Парăм чакать

Раççей регионĕсен патшалăх умĕнчи парăмĕ ÿсни çинчен калаçаççĕ. Пирĕн республика та парăмлă-и? Ăна пĕтерессишĕн Чăваш Ен Правительстви мĕн тăвать?

К.ЖУРАВЛЕВ.

Элĕк районĕ.

ЧР Финанс министерствинчен «Хыпар» редакцине çапла пĕлтерчĕç: «Отчетлă тапхăрта Чăваш Республикин патшалăх парăмĕ 8424,1 млн тенкĕпе танлашнă. Çулталăк пуçланнăранпа вăл 14,28% чакнă. Сăмах май, федерацин Атăлçи округĕнчи 3 регион кăна кредит виçине пĕчĕклетнĕ. Вĕсен шутĕнче - Саратов облаçĕ /2,26% чакарнă/, Мордва республики /6,09%/.

Кредитсемпе мĕнле татăлнине танлаштаруллă хăш-пĕр цифра аван кăтартса парать. Хамăр ĕçлесе илнĕ тупăшра патшалăх парăмĕн шайĕ еплерех-ха? Çак кăтартусене тĕпе хурса регионсенчи ĕç тăвакан влаç эффективлăхне палăртаççĕ. Иртнĕ çул ку енĕпе Чăваш Ен Раççейре 14-мĕш вырăна тухрĕ, 165 млн тенкĕлĕх грант çĕнсе илчĕ.

Пирĕн республика кăçал та парăмсене вăхăтра татса пынине çирĕплетет: ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне налуксенчен тата налук мар тупăшсенчен пухăннă укçара патшалăх парăмĕн тÿпи 39,2% чухлĕ пулнă. Атăлçи округĕнче эпир 4-мĕш вырăнта. Кредитпа татăлассипе Пушкăртстан, Самар облаçĕпе Пермь крайĕ пирĕнтен ăнăçлăрах ĕçленĕ.

Пĕтĕмлетсе каласан çĕршыври экономикăпа финанс тытăмĕнчи лару-тăру кăткăс пулин те Чăваш Ен - патшалăх парăмне чакарса пыракан регионсен шутĕнче.

«Кредит парăмне чакарни экономикăна укçа сахалрах уйăрасси патне илсе пымасть-и?» - тесе ыйтаççĕ. Çапла, регион правительствисем банкран кивçен илнĕ укçана саплаштарма предпринимательсене субсиди уйăраççĕ, налук çăмăллăхĕ парса пулăшаççĕ. Экономикăн тĕп секторĕсене 2014 çулта 10 млрд тенкĕ /пурăнмалли çурт-йĕр тума, ялхуçалăхне пулăшма тата ытти ĕçсене пурнăçлама/ уйăрнă. 2010 çулхипе танлаштарсан 3471,7 млн тенкĕ /53,2%/ ытларах ку. Кăçал пурĕ налук çăмăллăхĕ 672,6 млн тенкĕлĕх /2013 çулта - 657,1 млн/ панă.

Патшалăх парăмĕсене тавăрса парас тĕлĕшпе республика çирĕп утăмсем тăвать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.