парез чирĕ иккен. Халиччен пĕрре те ку чирпе тĕл пулманччĕ, чиперех пăхатпăр тесе шухăшлатăп. Мĕне пула çак чирпе аптрарĕ-ха вăл?

Алина МАРКОВА.

Елчĕк районĕ.

Пăруланă хыççăнхи шалкăм /послеродовой парез/ — нерв системин йывăр чирĕ. Унпа ытларах ĕнесем, качакасем аптраççĕ, сайра — сыснасем. Чирлĕ выльăхăн карланки, пырĕ, чĕлхи, пыршăлăхĕ шалкăм çапнипе туйми пулать. Вăйлă аптратсан выльăх тăнне çухатать.

Чир мĕнле сăлтавпа аталаннине халичченех тĕплĕ тĕпчесе палăртман. Вăл ытларах çак йыша кĕрекен выльăха аптратнине çирĕплетнĕ.

 Самăртарах пулсан /пăруламалли выльăха ытлашши пĕр йышши комбикормпа тăрантарсан, варти пăрушка пысăкланса кайнипе пăрулама йывăр тивнипе/.

  •  Ĕне сĕтлĕ ăратран пулсан /ăратсăррисене парез сайра аптратать/.
  •  5-8 çулти ĕнене /шăпах сĕт чи вăйлă антарнă тапхăр/.
  •  Хĕллехи тапхăр /кĕтĕве çÿремен чухне/.
  •  Пăруланă хыççăнхи малтанхи виçĕ кун /эрне, уйăх иртсен — сайра/.

Парезпа аптранă ĕнен юнри сахăр виçи хăвăрт чакса каять, унпа пĕрлех — кальци те. Щит евĕрлĕ парăн, хырăм ай парĕн ĕçĕсем пăсăлаççĕ. Пăруланă чухне вăйлă мекĕрленнипе, купарча таврашĕсем аманнипе нерв тытăмĕ тÿсейменни те — шалкăм сăлтавĕ.

Чир паллисем. Выльăх кавлеме пăрахать, ураран урана пускаласа тăрать, чĕтрет, лайăх утаймасть. Чир аталаннăçемĕн выльăх ÿкет, тăма тăрăшсан та каллех ÿкет, пуçне урисем çумне хурать.

Йывăр аптрасан ĕне аякĕ çинче урисене тăсса выртать, пуçне кĕлетки çумнелле авса хурать, сирсе тăсса хурас тесессĕн те каллех пуçне пĕкет. Тепĕр чухне пуçне каçăртса хурать. Куçĕсем çурма хупă, пăтранчăк, куç шăрçи сарăлса кайнă. Çăварĕнчен чĕлхи тухса тăрать, йăлмака пуçтарăнать. Хăйăлтатса хăвăрттăн сывлать, кавлемест, кÿпĕнме пуçлать, шăк, каяш тухмасть. Ÿт температури чакать — 36-35 градус. Мăйракисемпе урисем сивĕ. Укол тунине те сисмест. Йывăр чир аптратнă выльăха васкавлă сиплемесен чир пуçланнă хыççăн 1-3 талăкра вилет.

Вăхăтра пулăшу парсассăн выльăх сывалать. Сиплев хыççăн 2-3 сехетрен ура çине тăрать, апат çиме пуçлать, кĕлетки ăшăнать. Хăшпĕр чухне пĕр хутчен сипленипе иртмест. 20-36 сехетрен каллех чир аптратма пуçлани палăрать. Тепĕр хутчен сиплемелле.

Сиплев. Выльăха васкавлăн 200-400 мл 10%-лă кальци хлоричĕн шĕвекне тата 200-250 мл 40%-лă глюкоза шĕвекне венăна яраççĕ. 20% кофеин шĕвекне /бензоат натри/ 15-20 мл дозăпа тирĕ айне яраççĕ. Пур пулсассăн 25%-лă магни сульфат шĕвекĕпе, Д2 витаминпа мышцăна укол тăваççĕ. Çакнашкал пулăшу кÿнĕ хыççăн выльăх 2-3 сехетренех лайăхланать. Рецидив палăрсан тепре сиплемелле.

Ветврачăн пĕлĕвĕ пулсан эмелсемпе пĕрлех çилĕне сывлăш тултарса сиплеме пулать. Ĕнене аякĕ çине вырттармалла, çилле суса кăштах пушатмалла, чĕчĕсене 70%-лă спиртпа е водкăпа йĕпетнĕ мамăкпа сăтăрса тасатмалла. Эверс аппарачĕпе сĕт катетерĕпе çилле пĕчĕккĕн сывлăш уçламалла. Кайри чĕчĕсенчен пуçламалла. Сывлăш тултарнă çилĕсене пÿрнепе шаккасан сывлăш вăйлă тултарнă пите шаккасан илтĕнекен сасă пулмалла. Чĕчĕсене таса пусмапа 15-30 минута çыхмалла. Асăрханса çилле массаж тумалла. Çур сехетрен çыхăсене салтмалла. Ĕне 2-3 сехетрен тăмасан 6-8 сехет иртсен тепĕр хутчен çилле сывлăш тултарма юрать. Ураланнă ĕнене 12-24 сехетрен сума юрать.

Чирлĕ вăхăтра /вăйлă аптăраман пулсан та/ выльăха ăшăтмалла. Утă пĕтĕрсе пăявласа е урăх япалапа çурăмне сăтăрмалла, 50-55 градус вĕри шыв тултарнă пластик савăтсем хурса ăшă япалапа витмелле.

Йывăр чирлĕ выльăхăн шăкне, каяшне массаж мелĕпе кăлармалла, кÿпĕнчĕклĕхне троакарпа ирттермелле /ветеринар пулăшăвĕпе/.

Выльăха эмел çăвара пама юрамасть. Карланкă параличне пула вăл трахейăна кайма пултарать.

Профилактика. Ĕнене суман тапхăрта, пăруличчен, пĕр йышши апат çеç çитермелле мар. Комбикорма виçеллĕ çеç памалла. Утă 8 кг, комбикорм 2 кг ытла пулмалла мар, чĕрĕ апат /пахчаçимĕç, силос, сенаж/ кирлĕ.

Пăруличчен 7-10 кун юлсан концентрата, пахчаçимĕçе пама пăрахмалла. Витере ăшă, уçă сывлăш пулмалла, анчах витĕр çил вĕрмелле мар.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.