Параканран... илмен, е Коррупци никĕсĕ çирĕппинче пирĕн тÿпе те çук мар-и?

17 Çĕртме, 2014

Руль умĕнчи çынсенчен чылайăшĕ, мĕн пытармалли, патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсене килĕштерсех каймасть. Пурте мар - çул çинче йĕркелĕхе, çул-йĕр правилисене пăхăнакансен инспекторпа нимĕн пайламалли те çук. Кам пăхăнмасть, çăмăлттайланса хăйĕн тата çул çÿреве хутшăнакан ытти çыннăн пурнăçне-сывлăхне хăрушлăха кĕртсе ÿкерет - ытларах чухне вĕсем кăмăлсăрланаççĕ: штраф, яваплăхăн ытти мери - инспектор япăх пулса тăчĕ те. Паллах, пакунлă çынсенчен хăшĕ-пĕри ямăттине хапсăнса взятка илни те пулкалать.

Рубрика: