Пахчаçимĕçе тĕрĕс упрамалла

Кăçал улма-çырла, пахчаçимĕç аван пулчĕ. Помидора витри-витрипе пуçтартăмăр. Анчах каярах пуçтарнă помидор хăвăртах хуралса çĕрсе кайрĕ. Ăна мĕнле упрамаллаччĕ-ши? Кишĕр те вăйлă пулчĕ. Ăна та упрама пĕлмесен сая яратпăр пулĕ. Сухана упрасси те ансат мар. Тымар çумĕнчен çĕрме пуçланисем пур.

Федор АЛЕКСЕЕВ.

Хĕрлĕ Чутай.

Помидора упрассишĕн утă уйăхĕнчех тимлемелле пулнă. Ăна хуратса çĕртекен чир — фитофтороз. Вăл шăпах помидорпа улмана вăйлă сиенлет. Çак чир ан лектĕр тесен тепĕр çул помидора çĕрулми, пăрăç, баклажан, помидор ÿснĕ вырăна ан лартăр. Калчана лартиччен тăпрана фитоспоринпа пĕрĕхме юрать. Помидора мĕнле пăхасси пирки тепĕр çул, çимĕç ÿстернĕ тапхăрта, çырса кăтартăпăр.

Тымар çимĕçе /кишĕр, петрушка, кăшман, çарăк, йÿç кăшман/ нÿхрепре е тĕпсакайĕнче упрама пĕр пекрех условисем кирлĕ. 0... Œ3 градус ăшăра лайăх выртаççĕ. Пахчаçимĕç упракан вырăнта сывлăш çаврăнăшĕ пулмалла — уçă сывлăш пырса тăмалла.

Кишĕре халиччен кăларнă пулĕ, нÿхрепе те кĕртнĕ-тĕр. Пурпĕр çырăва хуравлас тетпĕр.

Кишĕре кăларса типшĕнтернĕ хыççăн 20 кг кĕрекен ещĕксене хурсан аван. Ещĕк тĕпне малтан 2 см хулăнăш хĕртсе сиенсĕрлетнĕ, сивĕтнĕ хăйăр сармалла, унта пĕр рет кишĕр хурса тухмалла, каллех хăйăр сапмалла. Çапла ещĕк туличчен ретĕн-ретĕн хумалла.

Тепĕр мел — кишĕре тăмпа сĕрни. Тăма шывпа ислетмелле, икерчĕ чусти пек пуличчен çăрмалла та унта кишĕрсене чиксе кăлармалла. Кăшт типсен тăмлă тымар çимĕçе ещĕксене хумалла, нÿхрепре упрамалла.

Кăшмана, çарăка, петрушкăна упрама хăйăр кирлех мар. Ещĕк тĕпне упасарри çулçи сармалла, тымар çимĕç тултармалла. Хушăран каллех упасарри хума юрать. Ещĕке тултарсан çулçăпа витмелле.

Тымар çимĕç тултарнă ещĕксене пĕр-пĕрин çине 3-4 сий лартмалла. Хушшисене сывлăш çÿремелĕх 10 см хăвармалла.

Çĕрулмине ăшăрах кирлĕ. Вăл выртакан çĕрте 2-4 градус ăшă пулмалла.

Сухан лайăх упрантăр тесен ăна вăхăтра кăлармалла, тĕрĕс, хĕвел питтинче типĕтмелле. Сухана явса çивĕтлесе упрас тесен унăн çеçкине татмалла мар. Енчен те ещĕкре е курупкара, е карçинккара упрасассăн сухан çеçкипе тымарне татмалла. Сухан упрамалли савăт сывлăша лайăх ямалла. Картун курупкана сывлăш кĕмешкĕн шăтăксем тумалла. Кивĕ капрон чăлхана тултарса çакма та юрать.

Управа хуриччен сухана лайăх тĕрĕслемелле. Çĕрме пуçланисене уйăрмалла, типĕ çĕрте, 18 градус ăшăра упрамалла. Нÿрĕклĕх пысăк пулсан сухан çĕрме пуçлать. Управри пахчаçимĕçе вăхăт-вăхăт тĕрĕслемелле, çĕрме пуçланисене илмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.