Парламентаризма аталантарас тесе ĕçленĕшĕн

24 Чÿк, 2018

Паян ЧР Патшалăх Канашĕнче Чăваш АССРĕн Аслă Канашне туса хунăранпа 80 çул çитнине халалласа тĕлпулу иртрĕ. Унта республика парламенчĕн тата Чăваш АССРĕн тĕрлĕ суйлаври Аслă Канашĕн депутачĕсем, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн тата Патшалăх Думин представителĕсем хутшăнчĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ — Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Александр Федотов ЧАССР Аслă Канашĕн историйĕ патшалăх историйĕн уйрăлми пайĕ пулнине палăртрĕ. Аслă Канашăн пĕтĕм суйлаври депутатсен корпусĕ тĕрлĕ тапхăрта республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнине пĕлтерчĕ.

Тĕлпулăва Чăваш АССРĕн тăххăрмĕш тата вуннăмĕш суйлавсенчи Аслă Канашĕн Председателĕ, вун пĕрмĕш суйлаври Аслă Канашĕн Президиумĕн Председателĕ Александр Петров та хутшăнчĕ. Аса илтеретпĕр: Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн ăна кăçал «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăланă. Михаил Игнатьев ветеран-парламентарие çак ордена «Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕ тата наци-патшалăх строительствин процесĕсем: истори опычĕ тата урокĕсем» ăслăлăх-практика конференцийĕнче панăччĕ.

Паян вара Александр Петрова РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Федоров Федераци Канашĕн наградине — «Парламентаризма аталантарас енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» хисеп паллине — парса чысларĕ. Александр Петрович Чăваш Республикинче парламентаризма аталантарас тĕлĕшпе нумай тăрăшнине палăртрĕ.

Александр Петров хăйĕн ĕçне пысăка хурса хакланăшăн чĕререн тав турĕ. Хăйĕн пурнăçне, ĕç-хĕлне аса илчĕ. «Ман йĕри-тавра яланах ырă кăмăллă та йĕркеллĕ çынсем пулнă», — терĕ вăл.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Теги: 

Комментари хушас