"Хÿтлĕх - тĕп тивĕçĕмĕр"
Ыттисем мар тăк - прокурор пулăшĕ
Оксана Ястребовăна /сăн ÿкерчĕкре/ пирĕн вулакансем аван пĕлеççĕ. Çук, вăл республикăри район-хула прокурорĕсен ретĕнче пĕртен пĕр хĕрарăм пулнипе кăна та мар. Оксана Геннадьевна "Хыпар" хаçатпа тачă çыхăну тытать - çавăнпа пĕлеççĕ. Тăвай районĕн прокурорĕн статйисемпе заметкисен тематики анлă: тĕрлĕ уголовлă ĕçпе паллаштарать, судпа айăпланнă май ирĕкрех хăварнисене тĕрĕслесе тăни, прокуратура ĕçĕн ытти енĕ - терроризмпа тата экстремизмпа кĕрешесси таранах. Эпир вара саккунлăхшăн вăл яваплă районта граждансен социаллă прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ĕçе мĕнлерех йĕркеленипе кăсăклантăмăр. Пĕчĕк тупăшлă çынсем, ватăсем, ачасем, тăлăхсем - чылай чухне шăпах вĕсене хÿтлĕх çитмест вĕт.
Çуртран пуçласа пандус таран
Тăвай тăрăхĕнче пурăнакансем те, район ертÿçисем те прокурор саккун çине таянса çирĕп ыйтма тăрăшнине палăртаççĕ. Çакă унăн кулленхи ĕçĕнче те курăнать.
- Чылай чухне граждансем тÿрех район прокуратурине килеççĕ, - тет Оксана Геннадьевна, - прокуратура яланах пулăшма хатĕррине пĕлеççĕ-çке. Чăн та, вĕсен ыйтăвĕсенчен нумайăшне вырăнти влаç представителĕсем хăйсем тĕллĕнех татса пама пултараççĕ. Шел, должноçри çынсене тепĕр чухне тимлĕх çитмест, ыттисен нушине çывăха илесшĕн мар - ирĕксĕрех пирĕн хута кĕме тивет. Граждансен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлесси район прокуратуришĕн яланах тĕп вырăнта.
Çынсен социаллă прависене хÿтĕлес енĕпе çине тăни куç кĕрет. Çакна Оксана Геннадьевна тĕслĕхсем асăнса çирĕплетрĕ. Калăпăр, Йăнтăрччă ял тăрăхĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕн тăлăх арăмне А.-на пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме хирĕçленĕ. Çакна унăн çурчĕ 58% çеç юхăннипе сăлтавланă. Район прокуратури ĕç-пуçа, тивĕçлĕ материалсене тĕпченĕ, ял тăрăхĕн комиссийĕ çурт юхăннипе çыхăннă пĕтĕмлетĕве унăн конструкцийĕсем кивелнине шута илмесĕр тунине палăртнă. Çавна май ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ячĕпе представлени çырнă.
Должноçри çын дисциплина енĕпе явап тытни хăй-ха, чи кирли - А.-на Шупашкартан БТИ эксперчĕсене чĕнсе çурта тĕпчеттерме сĕннĕ май специалистсем çак ĕçе пурнăçланă хыççăн çурт 71% юхăннине ĕнентерекен пĕтĕмлетÿ туни. Çав документпа кинемей вырăнти влаç органĕсене шанмасăр тÿрех район прокуратурине килнĕ. Халь ăна пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли çынсен шутне кĕртнĕ ĕнтĕ. Çапла вара вăрçа хутшăннăскерĕн мăшăрĕн прависене прокуратура пулăшнипе хÿтĕлесе хăварма май килнĕ.
Çакнашкал тĕслĕхсене татах та татах асăнма пулать. Сăмахран, 2-мĕш ушкăн инвалидне П.-на санаторипе курорт сиплевне каймалли путевка паман. Прокуратура хута кĕрсе суда тавăç тăратнă хыççăн республикăн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви инвалида путевкăпа тивĕçтернĕ.
Е тата - районти предпринимательсем кресло-кÿмепе усă куракан инвалидсене социаллă инфратытăм объекчĕсемпе чăрмавсăр усă курмалли условисемпе тивĕçтерменни. Ку - çак çынсен саккунпа çирĕплетнĕ прависене пăсни. Тĕслĕхрен, асăннă йышши инвалидсем "Шимкусский" ООО, "Тăвай кооперативĕ" ПО, "Сто мелочей" лавккисене кĕреймен. Лару-тăрăва тĕпчесе пуçлăхсене лавккасен çурчĕсене пандуссемпе тивĕçтермешкĕн суда тавăç тăратнă, суд прокуратура майлă пулнă, халĕ лавккасенче меллĕ пандуссем пур.
Ача хутне кам кĕрĕ?
