Пандус вырнаçтарнипе кăна мар...

20 Çĕртме, 2017

Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен «Энергия» предприятийĕнче ĕçлекен Валерий Петров тĕп хулари Кăнтăр-хĕвел анăç микрорайонĕнчен Кăнтăр поселокне общество транспортне ларса 35 çул ĕнтĕ куллен (канмалли тата уяв кунĕсене шута илмесен паллах) хутлать. Афган вăрçинче аманса сĕм суккăр юлнăскере малтанхи вăхăтра чăннипех йывăр пулнă. Патшалăх, хула çыннисем пулăшнипе тата хăй çине тăнипе майĕпен хăнăхнă.

Пурте усă курма пултаракан хутлăх

Чăваш Республикинче 85 пин ытла инвалид пурăнать е вĕсен йышĕ пĕтĕм халăхăн 7 проценчĕпе танлашать: çав шутра 9,8 пинĕшĕ — пĕрремĕш, 29,3 пинĕшĕ — иккĕмĕш, 41,7 пинĕшĕ — виççĕмĕш ушкăнсенчисем, сусăр ачасем — 4,4 пин. Кÿмепе куçса çÿрекеннисем сусăрсен 3,3 проценчĕ чухлĕ. Хевтесĕр çынсен пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ обьектсене пырса çÿремешкĕн тата тивĕçлĕ пулăшу илмешкĕн меллĕ майсем тăвассине патшалăх тивĕçлипе хаклать.

2014 çулта республикăн «Граждансене социаллă пулăшу парасси» программин «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» çумпрограмми вăй илнĕ. Çавна май юлашки виçĕ çулта 478,8 миллион тенкĕ уйăрнă /çав шутра республикăн консолидациленĕ бюджетĕнчен — 159,5 миллион, федераци хыснинчен — 252,2 миллион. Кăçал çак тĕллевпе 107 миллион тенкĕ тăкаклама палăртнă.

Çумпрограммăпа килĕшÿллĕн 2014- 2015 çулсенче инвалидсемпе куçса çÿреме кансĕр граждансен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен социаллă — 55 /медицинăн 9 организацине, социаллă хÿтлĕхĕн 7 учрежденине, профессин вăтам пĕлĕвĕ паракан 9 çуртне, ĕçпе тивĕçтерекен 5 центра, спортăн 9 организацине, культурăн 15 учрежденине/, пĕлтĕр 12 об˜екта вĕсем усă курма пултармалла майлаштарнă. Кăçал адаптаци ĕçĕсене тата 8 çĕрте пурнăçламалла. Çапла майпа хевтесĕрсене 75 обьекта чăрмавсăр пырса çÿреме май килет. Вĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртнĕ, бордюр пандусĕсем лартнă, тактиль плиткисене сарнă, автотранспорт парковкисене йĕркеленĕ. Алăксене, пусма картлашкисене, лифтсене ятарлă хатĕрсемпе тивĕçтернĕ, порученьсем лартнă, кÿмене çĕклесе хăпартакан оборудованипе пуянлатнă, санитарипе гигиена пÿлĕмĕсем уçнă, çуртсем çине информаци табличкисем, чĕнсе илмелли кнопкăсем, япăх куракан тата илтекен инвалидсем валли ориентаци мелĕсем вырнаçтарнă, общество транспорчĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ об˜ектсем çывăхĕнчи чарăнăвĕсене тата çул урлă каçмалли вырăнсене çĕнетсе улăштарнă, кĕрсе тухма меллĕ ятарлă автобуссене çула кăларнă.

Хăтлă хутлăх йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи инвалидсемпе ĕçлекен канаш интересленсех тăрать.

«Тăвай е Красноармейски салисене çÿреччĕр…»

Çапах, Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Енри пĕрлĕхне ертсе пыракан Маргарита Кузьминых шухăшĕпе, хевтесĕр çынсене пурте усă курма пултаракан хутлăхпа тивĕçтересси кал-кал пырать теме çук.

«Нумай хутлă çуртăн пĕрремĕш хутĕнчи хваттерĕнчен урама кÿмепе тухаймасăр нушаланнă сусăра хăйне меллĕ хутлăх йĕркелеме тытăниччен унта пурăнакан ытти çынпа килĕшсе татăлма сĕннĕ. Мĕнех, никама та тархасласа тăман вăл, хăйне кирлĕ пек майлаштарнă. Халĕ авă шăнкăравласа канаш ыйтать, çак ĕç-пуçа тĕп юсав шучĕ шутне кĕртме май пурри-çуккипе интересленет», — тет Маргарита Павловна. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.