Пăхаттирсем Шупашкарта пухăнĕç

2 Çурла, 2014

Кире пуканĕ йăтассипе çичĕ хут - тĕнче, çĕр-шыв чемпионĕ ятне вунă хут ытла çĕнсе илнĕ Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ Сергей Кириллов тимĕр вăййипе вун виçĕ çулта чухне Куславккари интернат шкулта вĕреннĕ вăхăтра туслашнă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн И.Н.Красновăн вĕренекенĕ тепĕр çулхинех чи çăмăл виçеллĕ яшсен хушшинче ăмăртса район чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ, 1987 çулхи кĕркунне Кÿкеç поселокĕнче «Коммунизм ялавĕ» /1991 çултанпа чăваш халăх хаçачĕ «Хыпар»/ хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ ăмăртусенче палăрнă.

Куславкка пăхаттирĕ çирĕм çул ытла Нева шывĕ хĕрринчи шĕкĕр хулара пурăнать. Санкт-Петербургри çар физкультура институтне пĕтернĕренпех - Ленинград çар округĕнче хĕсметре. Раççей çарĕн офицерĕ нихăçан та спортран уйрăлман. Çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа С.А.Кириллов майор - çар округĕн аслă тренерĕ, виçĕм çултанпа вара - Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ.

Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарта кире пуканĕ йăтассипе Раççей Кубокне ирттерме палăртнă. Ăна хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитетне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председательне, РСФСР спорт мастерне Ю.А.Попова çирĕплетнĕ. Ăмăртусен тĕп судйи - пирĕн мухтавлă ентеш С.А.Кириллов.

Çак кунсенче Сергей Александрович хăйĕн çемйипе тăван республикăна килчĕ. Халĕ вăл отпускра, апла пулин те виçĕм кун ЧР Журналистсен союзĕн залĕнче пресс-конференци ирттерчĕ.

- Мана тăван республикăра юлашки çулсенче кире пуканĕ спорчĕ лайăх аталанни савăнтарать. Чи вăйлă çамрăк атлетсем çулленех пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ, çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа çирĕме яхăн каччă, çавăн пекех Чăваш ял хуçалăх академийĕн аслă преподавателĕ Любовь Семенова-Эллина тата унăн кĕçĕн тантăшĕ Джанита Павлова спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç. Вĕсемсĕр пуçне Улатăрти Евгений Кочетков, Йĕпреç районĕнчи Владимир Петровпа Марина Федорова, Елчĕкри Ардалион Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕнче вĕреннĕ Сергей Соловьевпа Александр Павлов çĕр-шыв чысне Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче хÿтĕлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çĕр-шыври спорт министерстви кире пуканĕ спорчĕн Федерацийĕн сĕнĕвне тĕпе хурса Раççейĕн кăçалхи Кубокне Шупашкарта ирттерме йышăннă. Унта вăтăра яхăн регионсен 300 ытла спортсменĕ хутшăнмалла, - терĕ Сергей Кириллов.

Журналистсене, паллах, тĕрлĕ ыйту кăсăклантарать. «Советская Чувашия» хаçат корреспондентне Александр Егорова акă пирĕн саманара «тимĕр вăййине» хисеплекен хĕрсен йышĕ самай ÿсни савăнтарать.

- Иртнĕ ĕмĕрте пирĕн çĕр-шывра кире пуканĕ йăтма юратакан хĕрсен ăмăртăвĕсене нихăçан та йĕркелемен. Хĕвел анăç çĕр-шывĕсенчи тата Америкăри спортсменкăсем вара тахçантанпах хăйсен вăйĕпе хăюлăхне стадионра кăна мар, рингра е кавир çинче тата йывăр атлетика аренинче те кăтартнă. Раççейре кире пуканĕ турнирĕсене ирттерме пуçласан, чăваш пикисем уйрăмах палăрчĕç. Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Чăваш ял хуçалăх академийĕн аслă преподавателĕ Любовь Семенова-Эллина вунă çул каяллах çĕр-шыв тата тĕнче чемпионки ятне çĕнсе илчĕ. Канашри 5-мĕш вăтам шкул учительници, тăватă ача амăшĕ Алевтина Никитична Егорова хĕрĕх çулта спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларĕ. Вĕсем иккĕшĕ те хăйсен çемьери телейне «тимĕр вăййипе» кăсăкланма пуçласан тупнă. Чăваш пикисем - пирĕн вăхăтри амазонкăсем, вутра та çунмаççĕ, шывра та путмаççĕ, помост çинче те чăн-чăн артан юлмаççĕ. Вĕсем пирĕн савăнăç, юрату тата наци мăнаçлăхĕ, - терĕ Сергей Александрович.

Пресс-конференци вĕçленсен республикăри кире пуканĕ федерацийĕн ертÿçи, СССР спорчĕн мастерĕ Ю.М.Карпов Раççей Кубокне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе йĕркелÿ комитечĕн черетлĕ ларăвне уçрĕ. Юрий Михайлович малтанах çĕр-шыври яваплă ăмăртусене ирттерессипе çыхăннă хăш-пĕр çивĕч ыйтусене татса пама ЧР Патшалăх Канашĕн спикерĕ Юрий Попов, ял хуçалăх академийĕн доценчĕ Борис Глинкин тата «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Михаил Арланов хастар хутшăннине палăртрĕ. Чăваш наци конгресĕн физкультурăпа спорт комитечĕн ертÿçи Виталий Васильев республика тулашĕнчен Раççей Кубокне хутшăнма килекен кашни чăваш пăхаттирне ЧНК ячĕпе шефа илме шантарчĕ.

Петр СИДОРОВ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.