Ачалăха та хÿтлĕх кирлĕ. Тĕслĕхрен, вырăнти садиксенчен пĕрин заведующийĕ нумай ачаллă çемьери шăпăрлана йышăнма килĕшмен. Пĕр хурав: вырăн çук. Çав вăхăтрах вăл хăйĕн пĕлĕшĕн ĕçченĕн ачине садике черетсĕрех йышăнни палăрнă. Пĕрин валли пур, теприн валли çук иккен - çапла пулса тухать вĕт. Ку хутĕнче те прокурор суд урлă тĕрĕслĕх шырама ÿркенмен, пысăк çемьери ачана тинех садике вырнаçтарнă.
Тăлăх ачасене уйрăмах тимлĕх кирли вара каламасăрах паллă. Шел те, вырăнти влаç представителĕсемшĕн вĕсен нуши ют пулни сайра мар.
- Калăпăр, прокуратура хута кĕнине, суд 2013 çултах тивĕçлĕ йышăну тунине пăхмасăр районти ял тăрăхĕсенчен пĕрин администрацийĕ С.-а çурт-йĕрпе тивĕçтерменччĕ. Суд йышăнăвне вăрах пурнăçламаннине кура çав администраци пуçлăхĕн ячĕпе представлени çыртăмăр, айăплисем дисциплина енĕпе явап тытрĕç. Кăçалхи утă уйăхĕн вĕçĕнче тăлăх хĕр тинех пурăнмалли хăтлă кĕтеслĕ пулчĕ, - ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр ÿснĕскере пулăшма пултарнипе кăмăллă пулса каласа парать Оксана Геннадьевна.
Коррупцишĕн çул хупă
Мĕн пытармалли, коррупци граждан прависене пăснипе тÿрремĕнех çыхăннă. Бюрократи чăрмавĕсем тухса тăраççĕ, çавна май хăшĕсем янттине хапсăнма та именмеççĕ - взятка илмелли условисем çуралаççĕ-çке. Çакна район прокуратури курмăш тумасть: тĕрлĕ нормăпа право акчĕн проекчĕсем тĕлĕшпе 13 асăрхаттару çырнă, çавна май граждансен прависене пăсма пултарнă саккунсăр актсем йышăнассине сирсе янă.
Коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пăснин 25 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă, должноçри 5 çынна - дисциплина енĕпе, 2 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Уголовлă ĕç те пур. Ăна лесничи тĕлĕшпе пуçарнă. Çакскер пĕр гражданин вăрман каснă май лаптăка кирлĕ пек тасатман тесе административлă правăна пăсни çинчен калакан суя протокол хатĕрленĕ. Ку - коррупци сĕмĕллĕ преступлени. Прокуратура протест çырнă хыççăн лесничие административлă майпа кăна явап тыттармалли йышăнăва пăрахăçланă. Çийĕнчен ун пирки саккуна пăсса вăрман касни пирки те уголовлă ĕç пуçарнă. Çак ĕçсене суда ярса панă.
Ĕçлеттерсен - тÿлемелле!
Прокуратура пуçлăхсене те пуçран шăлмасть. Саккуна пăсаççĕ тĕк - предприятисен ертÿçисем явап тытма тивĕç. Сăмахран, ĕçлекенсене вăхăтра тата туллин тÿлеме тăрăшманнисем çав-çавах пур-ха. Ахальтен мар ĕнтĕ прокуратура хушша кĕнĕ хыççăн вĕсенчен пĕрин - "Красная Чувашия" ЯХПК председателĕ В.Алексеев - тĕлĕшпе ĕçлев çинчен калакан саккунсене тепĕр хут пăснăшăн суд яваплăхăн дисквалификаци мелĕпе усă курнă. Кун хыççăн вăл кирек хăш организаципе учрежденире те ертсе пыракан должноçсенче пĕр çулталăк ĕçлеймĕ.
Ленин ячĕллĕ хуçалăхра вара икĕ çынна ĕçлев хутшăнăвĕсене официаллă майпа çирĕплетмесĕрех ĕçлеттернĕ. Акă вăл - ĕçлевĕн вăрттăн рынокĕ текен киревсĕр пулăм палли: ун тĕлĕшпе те прокурор РФ КоАПĕн 5.27 статйин 1-мĕш пайĕпе адмĕç пуçарнă. Ăна тишкерсе Патшалăхăн ĕçлев инспекцийĕ председателе 5 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Граждансен ĕçшĕн вăхăтра тÿлев илмелли правине пăснă тĕслĕхсем "Сельхозхими" АУОра, "Кирпĕч завочĕ" АХОра та пулнă. Айăплă ертÿçĕсене прокуратура пуçарнипе явап тыттарнă.
Предприятисен ĕçченĕсем валли шалу парăмне шыраса илес тĕллевпе суда 38 ыйту тăратнă. Парăмăн пĕтĕмĕшле виçи темле пысăк тееймĕн - 68 пин тенкĕ. Çапах, Оксана Ястребова шухăшĕпе, "вăхăтра ĕç укçи илмен çыншăн пин тенкĕ те - курăмлă пулăшу". Прокурор тавăçĕсене тивĕçтернĕ, ĕç укçипе çыхăннă парăма туллин татнă. Çийĕнчен предприятисенчен пĕрин ертÿçи, 2 уйăх ытла шалу тÿлеменскер, тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарас ыйтăва тишкереççĕ.
Николай КОНОВАЛОВ