Пăхаттирсем Пĕтĕм Раççейри турнира хатĕрленеççĕ

7 Чÿк, 2014

Республикăри Физкультурăпа спорт министерстви кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Енĕн уçă чемпионатне тата «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри XXXI турнира Йĕпреç поселокĕнчи «Патвар» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче декабрь уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче ирттерме йышăннă. Çавна май республикăри чылай хулапа районта тимĕр вăййине юратакансен ăмăртăвĕсене йĕркелеççĕ, пĕрлештернĕ командăсен çĕнĕ йышне çирĕплетеççĕ.

Пĕтĕм Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Канаш хулинчи «Локомотив» спорт керменĕнче Дагестанпа Грузи чиккинче 10 çул ытла салтак тивĕçне пурнăçланă, 2010 çулхи август уйăхĕнчи хаяр çапăçура паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса пуç хунă Руслан Желудкин подполковника асăнса IV турнир ирттерчĕç. Помост çине асăннă хулапа пилĕк районти 50 ытла атлет тухрĕ.

Хĕрарăмсен йышĕнче абсолютлă чемпионкăн ятне Канаш районĕнчи Асхва ялĕнчи 17 çулти Татьяна Михайлова тивĕçрĕ. Кăçал Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ спорт мастерĕн кандидачĕ 16 килограмлă снаряда малтан сылтăм, унтан сулахай алăпа 152 хут сулласа çĕклерĕ. Канашри 5-мĕш вăтам шкулти вĕрентекенĕн Алевтина Евграфовăн кăтартăвĕ - 141 очко. Вăл хĕрарăмсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. 16 çултан кĕçĕн хĕрачасен хушшинче Йĕпреç районĕнчи Снежана Кирилловăпа Елчĕк тăрăхĕнчи Мария Зайцева палăрчĕç.

Çамрăк пăхаттирсен ушкăнĕнче Патăрьел районĕнчи Туçа вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Ринат Сафин пысăк çитĕнÿ турĕ. Вăл 24 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 120 хут тĕртсе хăй виçинче республика рекордне çĕнетрĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 174,5 очко пухса абсолютлă чемпион пулса тăчĕ. Турнирăн сумлă парнисемпе ылтăн медалĕсене çавăн пекех Канаш хулинчи Александр Петров, Олег Мыльников, Альмир Дмитриев, транспортпа энергетика техникумĕнчи Владислав Христофоровпа Александр Кипятков, Йĕпреç районĕнчи шкул ачисем Алексей Леонтьевпа Иван Майоров, Елчĕк тăрăхĕнчи Андрей Кузнецов, Тăвай районĕнчи Александр Немов тата Канаш районĕнчи учитель Валерий Филиппов тивĕçрĕç.

Патăрьел районĕнчи Каншелти шкул директорне, РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникне, республикăри «Хыпар» тата «Хресчен сасси» хаçатсен общество корреспондентне Иван Пахомова /1934-2011/ асăнса «Паттăр» спорт шкулĕнче утмăла яхăн çын вăй виçрĕ. Вĕсене савăнăçлă парадра Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, Чăваш Республикинчи спорт ветеранĕсен канашĕн ертÿçи Василий Шоркин, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсемпе тренерĕсем Владимир Семенов, Борис Глинкин, Алексей Краснов тата Иван Ивановичăн чи çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем ăшшăн саламларĕç.

Сăкăт ялĕнчи шкул ачисене яваплă çак турнира Пăла тăрăхĕнчи чи паллă пăхаттирсенчен пĕри, Раççей спорт мастерĕ Алексей Алексеев хатĕрленĕ. Унăн вĕренекенĕсем Михаил Милов, Сергей Бакашин, Юрий Тинюков, Константин Хитров, Алексей Анюров тата Артем Чернов хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăнсене йышăнса тĕрлĕ разряд нормативĕсене пурнăçларĕç. Чи çамрăк тата çăмăл виçеллĕ ачасен ушкăнĕнче 12 килограмлă снарядсене йăтассипе çÿлерех асăннă тренер-преподавателĕн ывăлĕ, пиллĕкмĕш класра вĕренекен Игорь Алексеев çĕнтерчĕ. Юниорсен хушшинче çĕнтернĕ Вăрнар районĕнчи спорт мастерĕн кандидачĕ Алик Волков 24 килограмлă пукансене çĕклессипе турнирăн абсолютлă чемпионĕн ятне çĕнсе илчĕ. 40-50 çултан аслăрах ветерансен ушкăнĕсенче Хирти Пикшикри Ильгизар Махмутов, Тутар Сăкăтĕнчи Тауфик Валеев тата йывăр виçере ăмăртнă Татмăш ялĕнчи 82 çулти мăнасатте Василий Максимов палăрчĕç.

Петр СИДОРОВ

Рубрика: