Панкрута тухнисен продукцийĕ Сахалина ăсанать

Панкрута тухнă предприятисен малашлăхĕ çук темелле мар. Мал ĕмĕтлĕ çынсем тилхепене вăхăтра хайсен аллине илсен йывăрлăхри предприятисем те çĕнĕрен сывлăш çавăрса яраççĕ. Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ районĕнчи "Вурнарец" тата "Велес" тулли мар яваплă обществăсенче пулнă хыççăн палăртнă.

Аса илтерер, асăннă муниципалитетри иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ тата кăçалхи плансене пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче палăртнă. "Вурнарецпа" "Велесăн" пĕр пеклĕхĕ - çавсем унччен панкрута тухнă хуçалăхран аталанни. Ĕçе юратакан çынсем тилхепене хăйсен аллине илсен лару-тăру улшăннă. "Вурнарец" паян хур ĕрчетессипе ăратлă завод шутланать. Хуçалăх ертÿçи Александр Макулин республика Пуçлăхне ĕнентернĕ тăрăх, продукцие тăван тăрăхра кăна мар, республика тулашĕнче те - Калининградран пуçласа Сахалин таран - туянаççĕ. "Велес" пĕчĕк завод комбикорм кăларать. 2015 çул вĕçĕнче вёл "Вурнарецран" çĕр туяннă та пысăках мар производство пуçласа янă.

Вера ЭВЕРККИ. Борис ФИЛАТОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас